Раççейри граждан вăрçин 5-мĕш тапхăрĕ
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем |
---|
1-мĕш тапхăрĕ |
2-мĕш тапхăрĕ |
3-мĕш тапхăрĕ |
4-мĕш тапхăрĕ |
5-мĕш тапхăрĕ |
Вăрçăн пиллĕкĕмĕш тапхăрĕ (чӳк, 1920 — утă, 1923)
Çавăн пекех пăхăр: Тамбов пăлхавĕ 1918-1921, Анăç-Çĕпĕр пăлхавĕ 1921-22, Совет-грузин вăрçи, Кронштадт пăлхавĕ
1921 çул пуçламăш тĕлне 1918 çултанпа чарăнман çĕр ĕçчен вăрçисем çав тери хаяр вăрçăсене кĕрсе каяççĕ. Çав вăхăтра Хĕрлĕ Çартан вăрçă ĕçĕпе паллашнă темиçе миллион арçын хĕсметрен уйрăлса тухнă. Çак вăрçăсем Тамбов, Украина, Тан, Кубань, Атăлçипе Çĕпĕр çĕрĕсенче хыпса тухаççĕ. Çĕр ĕçлекенсем патшалăхăн çĕр политикине улăштарма, РКП(б) диктатне пĕтерме, Учредитель пухăвне на основе всеобщего равного избирательного права ыйтнă. Çак çĕкленӳсене Хĕрлĕ çарăн пусарма артиллери, бронетехника, авиаци çар пайĕсене яраççĕ.
Влаçа килĕштерменни хĕçпăшаллă вăйсем çне те каять. 1921 çулти нарăс уйăхĕнче Петроград рабочисен политикăпа экономика ыйтăвĕсемлĕ забастовкисемпе хирĕçлĕ митингĕсем хыпса тухаççĕ. РКП(б) Петроград комитечĕ заводсемпе фабрикăсенчи хумханусене пăлхав тесе палăртса хулара вăрçă лару тăру йĕркине туса хурать, рабочисен хастаррисене арĕслет. Анчах та Кронштадт хĕрӳлĕхе кĕрсе каять.
1921 çулти пуш, 1 Кронштадт карманĕнчи (26 пин çынлă гарнизон) моряксемпе хĕлĕ çар çыннисем «Коммунистсемсĕр канашсем!» чĕнӳпе Петроградри рабочисемпе пĕрлĕ пулнине пĕлтереççĕ, тĕрмене хупнă пур социаллă партисен пайташĕсене ирĕк пама, Канашсене тепĕр хут суйлав ирттерме тата, лозунгра çырни пек, вĕсене пур коммунистран хăтарма, пĕтĕм партие сăмах, пуху тата пĕрлĕх ирĕкне пама, сутă-илӳ ирĕклĕхне, алă ăсталăхĕпе япала туса сутма, çĕр ĕçлекенĕсене харпăр çĕрĕпе тата хуçалăх тупăшĕпе усă курма ирĕк пама, урăх сăмахсемпе каласан, çакăр монополине пăрахăçлама хытă ыйтаççĕ. Матроссемпе татăç ĕç тăвасси пулассине туйса, влаç пăлхава пусарма хатĕрленеççĕ.
Пушăн 5-мĕшĕнче 7-мĕш çара (çарпуçĕ Михаил Тухачевский) тепĕр хут йĕркелеççĕ, «кĕске вăхăтра Кронштадтри пăлхава пĕтерме» хушаççĕ. 1921 çулти пуш, 7 çарсем Кронштадт хулине тупăран пеме тытăнаççĕ. Пăлхав ертӳçи С. Петриченко каярах çапла çырать: «Пилĕк таран ĕçлекенсен йунĕ ăшĕнче тăракан фельдмаршал Троцкий хăй пĕрмĕш чăн Канашсен влаçне туса хурасшăн коммунистсене хирĕç çĕкленнĕ революци Кронштачĕ çине пăшал персе ячĕ».
