Контент патне куҫ

Рунет

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал


Руне́тТетелĕн вырăс эреш сегменчĕ.

Рунет йышне яланхилле WWW-сайтсене çеç мар, çаплах вырăс чĕлхиллĕ электронлă почтă хатĕрĕсене , IRC-конференцисене, FTP-серверсене, вырăнти эрешсене т. ыт. те кĕртеççĕ. Вĕсемпе кирек епле çĕршывра пурăнакан вырăсла калаçакан граждансем усă курма пултараççĕ. Техника енчен Рунет вырăс кириллица кодировкине паллама пултарать.

Рунет аталанăвне вырăс чĕлхиллĕ FidoNet компьютер эрешне хутшăнакансем те хăйсен ӳсĕмне кӳнĕ.

«Рунет» ята .ru домен ятĕнчен (ăна çаплах «русский» сăмахăн икĕ малти сасă паллине усă курса) тата «нет» постфиксран (акăлчанла «эреш» (net) пулать, вăл пуплеве хăй тĕллĕн 1990-мĕш çулсен вĕçĕнче кĕрет. Термина 1997 çулхи çуркунне вырăс чĕлхиллĕ пĕрремĕш эреш колонкисен авторĕ Раффи Асланбеков шутласа кăларса хăйĕн таврашĕнчи вырăс чĕлхиллĕ тетел-этеплĕ калаçăвне кĕртнĕ, çак термин вара самантрах пурнăçа кĕчĕ.[1] Пĕр тапхăр хутшăнакансен пĕр пайĕ илемлĕ мвр илтĕнет тесе çак ята тиркенĕ.

СССР ушкăнĕнче пулнă республикăсенче çавăн пек принцип йĕркипех «Тетелĕн урăх сегменчĕсене» те палăртма тытăннă. Çапла, «казах Тетелĕн» ячĕ «Казнет», белоруссен — «Байнет», украинсен — «УАнет», узбексен — «Узнет» т. ыт. те. Çак облаçсем «кăштах» Рунета та кĕреççĕ, мĕншĕн тесен çак çĕрсенче вырăс чĕлхипе усă кураççĕ. Çаплах Чăваштет (чăваш тетелĕ) тата Татнет (Тетелĕн тутар пайĕ) пур.

Ятпа патшалăх усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паян «Рунет» сăмахпа «Рунет парни» — «Тетелĕн раççей сегменчĕн аталанăвне ӳсĕм кӳнĕшĕн кашни çулталăкри РФ наци парни» палăртура — усă кураççĕ. Çак парнене 2004 çултанпа, .ru домен 10 çул тултарнă ячĕпе, РФ ФАПМК пулăшăвĕпе, тивĕçтереççĕ, тепĕр çулне вăл çак ведомствă патронажĕпех патшалăх статусĕнчи парне шайне кĕчĕ.[2] Сăмаха пĕрмаях хăйĕн калаçавĕсенче РФ президенчĕ Дмитрий Медведев усă курать.

«Казнет концепцине» Казахстан правительствин йышăнăвĕсем йĕркелесе пыраççĕ.

Совет тапхăрĕн хронологийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1974 çул —вырăс алфавичĕн символĕсен КОИ-8 кодировка ГОСТне йышăннă, халĕ ăна тĕрлĕ модификацисенпе (Windows-1251 кодировки чылай каярах пулса тухать) усă кураççĕ.
  • 1982—1990 çç. — СССРта UNIX операци системн клонĕ çуралать, унпа усă курма пĕлекен ăстаçăсем тупăнаççĕ. Кайран çак ăçтаçăсен хăтланăвĕ пĕтĕм СССР территоринче пулас тетел-провайдерсен тĕвĕлĕсене кĕске вăхатра хатĕрлесе вĕсене эрешсене пĕрлештерме май парать. Çав вăхăтра чи паллă UNIX-евĕр система — ДЕМОС, унăн виçеллĕ кодировки — KOI8-R.

