Николаев Владимир Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Владимир Иванович Николаев
Çуралнă вăхăт: 1936, пуш, 29
Çуралнă вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 2015, пуш, 18
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Ĕç вырăнĕ: МПУ, Физфак
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1979)
Ăсчах хисепĕ: профессор (1981)
Альма-матер: МПУ, Физфак (1960)
Паллă вĕренекенсем: В. С. Русаков
Чыславсемпе парнесем


Шаблон:МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
ССРП çутĕç отличникĕ (1988)

Владимир Иванович Николаев (29.3.1936, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР — 18.3.2015, Мускав, РФ) — совет тата раççей физикĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ[1][2].

Ашшĕ — Николаев Иван Николаевич.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.И. Николаев 1936 çулхи пушăн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР тĕп хулинче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ — И.Н. Николаев, РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ[3]. Владимир Иванович Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕн физика факультетĕнче 1960 çулта вĕренсе тухнă.

1963 çултанпа Физика факультетĕнчи пĕрлехи физика кафедринче ĕçленĕ.

1964çулта «Некоторые применения эффекта Мёссбауэра к исследованию свойств твёрдого тела» темăпа диссертацие хӳтĕлесе физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ степенне тивĕçнĕ.

Тухтăр диссертацине 1979 çулта «Мессбауэровская спектроскопия магнитоупорядоченных систем» темăпа хӳтĕленĕ.

1981 çулта пĕрлехи физика кафедринче профессор пулса тăнă.

30 ăслăх кандидатне тата 3 ăслăх тухтăрне вĕрентсе хатĕрленĕ.

Публикацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

300 яхăн ăслăх ĕçне раççей тата ютçĕр журналĕсенче пичетленĕ.

  • В. И. Николаев, В. С. Русаков Мёссбауэровские исследования ферритов. — Изд-во МГУ, 1985.
  • В. И. Николаев, В. С. Русаков, И. В. Федоренко Методы Мёссбауэровских исследований спиновой переориентации. — М: Изд-во МГУ, 1988. — ISBN 5-211-00636-4

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ (2000)
  • Халăх çутĕçĕн отличникĕ (1973)
  • ССРП çутĕç отличникĕ (1988)
  • «Ĕç ветеранĕ» медаль (1989)
  • "Çулталăкри вĕрентӳçĕ-2003" (МПУ физика факультечĕ)
  • РФ аслă професиллĕ пĕлӳлĕхĕн хисеплĕ ĕçтешĕ (2004).

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]