Контент патне куҫ

Питер Бенчли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Питер Бредфорд Бенчли ҫинчен куҫарнӑ)

Питер Бредфорд Бенчли, — американ çыравçи, сценарист. 1940 çулхи çу уйăхĕн 8 çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 11 Принстонра вилнĕ.

Питер Бенчли пуян çĕнĕ акăлчан çемьинче çуралнă. Лайăх пĕлӳ илнĕ: Phillips Exeter Academy шкула тата Гарвард университетне вĕренсе пĕтернĕ.

Университета пĕтернĕ хыççăн Америкăн пысăк «The Washington Post» тата «Newsweek» периодикăллĕ кăларăмсенче ĕçленĕ.

1974 çулта Бенчли «Янахсем» ятлă Эмити курорт утравне хăратса тăракан шурă акула (тинĕс йытти) çинчен кĕнеке пичетлесе кăларнă. Кĕнеке сюжечĕ 1916 çулта Нью Джерси çыранĕсем хĕрринче чăн пулса иртнĕ пăтăрмах çинче никĕсленĕ. Кĕнеке питĕ хăвăрт анлă сарăлнă (пурĕ 20 млн. копи ытла тухнă). 1975 çулта кĕнеке тăрăх Стивен Спилберг кинофильм ӳнерленĕ.

Фантастика енĕллĕ ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Jaws» (Янахсем, 1974);
  • «The Deep» (Тарăнлăх, 1976);
  • «The Island» (1979);
  • «The Girl of the Sea of Cortez» (Кортес утравĕнчи хĕр, 1982);
  • «Q Clearance» (1986);
  • «Rummies» (1989);
  • «Beast» (1991);
  • «White Shark» (Тинĕс шурă йытти 1994);
  • «Peter Benchley's Creature» (1997).

Урăх енлĕ ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Ocean Planet: Writings and Images of the Sea» (1994);
  • «Shark Trouble: True Stories About Sharks and the Sea» (2001);
  • «Shark!: True Stories and Lessons from the Deep» (2002);
  • «Shark Life: True Stories About Sharks and the Sea (with Karen Wojtyla)» (2005).