Контент патне куҫ

Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Танк Т-34-85 тата ракета Р-9

Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă ВăйĕсемРаççей Федерацийĕ патшалахăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхне хӳтĕлекен çар йĕркелӳлĕхĕ, политика тытăмлăх хатĕрĕсенчен пĕри.

Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă Вăйĕсен вăрçă тытса пыракан тĕп органĕ Раççей хӳтĕлев министерстви шутланать.

Çаплах статьяна пăхăр: Вырăс çарĕн кун-çулĕ.

Раççейĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсем (ХВ) 1992 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчен çуралнă. Вĕсен кун-çул ĕç-хĕлĕнче иккĕ тапхăра палăртмалла: пĕрремĕш саккăр çул тата иккĕмĕш сакăрçуллăх. ХВ иккĕ тапхăрне хронологи утăмĕпе РФ пĕрремĕш президенчĕпе унăн преемникĕн тытăм тапхăрĕпе уйăрма пулать. Иккĕ саккăрçулăха танлаштарни тарăн шухăша путарать. Çара укçа-тенкĕпе тивĕçтересси 2007 çулта 2000 çулхинчен пĕтĕмпех уйрăлса тăрать тени тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен çак çулсенче хӳтĕлеве укçă-тенкĕ кĕртесси кăшт çеç (долларпа шутласан 15% ытларах) 1993-1999 çç. нумайрах. Хĕçпăшаллă вăйсенчи хĕсмет çыннисен тытăмĕ йывăр шутланать. Çав çыннисен тĕп йывăр ыйтăвĕсем — вĕсен мотивации çукки (вĕсен социаллă прависене касса илни) тата вĕсен профессии шайĕ чакса пыни. Офицерсемпе генерал корпусĕн хатĕрлев шайĕ ӳкни палăрать. ХВ офицерсем тухса каяссине чакарма май килмерĕ. Çарăн уйрăм пайĕсене 2000-2007 çулсенче контрактлă никĕспе пуçтарни салтаксен харçă-вăрçă хатĕрлĕхне ӳстереймерĕ. Стратегиллĕ ятăрлă вăйĕсен (СЯВ) синкерлĕх лару-тăрăвĕ чĕрене чи туйăмлă хуйхă тӳстерет, мĕншĕн тесен вĕсем çĕршывăн хăрушсăрлăхне, суверенитетне (хăй ирĕклĕхне) тытса тăраççĕ. 1992 пуçламăш тĕлне РФ 6347 авăр пулнă. 1999 çулта, ĕçрен тухса кайса, РФ президенчĕ Ельцин хăйĕн хыççăнхине 5842 авăр хăварать. 2007 çул пуçламăшнелле Раççейĕн 2460 сирпĕнӳ пайĕсемлĕ 681 континент-хушшиллĕ баллистикăллă ракетă (çав шутрах шывай киммисем çинче те) тата стратеги авиацийĕн 884 çунатлă ракетăллă 79 самолет шутланнă. Пĕтĕмпе 3344 авăр. Çакăн пек тенденци (çĕнĕ ракета тăвасси çав тери начар, киввисене хăвăрт кăларасси) малалла тăсăлсан çитес вунăçуллăхăн варринелле раççей ЯЯВ 300 ытла мар континентхушшилллĕ ракета тата вĕсем çинче 600 çапăçу авăрĕ кăна тăрса юлма пултарать. Официаллă пропаганда сăмахланипе, 2015 çул тĕлне ЯЯВ авиации ушкăнне Ту-95МС тата Ту-160 50 бомбардировщика çитермелле. Халĕ РФ СÇВ 79 çакăн пек самолет пур, çапла ушкăна 29 виçене таран чакарнине ăна ӳстерни теççĕ. Ахаль хĕçпăшал хатĕрĕ енĕпе 1990-мĕш çулсенчипе танлаштарсан темиçе хутчен сахалтарах туянни курăнать, хĕçпăшала улăштарас патшалăх программине пăсни тата пулса тăрать. Сăмахран, 1992-1999 çулсенче Типçĕр çарĕсене 120 Т-90 танк (4 батальон) тата 30 Т-80У (1 батальон) ăсатнă. 2000-2007 çулсенче танксене туянасси 90 Т-90 танкран (3 батальон) иртмен. Пурĕпе типçĕр çарĕсенче 200 танк батальонĕ шутланать. Танк техника паркне çакăн пек мăран çĕнетни иккĕлентерет. Сывлăш çар вăйĕсенче лару-тăру татах начартарах. Ельцин тăрăмĕнче СÇВ 100 машина тивĕçтернĕ. 2000-2007 çулсенче çар авиаци валли икĕ çĕнĕ Су-34 самолёт çеç туяннă.Çакăн пек лару-тăру çĕр çинчи ПВО-ра та. 2000 çултан пуçласа ХВ официаллă элчисем пĕрмай каланипех, С-400 комплекса хĕçпăшала тивĕç шайне кĕртесси кăçал е çитес çулта кĕртмелле пулнă. Анчах çак ĕç 2007 çул варринче кăна тапранчĕ. Анчах палăртса хунă çак тӳпе-ракета комплекс йышĕпе паллă административлă тата промăçлă тĕпсене хӳтĕлеме те, ЯЯВ ĕç-хĕлне тытса пыма та çитмест. Малтанхи хӳтелев министрĕ Сергей Иванов хăй тĕплĕн пĕлмесĕрех, пĕр Су-34 вунă Су-24 улăштарма пултарать тесе темиçе хутчен каланă. Чăннипе пĕр Су-34 çапăçу вĕçевĕнче пĕрре çурă-икĕ Су-24 улăштарма кăна пултарать.

