Ульянов Александр Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алекса́ндр Улья́нов

Алекса́ндр Ильи́ч Улья́нов (ака, 12 1866, Чулхулаçу, 20 1887, Шлиссельбург) — революционер-халăхирĕкçи, Владимир Ильич Ульянов (Ленинăн) пиччĕшĕ.

Александр III императăра вĕлерме хатĕрленнĕ чух аресленĕ, Раççей империн сучĕ йышăннипе айăпласа вĕлернĕ (çакнă). Александрăн вилĕмĕ Владимира питĕ тарăн шухăша янă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă педагог Илья Николаевич Ульянов çемйинче, Чулхулара çуралнă. 1883 çулта Чĕмпĕр гимназинчен ылтăн медальпе вĕренсе тухать те Петербург университечĕн çутçанталăк факультетне пĕлӳ пухма кĕрет, вĕренӳре ăслăлăх хевтелĕхĕпе палăрать. III курсра вăл тепĕр ылтăн медаль — хăй тĕллĕн зоологи ĕçне тунăшăн.

Революци ĕç-пуçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Ульянов студентсен вăрттăн пухăвĕсене, демонстрацисене хутшăннă,хула ĕç çыннисен кĕтесĕсенче пропаганда ĕçлĕхне туса пынă. 1886 çулхи раштавра П. Я. Шевырёвпа пĕрле «Халăх ирĕкĕ» партин «террор фракцине» туса хунă, унăн касине Петербург университетĕнче вĕренекенсем кĕнĕ. Çак фракци халăх ирĕкĕн урăх ушкăнĕсенчен уйрăм ĕçленĕ пулин те, çапах та вĕсемпе çыхăну тытнă. «Фракци» ĕçтешĕсем, пĕр енчен, Карл Маркспа Фридрих Энгельс тата Георгий Плеханов ĕçĕсен сĕмĕпе, çаплах «Халăх ирĕкĕн» программи йĕркипе пурăннă. 1887 çулхи нарăсра Ульянов «Террорлă фракцин» программине çырать.

1887 çулхи пушăн 1-мĕшĕнче «Террорлă фракци» Александр III патшана вĕлерме кавар тунă, анчах та çак пулăма татăлтарнă, йĕркелевçĕсемпе хутшăнаканĕсене (пурĕпе 15 çын) аресленĕ. Акан 15—акан 19-мĕшĕсенче тӳре ĕçĕн йышăнăвĕпе, Ульянова, Шевырёва, Андреюшкина, Генералова тата Осипанова айăпласа вĕлерме, ыттисене — каторгăна яма, кайран ссылкăра тытма йышăннă.

Александрăн амăшĕ — Мария Александровна, Александр III император патне ыйтса çыру янă, ывăлĕпе тĕл пулма ирĕк илнĕ.

Александр Ульяновăн хăйĕн патша патне вилĕмрен хăтарма каçару ыйтса çырмалла пулнă, анчах та вăл хăйне çак шанчăкран уйăрать. Князев прокурор каласа панипе, Александр амăшĕпе юлашки хут тĕлпулăвĕнче çапла каланă:[1]

«Представь себе, мама, двое стоят друг против друга на поединке. Один уже выстрелил в своего противника, другой еще нет, и тот, кто уже выстрелил, обращается к противнику с просьбой не пользоваться оружием. Нет, я не могу так поступить».

1887 çулхи çăвăн 8-(20)мĕшĕнче Александр Ульянова тата унăн юлташĕсене Шлиссельбург карманĕнче çакса вĕлернĕ.

Санкт-Петербургри вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1883 — 01.03.1887 года - Санкт-Петербург Император университечен тĕп çурчĕ — Университет çыран хĕрри, 7;
  • 01.03.1887 çултанпа — тупăç çурчĕ — Средний проспект, 8, кв. 40.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Осипов В. Д. Река рождается ручьями: Повесть об Александре Ульянове. — М.: Политиздат. Пламенные революционеры, 1971. 2-е изд. — 1978 г.
  • Вл. Канивец. Александр Ульянов. Жизнь замечательных. людей Молодая гвардия, 1961 г.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ [1]