Контент патне куҫ

Нуук

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нук, Нуук (дани Nuuk) — Дани патшалăхĕнчи автономлă çĕрĕн — Гренландин шĕкĕр хули. 1979 çулчен официаллă Готхоб ятлă пулнă.

Гренланди утравĕн кăнтăр-анăç енче, Ырă шанчăк (Доброй надежды) бухтă пырĕн çыранĕнче (дани чĕлхи Godthåbsfjorden), Çурçĕр поляр çавринчен кăнтăр еннелле 240 çухрăмра вырнаçнă. Географические координаты — 64°10' с.ш., 51°43' з.д. Климачĕ субполярлă, вăтам температура +7 °C утăра, −8 °C кăрлачра. Раштавра хĕвел 10:00 сехетре тухать, 14:30 сехетре хĕвел анать. Çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çурла пуçламăшчен Нуук хулинче талăкĕпе çутă. Гольфстрим юхăмĕн ăшшипе Нук хули çумĕнчи хĕлле тинĕс пăрланмасть, вара кунта пулă тытма çул тăршĕпех ансат пулать.

Хула Нук коммунин (эскимос чĕлхипе — Nuup Kommunea) административлă тĕпĕ, çĕр лаптăкĕ — 105 000 çм² яхăн, халăх йышлăхĕ — 14 874 çын )2005, кăрлач, 1).

Хулана 1728 çулта норвег миссионерĕ Ханс Эгеде (Hans Egede) никĕсленĕ. Ку вырăнта унчченех çынсем пурăннă пулнă, палăртни — 4 200 çул каялла. IXXV ĕмĕр сенче çак çĕрсенче скандинави колонисчĕсем пурăннă, кайран вĕсем кунтан куçса кайнă. Çакăнтах эскимоссен çуллахи тĕлпулу вырăнĕ шутланнă. Эгеде ку çĕре 1721 çулта христиан тĕнне сарма килнĕ, ун чухне кунта 12 эскимос çемйи пурăннă. Хулана Готхоб (Godthåb), «ырă шанчăк» ят панă. 1979 çулта Гренландине автономи парнеленĕ. 2002 çулта Нук хулинче Арктика хĕл вăййисем ирттернĕ, çавăнта Раççей спортсменăсем те хутшăннă. 2005 çулхи пуш, 5 суйлавсем иртнĕ. Хула пуçлăхĕ (мэрĕ) Агнета Давидсен (Agnethe Davidsen) Сиумут (Siumut) парти сĕннипе пулса тăнă.