Пижма (Вĕтке юппи)
Пижма, — Чулхула облаçĕпе Киров облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Нухрат Атăл шывĕн юппи.
Юханшыв тăршшĕ 305 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 14 660 çх2. Чӳк уйăхĕн варринче шăнса ларать те ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче пăртан тасалать. Ытларах юр шывĕпе тулать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Пижма посёлокĕнчен кăнтăралла вырнаçнă шурлăхра вырнаçнă. Вĕтке шывĕпе пĕрлешес умĕн Советск хули хĕррипе иртет. Юханшыв юппийĕсем нумай, чи пысăккисем: Вичуган, Икра, Луговка, Курнуш (выр. Курнуж), Липĕче (выр. Липача), Пинал, Шайка (выр. Шайга), Кĕçĕн Вахтан, Шуй (выр. Шуйка), Альца, Лукшан (выр. Лукшанка), Кученер (выр. Кученерка), Юрика, Пует (выр. Пуетка), Унша (выр. Унжа), Юма, Ошма.
Пижма малтан çурçĕрелле юхать, Шуй (выр. Шуйка) шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн хĕвелтухăçнелле çул тытать. Юма шывĕпе пĕрлешнĕ тĕлелле юханшыв кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхма тытăнать.
Ял-хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв хĕрринче çак ял-хуласем вырнаçнă (пысăккисем):