Контент патне куҫ

Мăкшă районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мăкшă районĕ
Мокшанский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пенза облаçĕ
Администраци центрӗ Мăкшă ял
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1928, утă, 16
Район администрацин пуçлăхĕ Тихомиров Николай Николаевич
Официаллӑ чӗлхе вырăс
Пурӑнан халӑх (2018)
26 033 (2,02 %, 10-мĕш вырăн)
Йышлӑх 11,7 ҫын/км²
Наци йышӗ вырăссем — 92%,
мăкшăсем — 4,7%,
Конфесси йышӗ христиансем
Лаптӑк 2224,18[1] км² (3-мĕш вырăн)
Мăкшă районĕ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Мăкшă районĕПенза облаçĕн муниципаллă пайĕ. Администраци центрĕ - ĕçтеш паççулки Мăкшă, халăх йышĕ 11,5 пин çын. Пензăна çитме 40 çм.

1679 çулта кунта Мăкшă карманне туса лартнă. Мăкшă VII ĕмĕр вĕçĕнче/ VIII ĕмĕр пуçламăшĕнче пысăках мар, шанчăклă хӳтлĕх вырăнĕ шутланнă. 1708 - 1719 çç. Хусан кĕперни шутне кĕнĕ, 1780 çулта — Пенза таврашĕнчи уес хули пулса тарать, 1798 çулта Сарăту кĕпернин хули шутне кĕрет, 1801 çултанпа каллех уес хули статусне куçараççĕ.

1960 çулта Мăкшăна хула евĕр паççулкă шутне кĕртеççĕ.

Мăкшă районĕн территорийĕ Сăрпа Мăкшă шывĕсен хушшинчи анлă Сăр-Мăкшă йăрăмĕнче вырнаçнă. Районăн çĕр пичĕ кăнтăр-тухăçран çурçĕр-анăçалла тăсăлакан вăрăм хумлă айлăм шутланать.

Район территорийĕ Вăтам вырăс çӳллĕшĕн вăрман-çеçенхир тăрăхне кĕрет.

Мăкшă районĕ çурçĕрте Мордови республикипе, Пенза облаçĕн Исса районĕпе, тухăçра - Луньăпа Бессонов районĕсемпе, кăнтăрта - Пенза, анăçра - Чуллă тата Анат Ломов районĕсемпе чикĕ тытать.

Район çĕр лаптăкĕ — 2,2 пин тв. çм. Территорие 16 муниципаллă тăрăхран пуçтарăнать. 101 пурăну вырăнĕ. Районти халăх йышĕ - 31,8 пин çын.

Районта чылай юхан шыв, кӳлĕ пĕве. Чи мăнни — Мăкшă, Окана юхса кĕрет.

Район çĕрĕсем витĕр автомагистраль М5 «Урал», Мускав-Челепи иртет, 3 чукун çул чарăнăвĕ: "Рамзай", "Пяша", "Симанщина" пур.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]