Нищёнкин Артур Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Артур Нищёнкин
Çуралнă чухнехи ят: Артур Петрович Нищёнкин
Çуралнă вăхăт: 1931, утă, 15
Çуралнă вырăн: Кулебаки, Чулхула облаçĕ, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2001 çĕртме, 18
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: совет/раççей театр/кино актёрĕ

Артур Петрович Нищёнкин (15.7.1931, Кулебаки хула, Чулхула облаçĕ, РСФСР, ССРП — 18.6.2001, Мускав, РФ) — совет кино актёрĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1931 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Кулебаки хулинче, Кулебакири металлурги савутĕнче ĕçленĕ слесарь килйышĕнче çуралнă. Амăшĕ, Мария Петровна, савутри апатлану сферинче производство ертӳçи пулнă.

1939 çулта Артур Кулебакири вăтам шкула вĕренме кайнă. 1941 çулта, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, амăшĕпе пĕрле Дзержинск хулине, кайран Чирчик хулине (Вăтам Ази) эвакуациленнĕ. 1941 çулта ашшĕ хăйĕн ирĕкĕпех фронта кайнă та 1945 çулта çапăçура пуçне хунă.

Вăтам пĕлӳ аттестатне 1950 çулта çеç илнĕ.

1950 çулта ВГИКăн актёрсен факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ, Борис Бибиковпа Ольга Пыжова патĕнче ăсталăха туптанă. Татьяна Конюховăпа, Юрий Беловпа, Руфина Нифонтовăпа, Валентина Березуцкаяпа, Леонид Пархоменкăпа, Майя Булгаковăпа, Маргарита Криницынăпа, Валентина Владимировăпа, Геннадий Юхтинпа, Надежда Румянцевăпа, Изольда Извицкаяпа, Мария Кремнёвăпа, Валентин Брылеевпа пĕр курсра вĕреннĕ[1].

Институтри вĕренĕве 1955 çулта вĕçленĕ.

1955 çултанпа Киноактёр студи-театрĕн труппинче. 1957 çултанпа — Горький ячĕллĕ киностудин штатĕнче, унта кинематографа хĕрĕх çул вăйне панă.

Дубляж актёрĕ ĕçĕнче тăрăшнă. 90 ытла фильмра тĕрлĕ рольсене сăнарланă.

Хăвăрттăн 2001 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче Мускавра вилсе кайнă. Ваганьково çăвинче пытарнă.

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Арăмĕ — Мирра Сергеевна (1932—2016) — «Мосфильм» киностудири экономист.
    • Хĕрĕ — Алла (1956 çур.) — телекураври специалист

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Защита дипломных работ на актёрском факультете ВГИКа (1955 год)// «Искусство кино», 1955. № 6

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]