Плотников Николай Алексеевич
Плотников Николай Алексеевич (Плотник Микулайĕ, Плотник Кули, Чулхула Микулайĕ) — чăваш Википедин администраторĕ тата бюрокрачĕ пулнă. Тетелти ятсем: Dracola, P-Code, astahar, Аçтахар. Маларах вырăс википедине, кайарах чăвашлине те тӳрлетме тытăннă. Чулхулара пурăннă чухне сайтне уçнă, чăваш чĕлхине словарьпа кăна вĕреннĕ.
1977 çулта пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен Лапсар ялĕнче çуралнă теть. Чăваш википедине вунсаккăрмĕш, уçăлнăранпа пилĕк уйăхран килнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренсе пĕтернĕ[1]. Чулхулан Из рук в руки хаçатра ĕçленĕ[2]. Халь Шупашкар районĕн Лапсар ялĕнче, Комсомольски урамĕнче, 37-мĕш çуртра[3] пурăнать тенĕ. Чăваш чĕлхине лайăхах пĕлмест.
2005-мĕш çулта 12-мĕш ака уйăхĕнче википедине килнĕ.
2005-мĕш çулта 2-мĕш çу уйăхĕнче администратор статусне ыйтнă, 5-мĕш çу уйăхĕнченпе администратор пулнă.
2007-мĕш çулта кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче бюрократ статусне ыйтнă, карлачăн 16-мĕшĕнче бюрократ пулса тăнă.
2010-мĕш çулта ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче администратор статусне Viktorа панă.
2010-мĕш çулта раштав уйăхĕнче википедине пăрахса кайнă.
ЧПУ вĕренсе тухнă, 2014 çултанпа лаборант пулса ĕçлет.
Сайтсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Н. Плотников тунă сайчĕсем (доменĕ точкаччен сылтăм енче, сулахай енче поддоменĕн зони):
Унăн ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тутарстан Республикинчи чăвашсен пĕрлĕхпе политика хаçачĕ
- «Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ
- Союз кинематографистов Чувашской Республики 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхамалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Плотников Николай Алексеевич 2019 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Александр Блинов: "Пользование технологией вики становится нормой" 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чӑваш халӑх сайчӗ 2021 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.