Пино нуар
Пинă Нуар е Хурла Пинă (фр. Pinot Noir — хура хыр йĕкелĕ) - паллă хĕрлĕ иçĕм сорчĕ. Унăн тăван çĕрĕ — Францин çурçĕр-хĕвел тухăç енĕ.
Урăх ятсем : Spatbourgunder (Германи); Pino Nero (Итали); Savagnin, Klevner, Nagyburgundi (Венгри).
Пинă Нуар питĕ "ачаш" сорт. Ирхине тăм илни, тĕрлĕ харампыр, пăнтăх тата ытти инкек-синкек çемçе иçĕм сапакисене пăссаççĕ.
Алăпа пуçтарнă иçĕм çырлинчен кăна чаплă эрех пулать, теççĕ эрехтăвакансем. Тертлĕ ĕçпе çеç паха эрех пиçет.
Сарăлни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пинă Нуар тĕнчипех сарăлнă сорт ( 207 300 га 2004 çул ). Пинă Нуар хăйĕн тăван çĕрĕнче те паянкун та паллă сорт шутланать:
- Франци ( 29 700 га ): Бургунди (70 % яхăн), Шампань (30 % ытла), Сансер;
- Итали: Венето, Пьемонт тата Тоскана облаçĕсенче;
- Германи: кунта Пинă Нуар - тĕп хĕрлĕ сорт ( вырăнти ячĕ - Шпетбургундер );
- АПШ: Орегон штачĕ;
- Чили: Касабланка айлăмĕ ;
- Çĕнĕ Зеланди ( 3 800 га ) : Мальборо;
- Швейцари ( 4 600 га ).
Чаплă эрехсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Нумай эрехăвакан Пинă Нуар сорчĕпе усă курать. Чи чаплă та хаклă эрехсем:
ячĕ | çĕр-шыв | эрехтавакан лаптăкĕ | сорт пайĕ | |
---|---|---|---|---|
Romanee Conti | Франци | Вон-Романе | 100 % | |
La Tache | Франци | Вон-Романе | 100 % | |
Chambertin-Clos-de-Beze | Франци | Жевре-Шамбертен | 100 % |
Пинă Нуар пултарулăхра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2004 çулта американри режиссёрĕ Александр Пейн "На обочине" фильм кăларнă.Фильм тухнă хыçăн Пинă Нуар сортран тунă эрехсем питĕ паллă пулчĕç.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Jackson, David & Schuster, Danny, 2001, «The Production of Grapes & Wine in Cool Climates», Daphne Brasel Associates Ltd and Gypsum Press, ISBN 0-909049-17-3
- Robinson, Jancis The Oxford Companion to Wine. — Second Edition. — Oxford University Press, 1999. — ISBN ISBN 0-19-866236-X
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пинă Нуар "Виноград-Инфо" сайтра
Ку улма-çимĕç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |