Контент патне куҫ

Пĕчĕкçĕ шыв автанĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пĕчĕкке шыв автанĕ - чанаран кăшт кăна пысăк кайăк. Çăмартисем (6-10) хĕрлĕрех хăмăр е сарăрах сăрă тĕслĕ. Йăви шыв çийĕнчен 15-20 сантиметр çӳлерех. Ун патне ку кайăксем ишсе пыраççĕ. Малтан тухнă чĕпсене аçи пăхать. Пурте тухса пĕтсен пĕрле пăхса ӳстереççĕ. Уйăх çуртан чĕпписем хăйсем тĕллĕн пурнăма тытăнаççĕ. Малтанхи пĕр эрне чĕпсене çăвартан çитереççĕ, кайран шыв автанĕн чĕпписем хăйсемех апат тупаççĕ. Апачĕ хурт-кăпшакăсенчен, ăмансенчен, моллюсксенчен тăрать. Унсăр пуçне вĕсем курăк вăррисене, çамрăк папкисене, çырласене тиркемеççĕ. Пирĕн тăрăха çу уйăхĕнче килсе пĕтеççĕ, Сăр, Атăл, Çавал тăрăхĕнче вырнаçаççĕ. Кăнтăралла авăн уйăхĕнче каяççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк пулин те, вĕсене асăрхама йывăр, каçпа кăна аптланаççĕ, кăнтăрла çăра ӳсекен курăк чăтлăхне пытанаççĕ.