П. эрч. 323
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 323 (Т. Ливий. История… М.,1989-93, т. 1, стр. 401-402) — Консулсем: Гай Сульпиций Лонг (патриций) тата Квинт Авлий Церретан (плебей). Плебей трибунĕ Марк Флавий.
- 323 — Тускулансене сутлаççĕ, вĕсене айăпран кăларнă.
- 323/2 — Афин архонт-эпонимĕ Кефисодор.
- 323, çуркунне — Александр Евфрат вăррине кайнă экспедицире. Тигр вăрринче Александрие никĕсленĕ. Арави экспедиципе кайнă. Вавилонра Перс кӳлмекĕ урлă каçма хатĕрленеççĕ. Карипе Лидирен çарсем пуçтарăнаççĕ. Александр чирленĕ. 13.6 — Аслă Александр вилет.
- 323—317 — Македони патши Филипп III Арридей.
- 323 — Роксана, Пердикка пулăшнипе, Статирăна вĕлерет. Çурла уйăхĕнче Александр, Александрпа Роксанăн ывăлĕ, çуралнă.
- 323 — Вăтам Азире эллин-колониçсем, хĕсметре тăрасшăн маррисем, пăлханнă. Вĕсем колонисене пăрахса анăçалла каяççĕ. Пердикка вĕсене хĕçпăшалсăрлантарать те пĕтерет.
- 323 — Элладăра халăх пăлханнă. Лами вăрçи пуçланнă. Антипатра Гераклей патĕнче çĕнтернĕ. Демосфен Афинана таврăннă. Аристотель Халкидăна тухса кайнă.
- 323 — Лисимах Сеуф патшапа вăрçнă, нумай юн юхтарса çапăннă пулин те, вăрçăра кам çĕнтересси паллă мар.
- 323 — Македонсем Аравие çитнĕ.
- 323 — Птолемей хăйне Навкратисран панă Клеомена (Александрие тунă çĕрте ертсе пынăскерне) пулăшаканне, Пердикка майлăскер тесе, вĕлернĕ. Птолемей Киренаидăна хăйĕн çĕрĕсем çумне хушнă.
- 323, 13.6 — Коринфре Синоп Диогенĕ философ вилнĕ (414—323).
- 323—287 — Афинăри лицей ертӳçи Теофраст (372-287).
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вилнӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |