Парис метрополитенĕ
Парисри метро (парис метрополитенĕ) (фр. Métro de Paris, кĕскен малтанхи ятĕнчен «тĕп хулан чукун çулĕ» фр. chemin de fer métropolitain; «метрополитен» тата «метро» сăмахĕсем пур тĕнчере парисри метрона пула саралнă) — Парисăн хăварт çĕр айĕнчи пĕрлĕ халăх транспорчĕн йĕркелĕхĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парис метрополитенĕ — континент çинчи ватă метрополитен (Будапешт метрополитенĕ хыççăн).
Паянхи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парис метрополитенĕн 14 нумерленĕ «мăн»йĕр, татах 2 кĕске (3-бис тата 7-бис) — 3-мĕш тата 7-мĕш йĕрсен малтанхи турачĕсем (хулаçум эрешĕн электропуйăссен RER 5 йĕрне шута илмесĕр).
Çулĕсен тăсăлăвĕ 214 км, 300 станци (çав шутра 62 куçса лармалли). Куçса лармалли станцисем пĕр йĕрĕн çеç мар пулнипе, метро йĕрĕсен пĕтĕм шучĕ — 384. Станцисем хушшинчи вăтам хушă 562 м. Пур станции тенĕ пекех çĕр айĕнчисем, çĕр çинчисем 21çеç (вĕсенчен чылайăшĕ 6-мĕш йĕр çинче).
Пассажир куçăвĕ кунне 4,5 млн яхăн çын. Европăри метрополитенсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта Мускав метрополитенĕ хыççăн) тата тĕнчере 4-мĕш вырăнта Мускав, Токио тата Мехико хыççăн).
Техника хыпарĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пуйăсăн вăтам хăвăртлăхĕ 35 км/сех.
- Пуйăс тăршшĕ 3 - 6 вакун.
- 1, 4, 6, 11, 14 йĕрсенче шинă çинчи пуйăссем çӳреççĕ.
- Колей анлăшĕ — стандарт (1435 мм), виççĕмĕш рельсран электрохăват (750 В, пĕрмайхи юхăм) тухать.
- 14-мĕш йĕрĕ — чи паянкун паха, пуйăссене автоматика ертсе пырать.
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мускаври Ункă йĕрĕн «Киевская» метро станцийĕн пĕр тухăвне француз дизайнерĕсем «Гимар стайĕпе» тунă.