Контент патне куҫ

Талăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава Кун тенипе пăтраштармалла мар
Sun and Moon Nuremberg chronicle

Талăк — вăхăт виçевĕн пĕрчи, çавракалатса пăхсан Çĕр чăмăрĕ хăй тĕнĕлĕ тавра пĕрре çаврăннин вăхăчĕпе (период) тан.

Талăк тесе чылай чухне хĕвел талăкĕ текен астрономилле ăнлава калаççĕ. Çавăн пекех кулленлĕхре «талăк» теес вырăнне «кун» тенине те палăртмалла.

Талăк 24 сехетран, е 1440 минутран, е 86400 çеккунтран тăрать тата, йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна тăватă пая пайлаççĕ — ир, кун, каç тата çĕр.

Календарьти талăксем эрнесене, уйăхсене пуçтарăнаççĕ.

Талăк СИ тытăма кĕмест, анчах вăл унта лайăх майлашăнать, мĕншĕн тесен çеккунтпа тÿреммĕн çыхăннă.