Пысăк çĕр мулкачĕ
Курӑнакан калӑплав
Пысăк çĕр мулкачĕ — кĕлетки тăршшĕ -19-26 сантиметр , йывăрăшĕ – 280-400 грамм. Хӳри 17-26 сантиметра çитет. Малти ури кĕске, кайри вăрăмрах. Çĕр мулкачĕ – каçхи чĕрчун, çавăнпа апат шырама хĕвел ансан тухать. Курăк çулçи, тымарĕ тата вăрри – çĕр мулкачĕн тĕп апачĕ. Унсăр пуçне ку чĕрчун тулă, урпа, сĕлĕ пучахĕсене питĕ кăмăллать. Çĕр мулкачĕсем хĕлле çывăраççĕ. Хĕл каçмалли йăвана юпа уйăхĕнче кĕрсе выртаççĕ, унтан ака уйăхĕнче тухаççĕ. Ами çĕртме уйăхĕнче 2-4 çура çăвăрлать. Вĕсем 2 çултан ӳссе çитсе ĕрчеве хутшăнаççĕ. Тăшманĕсем – хир пăсари, тилĕ, юс тата çапкаланчăк йытăсем. Чăвашра çĕр мулкачĕ кăнтăр енчи районсенче сайра хутра кăна тĕл пулаççĕ.