Пик формули

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пик теореми пăхăр.
В = 7, Г = 8,
В + Г/2 − 1 = 10
Кăткăс кĕлеткен лаптăкне Пик формулипе тупни

Пи́к формули ( Пи́к теореми) — комбинаторикăлла геометрири тата хисепсен геометрийĕнчи классикăлла результат, вăл Декартла координатсен лаптакĕнче тулли хисепсемпе палăрăнакан тăрăсемлĕ нумайкĕтеслĕхĕн лаптăкне пĕлме май парать.

Теоремăна 1899-мĕш çулта Георг Пик ĕнентернĕ.

Формула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Декартла лаптакра тулли хисепсемпе палăрăнакан[1] тăрăсемлĕ нумайкĕтеслĕхĕн лаптăкĕ ак çакăнпа тан

В + Г / 2 − 1,

кунта В — нумайкĕтеслĕх ăшĕнчи тулли хисеплĕ координатсемлĕ пăнчăсен шучĕ, Г — нумайкĕтеслĕх чиккинчи тулли хисеплĕ координатсемлĕ пăнчăсен шучĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Икĕ координачĕ те (абсцисса тата оординат) тулли хисеп

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В. В. Прасолов. Задачи по планиметрии. — М.: МЦНМО, 2001. — 584 с. — ISBN 5-900916-82-0.
  • А. Кушниренко. Целые точки в многоугольниках и многогранниках // Квант. — 1977. — № 4. — С. 13—20.