Пушкăртстанри протестсем (2024)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Граждан протесчĕ
Вăхăт кăрлач, 2024;
Вырăн Пушкăртстан Пушкăртстан, Паймак
Сăлтав Фаиль Алсынов тӗлӗшпе пуçилӳ ӗҫĕ пуҫарнӑ
Пĕтĕмлетӳ протестсем пусарнă, протест хутшăнаканĕсем хирĕç репрессисем

Пушкăртстанри протестсем (башк. Башҡортостанда протесттар) — 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пушкӑрт активисчӗ Фаиль Алсынов пуçиле ӗҫĕ пирки приговор йышӑннӑ май пулса иртнӗ протестсем[1]. Протестсем кăрлач уйăхĕнчи 15—17 Паймакра, Пушкăртстанăн кăнтăр-хĕвелтухăç енче пулнă.

Ум истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2023 çулхи ака уйăхĕнче Фаиль Алсынов Пушкăртстанăн Паймак районĕнчи Ишмурзино ялĕнчи Илендык ту хырçи çинче геологиллĕ тупакан ĕçĕсем хирĕç протесчĕсенче хутшăнчĕ[2][3].

2023 çулхи юпа уйăхĕнче Ишмурзино протесчĕсем хыççăн Алсынова çинче Пушкăртстанăн Пуçлăхĕ Хабиров Радий заявлени çырнă. Заявлнире çырнă, граждан пухăвĕнчи ял культура çурчĕ патĕнче Алсынов Фаиль негативлă сăмахсемпе эрмен, кавказ, вăта ази нацилĕхĕсем тĕлĕшпе уçнă тухса каланă[2]. Митинг пулнă, мĕншĕн тесен çынсем Пушкăртстан Ураллешьен ресурсĕсене кăларнине пулăшмарĕç, тата ресурсем чĕртавар хатĕрлекен компанийĕсем негативлă репутаципе пулнă[4].

2024 çулхи кăрлач уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн прокуратури нацисем хушшинчи уйрăмлăх статьйипе Алсыновшăн 4 колони çулĕ ыйтнă (ст. 282 УК РФ)[2], «Кара халык» сăмахсемшĕн, тӳрремĕн куçарнипе «хура халăх» е «тĕп халăх»[5] (ку сăмахсене «вырăнти мар çынсене» суд Азирен тата Кавказран тухнисем хирĕç нацисем хушшинчи уйрăмлăхĕ пекех интерпретациленĕ[6]), куна Ĕпхӳ пĕлӳлĕхпе технологи университечĕнчи пушкăрт чĕлхи кафедри çинче ĕçлекен Хужахметов Айнур Оскарович çирĕплетсе панă[7] (Кара халык (тюрк., тӳрремĕр — Хура çынсем, хура халăх) ку Ылтăн Урта, Аçтăрхан, Хусан, Çĕпĕр тата ытти XIII—XVI ĕмĕрти Тĕрĕк-тутар патшалăхĕсен феодаллă-пăхăннă халăхĕн йышăннă ячĕ[8])[9].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Паймакра 3-мĕш суд заседанийĕ пулнă, унăн вăхăчĕнчи приговорăн результачĕ кăрлачăн 17-мĕш çине йышăннă. Суд çине, тĕрлĕ оценкасемпе, 1 — 5 пин çын кайнă, Алсынов пулăшăвĕшĕн[10].

2024 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче, Алсынова экстремистсен ят-йышĕнче панă[11].

2024 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче, Алсынов 4 ирĕклĕсĕр çул çине судланă[12]. Çак вăхăтра та, суд çурчĕн юнашар протестсем пуçланă. Силовиксемпе тытăçусем пулнă тата протестĕн хăш-пĕр хутшăнаканĕсене арестленĕ[13][14]. Тĕмле оценкасемпе, протестлекенсен шучĕ 10 пин çын халĕ, ун чухне Паймак халӑхӗн шучӗ 17,7 пин ҫын пулнӑ[15].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ В Башкирии сотни людей пришли к суду поддержать активиста, защищавшего шихан Куштау (выр.) (2024-01-15).
  2. ^ 1, 2 тата 3 активиста Фаиля Алсынова приговорили к четырём годам колонии
  3. ^ От Куштау до Баймака. Кто такой Фаиль Алсынов и против чего он выступает?
  4. ^ Idel.Realities, RFE/RL's. Former Leader Of Banned Group In Russia's Bashkortostan Faces Charge Of Inciting Hatred (акăлч.).
  5. ^ За что судят Фаиля Алсынова: главное о деле башкирского активиста, ради которого собрались тысячи людей
  6. ^ Telegram: Contact @eshkinkrot
  7. ^ В Уфе активистка, которая вышла на митинг с табличкой «Кара халык», сообщила о своём задержании
  8. ^ Кара халык
  9. ^ В Башкортостане около тысячи человек вышли на акцию в защиту активиста Фаиля Алсынова. Они потребовали отправить в отставку главу республики (15 января 2024).
  10. ^ В Башкирии сотни людей пришли к суду поддержать активиста, защищавшего шихан Куштау (выр.) (2024-01-15).
  11. ^ Башкирского активиста Фаиля Алсынова внесли в перечень "экстремистов".
  12. ^ Башкирского активиста Фаиля Алсынова приговорили к четырем годам колонии.
  13. ^ В Башкортостане после массовой акции задержали четырех сторонников экоактивиста Фаиля Алсынова – его судят по делу о "разжигании вражды".
  14. ^ В Башкортостане задержали сторонников экоактивиста.
  15. ^ Общие сведения о Баймакском районе Республики Башкортостан (выр.).