1921 пуш, 8 РКП(б) Х съезчĕ уçăлнă кун Хĕрлĕ Çарăн батальонĕсем Кронштадт çине тапăну пуçлаççĕ. Хӳтĕленекенсем тапăнăва чылай çухату кӳрсе тавăраççĕ, тапăнакансем малтан тăнă йĕре чакаççĕ. Пăлхава çĕкленнисен ыйтăвĕсемпе пĕр шухăш пулса, нумай хĕрлĕçар çынни тата çар пайĕсем пăлхава путарас ĕçе кĕресшĕн пулман. Массăллă персе пăрахма тытăнаççĕ. Тепĕр хут Кронштадт çине тапăнма чи шанчăк çарсене пухаççĕ, çапăçăва парти съезчĕн делегачĕсене те кĕртеççĕ. Пуш, 16 каçĕнче артиллери кармана тачă пенĕ хыççăн çĕнĕ штурм пуçланать. Каялла чакаканнисене персе пăрахнине пула, вăйĕпе-хатĕрĕпе чылайлипе, Тухачевскин çарĕсем кармана çĕмĕрсе кĕрсе каяççĕ те урамри хаяр çапăçусем тăсăлаççĕ, пушăн 18-мĕшĕ тĕлне кăна кронштадтсене аяла хураççĕ. Кармана хӳтĕлекенсен чылай пайĕ çапăçура пĕтет, тепĕр ушкăнĕ — Финляндине (8 пин) каять, ыттисем парăнаççĕ (вĕсенчен 2103 çынна ревтрибунал йышăнăвĕпе персе пăрахаççĕ).
Çак пăлхавсем большевиксене этем пĕрлĕхĕ хăйĕн шутне илменнине тĕплĕнех кăтартать.
Большевиксен политики (каярахпа ăна «вăрçă коммунисăмĕ» тенĕ): диктатура, çăкăр монополийĕ, террор, — большевиксен режимне вилĕм шăтăкне сĕтĕрнĕ пулин те, Ленин, çавна шута илмесĕрех, çак политикăпа большевиксем влаçа хăйсен аллинче тытса юлма пултарать тесе шутланă.
Çавăнпа та Ленин тата унăн майлисем юлашкичченех «вăрçă коммунисăмĕ» политикин йĕрĕпе пыраççĕ. 1921 çулĕн çуркунне, стало очевидно, что всеобщее недовольство низов, их вооружённое давление, может привести к свержению власти советов во главе с коммунистами. Çавна пула влаçа сыхласа хăварас тесе Ленин маневр — хирĕç утăм тăвать. «Çĕнĕ экономика политикине» пуçарса ярать, çак вара чылай енĕпе çĕршыври халăхăн тĕп пайне (85 %) лăплантарать [1]. Большевиксем хăйсене хирĕç хĕçпăшаллă кĕрешĕвĕн Кавказри, Вăтам Азире тата Инçет Тухăçри юлашки кăвайчĕсене сӳнтереççĕ.
Инçет Тухăçри хирĕç тăракансен юлашки вучахĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яппун вăйĕсем Инçет Тухăçра тĕреклентерес мар тесе большевиксем, 1920-мĕш çулсем пуçламăшĕнче, хăйсен çарĕсене тухăç харçине вăхăта чарса хураççĕ. Инçет Тухăç территоринче Байкалран Лапкă океана çити Верхнеудинскра (халĕ Улан-Удэ) тĕп хулиллĕ марионетлă Инçет Тухăç республикине (ИТР) йĕркелеççĕ. 1920 çулхи ака — çу уйăхĕсенче большевиксен çарĕсем РХÇ икĕ хут Байкал лешьенрил ару-тăрăва хăй майлă çавăрасшăн тăрмашать, анчах та вăйсем начартарах пулнипе икĕ операцийĕ те ăнăçсăр вĕсленеççĕ.
1920 кĕрĕ тĕлне яппун çарĕсене марионетлă ИТР диплоти тăрăшу ĕçне пула Байкал лешьен таврашĕнчен кăларса яраççĕ, вара виççĕмĕш Чита операцинче (юпа, 1920) РХÇ Амур фрончĕн çарĕсем партизансемпе пĕрле Семёнов атаманăн касак çарĕсене çĕмĕрсе тăкса1920 çулхи юпа, 22 Читана кĕреççĕ те Байкал лешьен территорине пĕтĕмпех ярса илеççĕ. Шурă гварди арканнă çарĕсем Маньчжурине кĕрсе пытанаççĕ. Çак вăхăтрах яппун çарĕсем Хабаровскран тухса каяççĕ.
1921 çу, 26 Тинĕсçумĕнче пăтăрмаха пула Владивостокри влаç шурă юхăм енлисене куçать, вĕсем çак территоринче Тинĕсçум Вăхăтлă ертӳлĕхĕ (совет историографинче «Хура буфер» ячĕпе паллă) ертсе пынă патшалăх йĕркеленӳлĕхне туса хураççĕ. Яппунсем нейтралитета йышăннă.[2] 1921 çулхи чӳк уйăхĕнче Шурă пăлхав çарĕ Тинĕсçумĕнчен çурçĕрелле каять. Раштав, 22 шур гвардисем каллех Хабаровска илеççĕ, анăçалла Амур чукун çулĕн Волочаевка чрăрăвне çитеççĕ. Вăй тата вăрçă япали çук пирки шуррисен тапăнăвĕ чăхăмланать, весем вара Волочаевка — Верхнеспасская йĕрĕпе хӳтĕленме хатĕрленеççĕ, кунта хӳтлĕх районе тăваççĕ.
