Контент патне куҫ

Нётер теореми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эмми Нётер хăйĕн теоремине ĕнентерсе çырнă статьян пуçламăшĕ. Статьяна нимĕçле çырнă

Нётер теореми, — Эмми Нётер 1918-мĕш çулта ĕнентернĕ теорема. Ăна чăн малтан Гёттинген шкулĕн ăславçисем (Д. Гильберт, Ф. Клейн тата Эмми Нётер хăй) палăртнă. Эмми Нётер — питĕ паллă хĕрарăм-математик.

Нётер теореми ак çакна кăтартса парать: Çутçанталăкра пур кашни сыхланав саккунне физикăлла системăн пĕр-пĕр татти-сыпписĕр симметрийĕ пырса тивет. Е тепĕр май: физикăлла системăн татти-сыпписĕр кашни симметрине çутçанталăкра пур пĕр-пĕр сыхланав саккунĕ пырса тивет.

Тата ытти те.

Калас пулать, масса сыхланнин саккунĕ энерги сыхланнин саккунĕн уйрам палăрăмĕ çеç пулать[1]. Мĕншĕн тесен энергипе масса эквивалентлă:

,

кунта  — объектăн энергийĕ,  — унăн масси,  — çутăн вакуумри хăвăртлăхĕ, вăл 299 792 458 м/с.

  • Арнольд В. И. Математические методы классической механики, изд. 5-ое, — М.: Едиториал УРСС, 2003, ISBN 5-354-00341-5
  • Ибрагимов Н. Х. Группы преобразований в математической физике. — М.: Наука, 280 с., 1983 г.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Einstein A. Das Prinzip von der Erhaltung der Schwerpunktsbewegung und die Trägheit der Energie (ним.) // Ann. Phys.. — 1906. — Vol. 20. — P. 627–633.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.