1992-1999 çулсенче РФ ТÇФ çар промăçлăхĕнчен СССР вăхăтĕнчех тума тапратнă 50 яхăн çар карапĕпе катĕрне туяннă, çав шутра 14 атăмлă шывай кимми тата «Аслă Петĕр» ракета крейсерĕ.

СССР-ти республикăсен, çав шутра РСФСР-ăн та, хăйĕн хĕçпăшаллă вăйĕсем пулман. СССР арканса кйсан ИПТ йышĕнче пĕрлĕ хĕçпăшаллă вăйсене хăварас тесе тăрăшнă, анчах та пĕрлĕхлĕ республикăсем пайласа илеççĕ. РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсене (Совет Çарĕн еткерĕ) 1992 çулхи çăвăн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Б. Н. Ельцинăн хутайĕпе йĕркеленĕ. Раççей Çарĕн Лăплантару вăйĕсем малтан СССР территоринчи хĕçпăшаллă хирĕçӳсене(молдаван-днестрçумĕнчи хирĕçӳ, грузин-абхаз тата грузин-кăнтăросетин) чарма хутшăннă. 201-мĕш мотострелок дивизине Таджикистанра 1992—1996 çç. граждан вăрçи пуçламăшĕнче хăварнă.

1992 çулхи юпан 31-мĕшĕ — чӳкĕн 4-мĕшĕнчи Осетин-ингуш хирĕçĕвĕн тапхăрĕнче региона çар пайĕсене кĕртнĕ.

Раççей çарĕ иккĕ чечен вăрçинче 1994-96 («конституци йĕркелĕлĕхне тавăрасси») тата 1999-тĕрĕссипе 2006-чен («террора хирĕçле акци») вăрçнă.

Раççей Федерацин хĕçпăшаллă вăйĕсен тытăмлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хĕçпăшаллă Вăйсем виççĕ тĕсрен, виççĕ çар ăратĕнчен, Хĕçпăшаллă Вăйĕсен тылĕнчен, Хӳтĕлев министерствин хваттерлес тата вырнаçтарас хĕсметĕнчен, чукун çул çарĕсенчен тата Хĕçпăшаллă Вăйĕсен тĕсĕсене кĕмен урăх çарсенчен тытăнса тăрать.

Хĕçпăшаллă вăйсен тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

РФ ХВ тĕп çарпуçĕ— РФ Президенчĕ; Командующий войсками МВО — генерал армии Болдырев Владимир Анатольевич (с августа 2008 г.) Типçĕр çарĕсем территори принципĕпе улттă вăрçă тавралăхне пайланаççĕ:

Тинĕс-çар флочĕ çак пайсенчен тытăнса тăрать: шывай, шывçи, тинĕс авиацийĕ, тинĕс пехоти тата çыран çарĕсем, ятарлă çарсем тата тыл.

Авиациллĕ йывăр крейсер «Совет Союзĕн флочĕн адмиралĕ Кузнецов»

Тĕп çарпуçĕ: адмирал Высоцкий Владимир Сергеевич (2007 ç-па)

Тинĕс-çар флочĕ территори паллипе тăваттă флотпа пĕр флотилирен тытăнса тăрать:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Азири хĕçпăшаллă вăйсем

Европăри хĕçпăшаллă вăйсем
Австри | Азербайджан | Албани | Андорра | Армени | АПШ | Аслă Британи | Белорусси | Босни тата Герцоговина | Ватикан | Бельги | Болгари | Венгри | Германи | Греци | Грузи | Дани | Исланди | Испани | Итали | Казахстан | Кипр | Канада | Латви | Литва | Лихтенштайн | Македони | Мальта | Молдави | Монако | Люксембург | Нидерланд | Норвеги | Польша | Португали | Раççей | Румыни | Сан-Марино | Серби | Словаки | Словени | Турци н хĕçпăшаллă вăйĕсем| | Украина | Финлянди | Франци | Чехи | Хорвати | Черногори | Швейцари | Швеци | Эстони |