Рунетăн çулçырăвĕ (суйласа илнĕ)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1992—1993 çç. — раççей тетел-провайдерĕсен пасарĕ чĕртĕнет, пĕрремĕш хутшăнакансем — Demos Plus, Techno, GlasNet, SovAm Teleport, EUnet/Relcom, X-Atom, FREEnet. Пуре те TCP/IP протоколпа усă курма пуçлаççĕ. Анăçалла темиçе «уйăрнă» канал, çав шутра оптика тата спутник (Эстони, Финлянди тата Америка урлă) хураççĕ. Çав çулсенчех Раççей регионĕсенче Рунет фрагменчĕсене регионсенчи ISP-компанисене йĕркелекенсем: Бармин Владимир (Чĕмпĕр, «СимТел»), Вахонин Сергей (Екатеринбург, «КОРУС»), Вовк Сергей (Димитровград, «Системотехника»), Ермолаев Александр (Ижевск, «МАРК-ИТТ»), Лещенко Александр (Тольятти, «АВТОВАЗ»), Лисовский Анатолий (Чаллă, «КАМАЗ»).
  • 1993 çулхи ака уйăхĕ —Тетел пирки пĕрремĕш кĕнеке: Ю. М. Горностаев. Мировая сеть Интернет — применение в науке и бизнесе // Энциклопедия «Технологии электронных коммуникаций». Т. 43. Издательство Эко-Трендз — вырăсла пичетленет.
  • 1994 çулхи ака, 7 — çак кун тĕнчери эреш центрĕ официаллă Раççей Федерацин домен .ru наци доменне йышăнать.[3] Доменăн администраторĕ Курчатов институчĕ çумĕнчи РосНИИРОС йĕркелӳ пулса тăрать. Унчен доменсене 1992 çулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина, 1993 çулта — Латви Азербайджан тивĕçет. Раççейре анлă .su уса кураççĕ.
  • RU зонинче пĕрремĕш сайта — www.1-9-9-4.ru тунă[4][5]
  • 1994 çулхи утă, 27РФ ăслăх министерстви Сорос фондĕпе пĕрле ăслăлăх йĕркелĕвĕсем хушшинчи КМТЭ (Кантăр мускав тĕрĕк эрешĕ) тетел-магистральне вырнаçтарма укçа параççĕ
  • 1994 çулхи чӳк уйăхĕ — Максим Мошков вулавăшĕ йĕркеленет.
Çулсерен иртекен «Раççей тетел-канашлу» (РТК)
«Тетел тата ăслăх: 15 çул çул çинче» конференци. Курчатов институчĕ, 2005 çулхи чӳк, 10
  • 2005 çулхи юпа, 10 — Мускавра «Курчатов институчĕ» Раççей ăслăх центрĕнче (РĂЦ) каçалăк ăслăх-практика конференцийĕ «Тетел тата ăслăх: 15 çул çул çинче»[9].
  • 2005 çулхи раштав — Вырăс Википединче — 50 пин статья.
  • 2006 кăрлач — Google мускав офисĕ уçăлнă.
  • 2006 çулхи пуш, 22 — Яндекс блогсен шыравçине ĕçе кĕртнĕ.[10]
  • 2006 çулхи ака — «Интернет и бизнес» пĕрремĕш конференци.
  • 2006 çулхи çурла — Вырăс Википединче — 100 пин статья пресс-релиз.
  • 2006 çулхи юпа, 29Рунет парнине 2006 çулшăн панă. Вырăс Википедийĕ «Ăслăх тата пĕлӳлĕх» номинацире вырăн йышăннă (пресс-релиз). Тепĕр çултан çак лару-тăрăвах пулса иртет (пресс-релиз).
  • 2007 çулхи ака — Мускавра халăха Wi-Fi-кĕртĕм пулăшăвнепаракан Golden Telecom холдингăн Golden WiFi проекчĕ тĕнчери чи пысăк пăралуксăр эреш пулса тăрать.[11] Çул вĕçĕнче, раштавăн 20-мĕшĕнче, РОЦИТăн пĕтĕмĕшле конференцинче компани элчи çапла каланă: «Мускавра Тетеле кĕресси водка хакĕ, регионсене çакă тепĕр икĕ çултан çитет».[12]
  • 2007 çулхи çу, 23Çĕн Çĕпĕр сучĕ пĕрремĕш хут çĕнçĕпĕр Academ.org («Первая Миля») эрешĕнче цензура кĕртет. Суд хутшăнакансене экстремистсен хăшпĕр ресурсĕсене кĕме чарак лартать.[13]
