Контент патне куҫ

Чăваш Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Википедири Favicon Чăваш Википедийĕ
Уйрăмăн логотипĕ
Уйрăм пичĕн скриншочĕ
URL: cv.wikipedia.org
Проект пахалăхĕ: Ыркăмăллă
Сайт тĕсĕ: Эрешлĕ энциклопеди
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе: чӑвашла
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 22 Чӳк уйӑхӗн 2004
Статья шучĕ: 58 874
Страница шучĕ: 122 670
Тӳрлетӳ шучĕ: 870 965
Регистрланă хутшăнакан: 39 671
Хастар хутшăнакан: 62
Администраторсем: 2
Тарăнăш: 8,3
Номер, статья шучĕпе 105

Чăваш Википедийĕ — Википедин чăваш чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. 2025 çулхи пушăн 2-мĕшĕ тĕлне 57 465 статьяна кĕртнĕ.

Чăваш уйрăмне Вырăс уйрăмĕнчен чылай статьяна, аврине (шаблона) куçараççĕ.

Кун-çулĕ

2004 çулта Kostik Vento хутшăнакан Викимедиа Фондне чăваш уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру ярать.

2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Untifler (Илья Евлампиев) хутшăнакан (вăлах тутарпа пушкăрт уйрăмсене никĕсленĕ) Чăваш чĕлхи статьяна Википедине çырса кĕртнĕ.

2006 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн уйрăм 2000-мĕш статьяпа — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ — тулать! Çав çулхи çурлан 22-мĕшĕнче Чăваш Википединче 4000 ытла статья[1].

2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш уйрăмĕ 5000 статья шайĕнчен иртсе каять. Çав çултах авăнăн 13-мĕшĕ тĕлне Википедине 6000 ытла статья кĕрет[2][3]

2008 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче уйрăм 7000 статьяпа пуянланать!

2009 çулхи акан 6-мĕшĕнче ирĕклĕ чăваш энциклопединче 10 000 статьяна çитеть[4].

Джимми Уэйлс Чăваш Википедийĕ пирки слайд кăтартать.

Википеди никĕслевçи Джимми Уэйлс пĕтĕм тĕнчери Фонд Викимедиа конференцинче (Викимани 2009) Чăваш Википедийĕ тĕслĕхĕпе Википеди проекчĕ çухалма тыттăннă чĕлхесене пулăшу кӳни пирки хыпарлать[5].

Хатĕр-хĕтĕрлĕхĕ

Аппарат хатĕрлĕхĕ. Чăваш Википедийĕ, ыттисемпе пĕрле 990 сервертан тытăнса тăракан кластер çинче ĕçлет[6].

Программа хатĕрĕ. MediaWiki движок ĕçлет. Тĕплĕнрех MediaWiki версийĕ пирки кунта çырнă.

Ăшĕнчи. Статьясен массивĕ (58 874), спецстраниц массивĕ.

Ашберн хулинче (Виргиния) вырнаçтарнă Викимедиа фондчĕн сервĕрĕсен пысăках мар пайĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

Çавăн пекех

Каçăсем