Петров Александр Арсентьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Петров Александр Арсентьевич, — ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1936 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Сентимĕр ялĕнче çуралнă. 1979 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăл сарăмсăр вилнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1957 çулта Муркашри вăтам шкултан, 1962 çулта Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист малтан икĕ çул хушши (1962-1964) Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Аксаринский» совхозра агроном пупса ĕçленĕ, ун хыççăн, 1964-1966 çулсенче, КПСС Мускаш райкомĕн инстоукторĕнче вăй хунă. Мал ĕмĕтлĕ агроном пĕлĕвне тарăнлатса ӳстерес тĕллевпе Чăваш ял хуçалăх институчĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ, палăртнă вăхăтра диссертаци хӳтĕлесе ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.

1875-1977 çулсенче Александр Артемьевич Мари патшалăх университечĕн биологи факультетĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 1977 çулта Шупашкара куçса килнĕ, Чăващ патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетĕнче доцент пулса ĕçленĕ.

Ӗмĕрĕ кĕске пулнă ĕçчен тăпчевçăн, 43 çулта вăл сарăмсăр вилнĕ.

Александр Артемьевич 27 ăслăлăх ĕçĕ пичетлесе кăларнă.