Контент патне куҫ

Пĕчĕкçĕ шăши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Карликла шăши тенипе пăтраштармалла мар
Пĕчĕкçĕ шăши

Пĕчĕкçĕ шăшисĕтпе ӳскенсем хушшинче чи пĕчĕкки: кĕлетки те, хӳри те 5-7 сантиметртан иртмест. Пирĕн тăрăхра Пĕчĕкке шăши пур çĕрте те пур, анчах йышĕпе нумай мар. Апата каçхине тухать. Симĕс курăк, хурт-кăпшанкă çиет, кĕркуннепе ӳсентăран вăрри пуçтарать. Талăкра ăна 5-6 грамм апат кирлĕ. Хĕллехи пурнăçне шăтăкра ирттерет, çывăрма выртмасть. Çуркунне ку шăшисем ĕрчеме пуçлаççĕ. Йăвара 6-8 çура пулать. Пĕчĕкке шăши ами çулталăкра икĕ хут çăвăрлать. Ку шăшисем 8-9 уйăх çеç пурăнаççĕ, çавăпа та çу пуçламăшĕнче çуралнă пĕчĕкке шăшисем хĕл каçа вилсе пĕтеççĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]