Контент патне куҫ

Пăлпаш (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пăлпаш (выр. Белбаж) — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Керженец шывĕн сылтăм юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Радость ялтан 5 çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Юпписен шучĕ çирĕм ытла, пысăккисем çаксем: Тележнăй, Ăвăслăх (выр. Осиновка), Голодаевка, Талка, Кĕçĕн Елховка.

Пăлпаш малтан тухăçалла юхать, Протасиха ялтан иртсен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Клышино патĕнче Керженецпа пĕрлешет.

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Радость, Пăлпаш, Хурамалăх (выр. Вязовка), Давыдово, Протасиха, Рамешки, Пилешлĕх (выр. Рябиновка), Ильински-Заборски, Доенкино, Плесо, Мăн Елховка, Успенски, Клышино.