Пайраш Кузьма Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кузьма Пайраш
Çуралнă вăхăт: Чӳк, 14, 1906
Çуралнă вырăн: Вускасси ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: Нарăс, 13, 1974
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи тата драматургĕ
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1964 ç.)

Пайраш Кузьма Ильич (паспортри хушамачĕ: Садиков) (1906 çул, чӳк, 14, Вускасси ялĕ, Чикме уесĕ1974 çул, нарăс, 13, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи тата драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1938 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1964 ç.)[1][2].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чикме уесĕнчи Вускасси ялĕнче çуралнă.

«Канаш», «Молодой крестьянин» хаçатсенче, Чăваш Республикин Пульницинче хирург пулса ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче, 1941-1946 çулсенче, Иккĕмĕш Инçет Тухăç фрончĕнче хирург ĕç вырăнĕнче тăнă.

1974 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн пĕрремĕш ĕçне 1925 çулта пичĕтленĕ. Çавăн пекех тĕне хирĕçле тата тĕлĕксем çинчен кĕнекесене, «Телейсĕр кунсем» драмине (1928) тата ытти хайлавсене çырнă.

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Телейсĕр кунсем» (1928);
  • «Лайăх эмел» (1934);
  • «Кинемей» (1954);
  • «Юрату юрри» (1969);
  • «Лида йăнăшĕ» (пьесăсемпе калавсем, 1976);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Агаков, Л. Кузьма Пайраш / Л. Агаков // Ялав. – 1966. – № 11. – С. 28–29.
  2. Григорьев, Н. Куçма Пайраш / Н. Григорьев // Тăван Атăл. – 1986. – № 11. – С. 64–65.
  3. Григорьев, Н. Куçма Пайраш çырнисем // Григорьев Н. Г. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Г. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 39–48 ; Юратнă сăнарсем / Н. Г. Григорьев. – Шупашкар, 1982. – С. 70–80.
  4. Николаев, Г. Куçма Пайраш / Г. Николаев // Ялав. – 1976. – № 11. – С. 27.
  5. Тихонов, П. Чаплă тухтăр, паллă çыравçă та / П. Тихонов // Хыпар. – 1996. – 17 раштав.
  6. Юман, А. Куçма Пайраш / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1996. – 16 чÿк.
  7. Юрьев, М. Ялкортан пуçласа... / М. Юрьев // Тăван Атăл. – 1966. – № 6. – С. 93–94.
  8. Григорьев, Н. Врачи-писатели Чувашии : [в 5 кн.]. Книга 2 : Кузьма Пайраш ; Книга 3 : Выживший в концлагерях; Книга 4 : Мĕтри Ваçлейĕ / Н. Григорьев. – Чебоксары, 2009. – 182 с.
  9. Ильбеков, Н. Писатель–врач / Н. Ильбеков // Советская Чувашия. – 1956. – 17 ноября.
  10. Пайраш Кузьма Ильич // Моргаушский район. Краткая энциклопедия. – Чебоксары, 2002. – С.
  11. Юрьев, М. Связано с жизнью / М. Юрьев // Молодой коммунист. – 1976. – 27 ноября.
  12. Ялгир, П. Книги чувашских классиков надо переиздавать / П. Ялгир // Чăваш ен. – 1996. – 21–28 декабря (№ 50). – С. 8.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]