Паршин Николай Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Паршин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николай Иванович Паршин
Ӳкерчĕк:Николай Иванович Паршин.jpg
Çуралнă вăхăт 1923, авăн, 3
Çуралнă вырăн Вознесенское ч. ялĕ, Пăрачкав районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 1945, ака, 30
Вилнĕ вырăн Берлин
Пăхăнулăх ССРП ССРП
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1942—1945
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Николай Иванович Паршин (1923—1945) — Ĕçтеш-çĕрĕçтеш Хĕрлĕ Çарĕн лейтенанчĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1944).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Паршин родился 1923 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Вознесенское чиркӳ ялĕнче (халĕ — Пăрачкав районĕ Чăваш Ен) çуралнă. Вăтамшкулта вĕренсе тухсан колхозра вăй хунă. 1942 çулхи çу уйăхĕнче Паршина хĕсмете çара илнĕ. Çав çулăн авăн уйăхĕнчен пуçласа — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче. Кĕçĕн лейтенантсен курсĕнче вĕренсе тухнă. Çапăçура суранланнă[1].

1944 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне гварди лейтенант Николай Паршин 2-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш танк çарĕн 16-мĕш корпусĕн 15-мĕш бригадăри автоматчиксен взвочĕпе командăланă. Днестр урлă çапăăçса каçнă чухне палăрнă. 1944 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Паршин взвочĕ Днестр урлă пĕрремĕш каçса çыран хĕрринче плацдарма çенсе илсе бригадăн тăп вăйĕсем çитиччен тытса тăнă. Çапăçура Паршин хăех тăшманăн 3 салтакне тыткăна илнĕ[1].

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 194 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнчи Хутайĕпе Днестр урлă вăрçса каçнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Николай Паршин гарди лейтенант çӳллĕ хисепе - Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ, ăна Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăрĕ» медальпе (5108-мĕш номер) чысланă[1].

1945 çулхи акан 30-мĕшĕнче Паршин Берлиншĕн çапăçнă чухне пуçне хунă. Берлинре пытарнă[1].

Çаплах Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
  • Воробьёв В. П., Ефимов Н. В. Герои Советского Союза: справ. — СПб., 2010.
  • Исаев А. В. Берлин 45-го. Сражения в логове зверя. — М.: Яуза, Эксмо, 2007.