1922 çулхи нарăс ,5 РХÇ пайĕсем Василий Блюхер ертсе пынипе тапăну тапратаççĕ, тăшманăн малти ĕречĕсене çапса ывăтаççĕ, хӳтлĕх районне тухаççĕ те нарăс, 10 Волочай тăрăмĕсене çитеççĕ. Виçĕ талăк тăршшипе, 35-градус шартламара тата тарăн юр тăрăх, РХÇ салтакĕсем пĕр канмасăр тăшмана тапăнса çапăçнă, нарăсăн 12-мĕшĕнче хӳтлĕх йĕрне çĕмĕрсе хураççĕ.
Нарăс, 14 РХÇ Хабаровска йышăнать. Çапла вара, шурă гвардисем никамсăр тăрăха яппун çарĕсен хӳтлĕхĕпе чакаççĕ.
1922, авăн уйăхĕнче вĕсем каллех тăпăнса кĕме шутлаççĕ. 1922 çулхи юпа, 4 — 25 Тинĕсçум операцине — граждан вăрçин юлашки пысăк операцине ирттереççĕ. Шурă гвардисен генерал-лейтенант Дитерихс ертсе пынă Земская рать çар пайĕ çине Уборевич çарпуçĕн РХÇ хирĕçле тапăнса пыраççĕ.
Юпа, 8-9 штурмпа Сăпас çирĕп районне çĕнтерсе илеççĕ. Юпа, 13-14 партизансемпе пĕрле Никольск-Уссурий (халĕ Уссурийск) патĕнче шурă гвардисен тĕп вăйĕсене çапса аркатаççĕ, юпа, 19 НРА çарĕсем Владивосток тĕлне тухаççĕ: хулара çаплах 20 пин яппун çăр çынни тăнă пулнă.
Юпа, 24 яппун çарпуçлăхĕ ИТР ертӳлĕхĕпе хăйĕн çарне Инçет Тухăçран илсе тухасси пирки килĕшӳ тăвать.
Юпан 25-мĕшĕнче НРА пайĕсемпе партизансем Владивосток кĕреççĕ. Шурă гвардии çарĕсем ют çĕре тухса çăлăнаççĕ.
1923, çĕртмен 17-мĕшĕнче Пепеляев ертсе пынă Шурă пăлхавçă çарĕн текĕрчĕсене Якутире 1923 çулхи çĕртме уйăхĕнче çапса сĕмĕрнĕ (Якут харçи пăхăр).
Йăла тăрăх Граждан вăрçин вĕçленнĕ вăхăчĕ 1922 çулхи юпа, 25 — Хĕрлĕ Çар Владивостока илнĕ кун шутланать. Уйрăм шурă партизан ушкăнĕсем татах темиçе çул кĕрешсе пурăннă. Камчаткăпа Чукоткăра совет влаçне тĕплипех 1923 çулта, Врангель утравне канадсенчен 1924 çулта, çурçĕр Сахалина яппунсенчен 1925 çулта хăтарнă. 1927 çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче Ксенофонтов, Артемьев тата Михайлов ертсе пынипе пăлхавçăсем Анăç-Кангалас тата Тухăç-Кангалас улусĕсен пайĕсене йышăннă. Вĕсем майлă юлашкисем хĕçпăшалне 1928 çулхи нарăс ,6 çĕре хунă. Вăтам Азире «пăсмачсем» 1932 çулччен кĕрешнĕ, хăш уйрăм çапăçăвĕсемпе операцисем 1938 çулччен те пынă. Финляндири вăрçăна (1939—1940) «шурфинсемпе» кĕрешнĕ «Хĕрлĕ çарăн ирĕкелĕх харçи» тенĕ. Польшăна 1940 çулта пайланине те «советсене хирĕç буржуази элеменчĕсемпе» кĕрешни тенĕ, офицерсене, буржуазии çыннипе чиновниксене 1918 çулхи пекех аресленĕ, персе пăрахнă.
Инçет Тухăçри Корей çар йĕркеленӳлĕхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Инçет Тухăçа яппунсем оккупациленĕ, вĕсем кунта вырăнти корейсене этнос енĕпе хĕсĕрлеме тытăнаççĕ. Корей ялĕсенче яппунсен тискер ĕçĕсем пĕрмаях пулса иртнĕ. Корейсем партизана тухса яппунсемпе кĕрешнĕ.
