Пĕчĕк çеç путене (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Пĕчĕк çеç путене
Жанр ача-пăча юрри
Автор фольклорла хайлав (авторĕ паллă мар)

Пĕчĕк çеç путенеXX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.

Юррăн сăвви пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур.

Пĕчĕк çеç путене
Сарă тулла юратать
Юратать, юратать,
Чăнахах та юратать.

Ку — пĕр куплечĕ çеç. Ытти куплетсене тупса палартса йĕркелесе майлаштрнă-ши? Ку ыйту çине халлĕхе хурав çук. Чăн та, 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче тĕпре тăракан идеологие кура ак çакнашкал йĕркесене хушса хуни паллă:

Ай-хай ачи шкул ачи,
Пионера юратать.
Юратать, юратать,
Пионера çырăнать.

Айтăр, айтăр ачасем,
Пионера юратар,
Юратар, юратар,
Пионера çырăнар!

Кунашкал йĕркесене паллах фольклор палăрăмĕ темелле мар, халăхла чăн-чăн текст патне çывăх тăма тăрăшмалла.

Юррăн кĕвии[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх кĕвви темелле.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]