Николаев Иван Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Иван Николаевич Николаев
Çуралнă вăхăт: 1907, кăрлач, 16
Çуралнă вырăн: Вăрманхĕрри ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1993, пуш, 31
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Альма-матер: 1-мĕш ММИ (1933)
Чыславсемпе парнесем


Ленин орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ

Иван Николаевич Николаев (16.1.1907, Вăрманхĕрри ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) — 31.3.1993, Шупашкар, Чăваш Республики) — акушер-гинеколог, сывлăх сыхлассине йĕркелекенĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[1]

Ывăлĕ — Николаев Владимир Иванович, физик, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1907 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1929 çулта Канашри педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1933 çулта Мускаври 1-мĕш медицина институтĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.

1933–34 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă.

1934]–36 çулсенче çар хĕсметĕнчен тухсан, Чăваш АССР сывлăха сыхлакан халăх комиссариатĕнчи медицина пĕлĕвне илес уйрăмне ертсе пынă. 1936-39 çулсенче Чăваш Енри амăш-ачалăхне сыхлакан институтĕнче ординатор, 1939-41 çулсенче гинекологи уйрăмĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

1941-45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1946–48 çулсенче Чăваш АССР Сывлăха сыхлакан министерствăн амăш-ачалăхне сыхлакан методика центрне ертсе пынă.

1949-86 çулсенче Чăваш АССР Республикăн 1-мĕш № сыватмăшĕн клиникин гинекологи уйрăмне ертсе пынă.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]