Контент патне куҫ

Итали эрехĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дионис

Итали 2010 çулта эрех туса илнин калапăшĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăна йышăннă. Çапах та иçĕм лартнă çĕр лаптăкĕ чакса пырать:

  • 1985 çул - 1 227 пин га;
  • 2002 çул - яхăн 800 пин га;
  • 2010 çул - яхăн 700 пин га.

Итали эрех туни кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Италире авалхи самантсенченех эрех тума тытăннă. Авалхи грексем Италие "Энотри" ( "эрех çĕрĕ" ) ячĕпе палăртнă.

Классификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Италире тăвакан мĕнпур эрехе тăваттă класа пайланă:

  • DOCG ( Denominazione di Origina Controllata e Garantita ) - чи паллă, чи паха эрехсем ;
  • DOC ( Denominazione di Origina Controllata ) - паха эрехсем ;
  • IGT ( Indicazione Gepgrafica Tipica ) - вырăнти эрехсем ;
  • Vino di Tavola - апатлану эрехĕсем.

Эрехтăвакан облаçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Итали облаçĕсем

Италире кашни 20 облаçре эрех тăваççĕ (пин гл):

ВырăнОблаç2000 çул2010 çул
1Венето7 8008 174
2Эмилия-Романья6 8006 952
3Сицили9 5006 175
4Апули9 5005 920
5Абруццио4 0003 054
6Пьемонт3 1002 858
7Тоскана2 8002 772
8Кампани2 1001 830
9Лацио3 3001 797
10Ломбарди1 5001 277
11Умбри900987
12Марке1 900870
13Фриули-Венеци-Джули1 100752
14Трентино-Альто-Адидже1 100550
15Сардини1 000550
16Базиликата500500
17Калабри800392
18Лигури200120
19Молизе40057
20Валле д'Аоста3040

Пысăк эрехтăвакан енĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Италире чи пысăк паха эрехтăвакан енĕсем ( DOC тата DOCG ) :

ЕнОблаçЭрехИçĕм сорчĕсем
Chianti DOCКьянтиТосканаПылаксăр хĕрлĕ эрехСанджовезе, Канайоло, Треббьяно
Asti DOCGАстиПьемонтЧашкăракан пылак шурă эрехМускат
Soave DOCСоавеВенетоПылаксăр шурă эрехГарганега
Gavi DOCГавиПьемонтПылаксăр шурă эрехКортезе
Barolo DOCGБаролоПьемонтПылаксăр хĕрлĕ эрехНеббиоло
Barbaresco DOCGБарбарескоПьемонтПылаксăр хĕрлĕ эрехНеббиоло
Brunello di Montalciano DOCGБрунелло ди МонтальчиноТосканаПылаксăр хĕрлĕ эрехСанджовезе
Vino Nobile di Montepulciano DOCGВино Нобиле ди МонтепульчаноТосканаПылаксăр хĕрлĕ эрехСанджовезе
Prosecco di Valdobbiadene DOCGПросекко ди ВальдоббяденеВенетоПылаксăр, çурма пылак чашкăракан шурă эрехПросекко

Италире 500 яхăн иçĕм сортне ӳстереççĕ. Чи анлă сарăлнă иçĕм сорчĕсем (га) {2004 çул}:

Вырăнти иçĕм сорчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паян Италире 1 500 иçĕм сорчĕ шутланать. Чылайăшĕ авалхи вырăнти паллăсăр сортсем. 1709 çулта питĕ хаяр, сивĕ хĕл пулнипе нумай иçĕм сорчĕ шăнса пĕтрĕ. Вĕсен вырăнне çĕр ĕçтешĕсем сивве тӳсекен, пысăк тухăçлă сортсене лартрĕç. Ку вăхăтран чăн итал иçĕм сорчĕсен шучĕ чакса пырать. 1970-мĕш çулсенчен пуçласа Италире тăван иçĕм сорчĕсене чĕрĕлетес ĕçе пырать :

Паллă эрехтăвакансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Antinori, Gaja, Frescobaldi, Querciabella, Vietti.