Ульянов Илья Николаевич
Илья́ Никола́евич Улья́нов (утă, 19 (31) 1831, Аçтăрхан — кăрлач, 12 (24) 1886, Чĕмпĕр) — раççей педагогĕ, Атăлçи халăхĕсем валли шкулсем уçакан, Александр Ильич Ульянов тата Владимир Ильич Ульянов-Ленин революционерсен ашшĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аçтăрханра çуралнă. 1854 çулта Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухать. 1850-мĕш — 1860-мĕш çулсенче Пенза хулин дворян училищинче верентӳçĕ вырăнĕнче ĕçлет, кайран Чулхулари хĕрарăм училищинче вĕрентет.
Çак вăхăтрах Мария Александровна Бланка качча илет. Çак чухнех метеорологи сăнавĕсемпе хăтланать, вĕсене Пензăри журналра пичетлет.
1869 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен тĕрĕслекенĕ пулса тăрать. Унăн тăрăшăвĕпе темиçе ял шкулне (Загоскинора тата ур.) уçнă.
1871 çулта чăвашсен пĕрремĕш шкулне Чĕмпĕрте уçать, каярах, мордвасемпе тутарсемсем валли шкулсем йĕркелет.
1874 çулта директор вырăнĕнче. Патшалăх хĕсметне патшалăхăн чăн канашçи ĕç вырăнĕнче вĕçлет. 1882 çулта ăна тăхăмлă дворян йышне кĕртнĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ж. Трофимов, Ж. Миндубаев. Илья Николаевич Ульянов. Молодая гвардия, 1981 г.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Илья Николаевич Ульянов тата Пенза 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ilya Nikolaevich Ulyanov Викиампарта
- Биография И. Н. Ульянова 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. в Большой российской энциклопедии
- Григорий Горин. Истории.
- Люлечник В. «Пятый пункт» вождя революции. Малоизвестные факты о национальных корнях В. И. Ленина.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Утăн 31-мĕшĕнче çуралнисем
- 1831 çулта çуралнисем
- Аçтăрханра çуралнисем
- Кăрлачăн 24-мĕшĕнче вилнисем
- 1886 çулта вилнисем
- Чĕмпĕрте вилнисем
- Владимир Ленин
- Раççей империнчи педагогсем
- Чăваш патшалăх университечĕ
- Аçтăрхан гимназинче вĕренсе тухнисем
- Хусан университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Патшалăхăн чăн канашçисем
- Хусан вĕренӳ тăрăхĕ
- Ленин килйышĕ
- Чĕмпĕрĕн хисеплĕ гражданĕсем
- Халăх училищисен директорĕсем
- Пензăри дворян институчĕн вĕрентӳçисем