Контент патне куҫ

Нино Рота

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рота (пĕлтерĕшсем) хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Нино Рота
фото
Тĕп хыпар
Патшалăх
Профессисем XX ĕмĕрти Итали кинокомпозиторĕ, композиторĕ, вĕрентӳçи
Инструментсем фортепиано
Жанрсем кинематограф валли мусăк, классика мусăкĕ
Пĕрĕçлĕх Лукино Висконти
Федерико Феллини
Франко Дзеффирелли
Фрэнсис Форд Коппола
ninorota.com

Ни́но Ро́та (итал. Nino Rota; раштав, 3 1911, Миланака, 10 1979, Рим) — итал композиторĕ, Феллини фильмĕсен, çаплах Копполăн «Хресна ашшĕ» фильмĕн мусăк авторĕ.

Нино Рота 1911 çулта Миланра, мусăкçăсен çемьинче çуралнă.

Ачалăхрах Рима куçса килсен, консерваторие вĕренме кĕнĕ, 1929 çулта вĕçленĕ. Консерватори тапхăрĕнчех Рота вундеркинд шутланнă — хăйне вăл композитор тата оркестр дирижёрĕ ĕçĕпе палăртать, унăн пĕрремĕш ораторин —«L’infanzia di San Giovanni Battista» — концерчĕсем 1923 çултах Миланпа Парис залĕсенче иртеççĕ.

19301932 çулсенче Рота АПШ-ра пурăннă, Кёртис институчĕн ăсчахĕ шая тухнă. Çав институтра вăл композиципе Розарио Скалеро, оркестр енĕпе Фриц Рейнер класĕнче пĕлӳ пухнă. Италие таврăнсан Милан университетĕнче литература ăстаçăлăхĕпе пĕлĕве ӳстернĕ; каярах, 1937 çулта, хăй вĕрентме тытăнать. 1950 çултанпа 1979 çулчене Бари консерватори директорĕ ĕç вырăнĕнче вăй хунă.

Нино Рота оперăсене кĕвĕ чуне панă, çав шутра: «Ariodante» (1942), «Torquemada» (1943), «I due timidi» (1950), «Il capello di paglia di Firenze» (1955), «La notte di un nevrastenico» (1959—1960), «Aladino e la lampada magica» (1968), «La visita meravigliosa» (1970), «Napoli milionaria» (1977). Çавăн пекех «La rappresentazione di Adamo ed Eva» (1957), «La Strada» (1965), «Aci e Galatea» (1971), «Le Molière imaginaire» (1976) тата «Amor di poeta» (1978 балетсем унăн кĕввипе çуралнă. Унсăр пуçне, композитор оркестр валли нумай ĕç хайланă, вĕсене хале те пĕтĕм тĕнчере шăрантараççĕ.

1940-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Рота кинофильмсем валли мусăк кĕвĕлеме тытăнать, Ренато Кастеллани, Лукино Висконти, Франко Дзеффирелли, Марио Моничелли, Фрэнсис Форд Коппола, Эдуардо де Филиппо режиссёрсемпе ĕçлет. 1974 çулта Рота «Хресна ашшĕ: II пай» фильма мусăкпа капăрлатнăшăн «Оскар» парнине тивĕçет. Федерико Феллинипе пĕрле темиçе çул ĕçлени нумай тупăшлă шутланать — Рота унăн чылай фильмне, «Шурă шейхран» (1952) пуçласа «Оркестр репетицине» (1979) таран кĕвĕпе илемлетет.

Композитор кинофильмсем валли кăна мар, театрта лартнă Эдуардо де Филиппо, Франко Дзеффирелли тата Лукино Висконти спектаклĕсене кĕвĕлетнĕ. 1979 çулта Рим хулинче куçне юлашки хут хупать.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1933 — / Treno Popolare

1940-мĕш çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1950-мĕш çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1960-мĕш çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1970-мĕш çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]