Контент патне куҫ

Паллăлăх ĕçхĕл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Паллăлăх ĕçхĕл, е причасти (термина вырăс чĕлхинчен илнĕ, лешĕ вара авалхи грек, латин чĕлхисенчен калькăласа тымарланать) — глаголăн ятарлă хурăмĕ; япалан ĕç тăвăм тĕлĕшри паллисене кăтартать, паллă ячĕн ыйтавĕсене хурав парать.

Чăваш чĕлхинче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăтри, хальхи вăхăтри, пулас вăхăтри тата пулмалли паллăлăх ĕçхĕл пур.

Иртнĕ вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иртнĕ вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -нă тата -нĕ аффикссем хушăннипе пулать.

Хальхи вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -акан тата -екен аффикссем хушăннипе пулать.

Пулас вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пулас вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -ас тата -ес аффикссем хушăннипе пулать.

Пулмалли паллăлăх ĕçхĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пулмалли паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -малла тата -мелле аффикссем хушăннипе пулать.

Ытти чĕлхесенчи паллăлăх ĕçхĕл

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]