Инçет Тухăçа оккупациленĕ яппунсем кунта шуррисене аркатса пĕтерсен те, ытти ют çĕр çарĕсем Раççей империи çĕрĕсенчен тухса кайсан та юлаççĕ. Яппунсемпе большевиксем хушшинчи территорире ирĕклĕ тенĕ пек, яппунсене кăштах пăхăнуллă Инçет Тухăç республикине (ИТР) туса хураççĕ. Яппун оккупанчĕсене пĕтерес тесе 1921 çулта корей партизан текĕрчисене Сахалин партизан ушкăнĕ шутне йĕркелеççĕ. Çăк хĕçпăшаллă ушкăн никама та пăхăнман, хормаллă ИТР тытăмĕнче пулин те. РКП(б) ТК пайташĕ Борис Шумяцкий корей ушкăнне ертсе пыма шутланă, анчах та ăнăçу тума мел тупайман.
Бакич текĕрчин Монголири çапăçусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1921 çулĕн ака уйăхĕнче Бакич текĕрчи малтан Оренбург çарĕ пулнă) çумне Çĕпĕртен тухнă пăлхавçăсен хорунжий (кайран полковник) Токарев ертсе пынă Халăх дивизийĕ (1200 яхăн çын) хушăннă.
1921 çулхи çу уйăхĕнче хĕрлĕ текĕрчĕсем хупăрласа хурасран асăрханса, А. С. Бакич ушкăнĕ тухăçалла, Монголие, Джунгарири шывсăр пушхир урлă (хăш историксем çакна Выçă харçă теççĕ) васкать. Бакичăн лозунгĕ çапла пулнă: «Коммунистсене кăларса пăрах, ирĕклĕ ĕç тăрăмĕ пултăр».
внутреннее управление страною должно основываться на широком народоправстве. Выборные земства и городские самоуправления восстанавливаются. До их восстановления должны оставаться на местах и работать советские учреждения и органы, только без коммунистов (партийных)… Признавая необходимым вести беспощадную борьбу с моральным развалом, взяточничеством, спекуляцией и насилиями, установить скорые беспощадные мероприятия по отношению к виновным, в том числе и представителям власти, вплоть до смертной казни, до тех пор, пока жизнь страны не войдёт в норму.
Кобук шывĕ хĕрринче хĕçпăшалсăр текĕрчĕ (8 пин çын, 600 çынĕ пăшал тытма пултарнă, пăшалĕ кашни виççĕмĕшĕн кăна пулнă) хĕрлисем урлă каçса Шара-Сумэ хула тĕлне тухать те виçĕ эрне хушши хупăрласа çапăçнă хыççăн, 1000 çын çухатса, хулана çĕнтерсе илет. 1921 çулхи авăн пуçламăшĕнче 3 пинрен чылай çын хĕрлисене парăнаççĕ,ыттисем Монгол Алтайне куçаççĕ. Юпа уйăхĕн вĕçĕнчи çапăçусем хыççăн корпус юлашкисем Уланком патĕнче «хĕрлĕ» монгол çарĕсене парăнаççĕ, 1922 çулта вĕсене Совет Раççейне тавăраççĕ. Вĕсенчен чылайăшне вĕлернĕ е хăйсемех чир-суранпа вилнĕ, А. С. Бакича тата 5 офицера (генерал И. И. Смольнин-Терванд, С. Г. Токаревпа И. З. Сизухин полковниксем, штабс-капитан Козьминых тата корнет Шегабетдинов) 1922 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Новониколаевск хулинче тӳрере айăпласа вилĕме яраçççĕ. Çапах та 350 çын Монгол çеçенхирĕсенче тарса çухалаççĕ те полковник Кочневпа пĕрле Гучэна çитеççĕ, унтан 1923 çул варриччен Китай тăрăх сарăлса çĕтеççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ,… пурăнакан 85 % халăх вак харпăрçă — çĕр ĕçчен шутланнă,
хула ĕçченĕсен йышĕ — çырма та кулăшла,
халăхăн 1 % кăшт ытларах
(1921 çулта Сов. Раççейри халăх
йышĕ ун чухнехи территорире 134,2 миллиона çитнĕ;
индустри рабочисен шучĕ 1 миллион 400 пин;
ку цифрисене ССКП официаллă историнче илнĕ,
том 4, стр. 8, 1970 çулта кăларнă). (БОРИС БАЖАНОВ)
— ЗАПИСКИ СЕКРЕТАРЯ СТАЛИНА
— ГЛАВА 7 http://stepanov01.narod.ru/library/bazan/content.htm - ^ М. Б. Смолин. Тайны Русской Империи. Москва: «Вече», 2003.