Контент патне куҫ

Раççейре капитализм аталанни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Раççейре капитализм аталанни
Автор: Владимир Ленин
Тăван кăларăм чĕлхи: вырăс
Кăларăм: 1899
Викивулавăшри электронлă верси: Развитие капитализма в России (Ленин)

«Раççейре капитализм аталанни. Шултра промăçлăх валли шалти пасар йĕркеленнĕ процесс» — Раççейре экономика аталанăвне анализланă В. И. Ленин монографийĕ. Кĕнекере маркс теорипе усă курса XIX ĕмĕрĕн юлашки виççĕмĕш пайĕнчи Раççей экономикине тата социаллă структурине тĕпченĕ. Ĕçе 1896—1899 çулсенче хатĕрлесе çырнă, уйрăм кĕнекепе 1899 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнчев петербургри пысăках мар М. И. Водовоза кăларавăшĕнче 2,4 пин экземпляр тиражпа легализациленĕ.

Хайланă историйĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленин çак ĕçе çырма 1896 çулта Петербургри «Рабочисен классне ирĕке кăларасшăн кĕрешекен пĕрлешӳ» ĕçĕпе аресленĕ хыççăн тĕрмере ларнă чухне тытăннă. Пĕтемпех ĕçне ссылкăра ,Шушенское салинче, вĕçленĕ. Виçĕ çул хушшинче Ленин Раççей экономики пирки чылай литература вуласа усă курнă, кĕнекере 500 ытла çăлкуç: монографисем, статьясем, статистика хыпар кĕнекисем, пухмачсем[1]

П. Б. Струве, çав тапхăрта Ленинпа туслă пулнăскер, ĕçре кирлĕ ăслăх материалĕсене тупма пулăшнă, пĕтĕм версткине вуласа тухнă, кĕнекене кăлармашкăн пурне те туса панă, ятне те вăлах панă. Ленин кĕнекене «Процесс образования внутреннего рынка для крупной промышленности» теесшĕн пулнă, анчах та Струве хăйĕн вариантне — «Развитие капитализма в России» — сĕннĕ.

Ленин принял это название, и, таким образом, можно сказать что его основной вклад в науку стал известен под именем, которое ему дал Струве.

Пайпс Р. Струве. Биография. Т. 1. — М.: Московская школа политических исследований, 2001.

Çак ĕçе вĕçленĕ тĕле автор 29 çул тултарнă[2].

Ленин кĕнекене 1899 çулхи кăрлач уйăхĕнче çырса пĕтернĕ. 1899 çулхи пуш уйăхĕнче автор ăна «Владимир Ильин» псевдонимпе 2400 экземпляр тиражпа тухнă. 1908 çулта кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ, кăштах улăштарнисемпе, тухнă[1].

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Развитие капитализма в России, Выгодский В. С., Проба — Ременсы. — М. : Советская энциклопедия, 1975. — (Большая советская энциклопедия : в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 21).
  • Развитие капитализма в России / =Выгодский В. С. // Проба — Ременсы. — М. : Советская энциклопедия, 1975. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 21).
  • Развитие капитализма в России // Экономическая энциклопедия. Политическая экономия. — М.: Советская энциклопедия, 1979. — Т. 3.
  • Сервис Р. [militera.lib.ru/bio/service_r01/index.html Ленин. Биография] / Пер. с англ. Г. И. Левитан. — М.: Попурри, 2002. — 11000 экз. — ISBN 985-438-591-4
  • Ленин // Энциклопедический словарь: В 3 т / Гл. ред. Б. А. Введенский. — СПб: 1954 Т. 2: К-Праща. — 500000 экз.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 В. И. Ленин. Развитие капитализма в России. Оглавление. Предисловие 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Андерсон не указан текст