  • 2007 çулхи авăн, 4 — Вырăс Википединче — 200 пин статья (пресс-релиз).
  • 2007 çулхи авăн, 17 — РосНИИРОС .ru зонинче миллионнăмĕш домена регистрланă пирки пĕлтерет.[14]
  • 2007 çулхи юпа — РФ Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Дмитрий Медведев Тетел çумне пĕтĕм раççей шкулĕсене (59 пин) çыхăнтарнă пирки пĕлтерет.[15]
  • 2007 çулхи раштав — СУП (SUP Fabrik) раççей компанийĕ пĕтĕмпех LiveJournal блог-платформăна американ SixApart компанинчен туянать (техника лапамĕ Калифорнирех юлнă; пĕр çул маларах СУП LiveJournal бренда РФ усă курмаллă лицензиленĕ).
  • 2008 çулхи ака, 3 — РФ президенчĕ Дмитрий Медведев 12-мĕш РТК уçать.
  • 2008 çулхи çу, 19 — Википедия на русском языке вошла в десятку крупнейших, вытеснив с последнего места Шведскую Википедию (пресс-релиз).
  • 2008 çулхи çĕртме, 24 — .ru домен зонинче пĕр миллион çурă домен.[16]
  • 2009 çулхи 22-ака, 24РТК тата «Интернет и бизнес» конференци «Объединённую конференцию РТК+КИБ» пĕрлешĕве туса хунă.
  • 2009 çулхи çертме, 16 — Вырăс Википединчи статья йышĕ 400 пинрен иртет.[17][18]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Что Великий Дядя думал 11-го июня 1997 года (первое известное упоминание слова «Рунет» в колонке «Мысли Великого Дяди», автор Раффи Асланбеков aka Великий Дядя)
  2. ^ Главная премия российского Интернета стала государственной — Лента.ру, 29.08.2005
  3. ^ «Домен RU: вчера, сегодня, завтра» — справка АНО РСИЦ
  4. ^ Первый сайт в зоне RU 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Новости компании Атилект 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ http://www.kozanostra.ru
  7. ^ http://www.rubricon.com/ 2006 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ ПРАВИТЕЛЬСТВО РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ ПОСТАНОВЛЕНИЕ от 12 февраля 2003 года N 98 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Конференция «Интернет и наука: 15 лет пути» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Яндекс — Поиск по блогам
  11. ^ Что такое Golden WiFi 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. — справка Golden Telecom
  12. ^ Ruтоги Лента.ру, 21 декабря 2007
  13. ^ Превед, цензура 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. НГС.НОВОСТИ, 6 июня 2007
  14. ^ РосНИИРОС (Технический центр национального домена RU) информирует о регистрации миллионного домена Рунета 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. сообщение РосНИИРОС, 17 сентября 2007
  15. ^ Правительство не нашло желающих подключить школы к Интернету Лента.ру, 13 декабря 2007
  16. ^ Полтора миллиона доменов в зоне .RU
  17. ^ Количество статей в русской Википедии превысило 400 тысяч(ĕçлемен каçă)
  18. ^ Русская Википедия опубликовала 400-тысячную статью 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Викиçĕнхыпарсен» логотипĕ
«Викиçĕнхыпарсен» логотипĕ
Викиçенхыпарсем темăпа:
Рунет

Шаблон:Европа темăсемпе 2 Шаблон:Ази темăсемпе 2