Раççейри граждан вăрçин 2-мĕш тапхăрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем
1-мĕш тапхăрĕ
2-мĕш тапхăрĕ
3-мĕш тапхăрĕ
4-мĕш тапхăрĕ
5-мĕш тапхăрĕ

Вăрçăн иккĕмĕш тапхăрĕ (çу, 1918пуш, 1919)

Чехословак корпус пăлхавĕ. Тухăçра вăрçă тапранни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чехословак корпусне[1] Раççей территоринче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче австри-венгри çарĕн тыткăна лекнĕ, Австри-Венгрипе Германие хирĕç Раççей майлă пулса вăрçма кăмăлланă словак тата чех салтакĕсенчен йĕркеленĕ. 1918 çулĕн пуçламăшĕнче 40 пин çынлă корпуса Украинăран инçет-тухăç порчĕсем витĕр Анăç Европăна Антанта енче çапăçма куçарма тытăнаççĕ.

Чехословак корпусĕ
Адмирал Колчак текĕрçĕсене пăхса тухать
Çĕпĕрти большевиксене хирĕç пăлхав текĕрчисем шурă-симĕс элем айĕпе çапăçнă. 1918 çулхи çу, 26 Çĕпĕр ертӳлĕхĕпе Анăç-Çĕпĕр комиссариачĕ çакна çапла ăнлантарнă: «Çĕпĕр облаçĕн ятарлă съездĕнче Автономлă Çĕпĕре шурăпа симĕс тĕспе — çĕпĕр юрĕпе вăрманĕн элемĕ — палăртмалла.

Чехословак эшелонĕсем Транс-çĕпĕр магистралĕ тăрăх, Пензăран Владивостока çити тăсăлса кайнă, Владика корпусăн ытла пайĕ (14 пин çын) çитнĕ.

Анчах та, Брест мирне çирĕплетнĕ хыççăн, герман çарпуçлăхĕ хушнипе, большевиксен ертӳлĕхĕ чехословаксене хĕçпăшалсăрлантарса пĕр çĕре пуçтарма шутлать. Корпус çарпуçлăхĕ пăхăнма килĕшмест те хĕрлĕ текĕрчĕсене хирĕç хастар çапăçусем тапратать.

1918 çулхи çу, 25 чехословак пăлхавĕ Мариинскра (4,5 пин çын) сиксе тухать, çу, 26Челепире (8,8 пин çын), çакăн хыççăн чехословак çарĕсен пулăшăвĕпе большевиксене хирĕç вăйсем влаçа Новониколаевскра (çу, 26), Пензăра (çу, 29), Сызраньре (çу, 30), Томскра (çу, 31), Курганра (çу, 31), Омскра (çĕртме, 7), Самарта (çĕртме, 8) тата Красноярскра (çĕртме, 18) ярса илеççĕ. Вырăс çар пайĕсене йĕркелеме тытăнаççĕ.

Çĕртме, 8 хĕрлисенчен хăтарнă Самарта эсерсем Учредитель пухăвĕн комитетне (Комуча) туса хураççĕ. Вăл хăйне вăхăтлă революци влаçĕ тесе йышăнать, хăйĕн сĕмне Раççейĕн пĕтĕм территорине сарма шутлать, çĕршыв ертсе пырас ĕçе Учредитель пухăвне памалла тесе йышăнать. Комуч тытăм территоринче утăра пĕтĕм нациленĕ банка каялла тавăрнă, промăçлăха та харпăрçасене тавăрса панă. Комуч хăйĕн хĕçпăшаллă вăйĕсене — Халăх çарне пуçтарать. Çĕртме, 23, Омскра Вăхăтлă Çĕпĕр ертӳлĕхĕ туса хураççĕ.

Ӳкерчĕк:Kappel vo.jpg
Тĕп штаб генерал-лейтенанчĕ В. О. Каппель. Ирĕк кăмăл çынсенчен пĕчĕк текĕрчине йĕркелет, вăл Колчак адмиралăн чи шанчăкли, хастарри — кăссайлă Атăл («Каппель») корпусĕ шутланать. 1919 çулхи раштавра, пĕтсе пыракан Тухăç фрончĕн çăрпуçĕ пулса тăрса, çарăн юлашкине Красноярск патĕнчи хупăрлавран Байкал тĕлне ертсе тухса çăлать, хăй пуçне хурать.

Тепĕр хут 1918 çĕртме, 9 Самарта йĕркеленĕ 350 çынлă (сводный пехота батальонĕ (2 рота, 90 штык), юланут эскадронĕ (45 хĕç), Атăл ут батарейи (2 кĕпçе тата çумĕнчи 150 çын), юланут шыравçăсем, сирпĕнтерӳ ушкăнĕ тата хуçалăх пайĕ) ушкăнне ертсе пыма Тĕп штаб подполковникне В. О. Каппеле хушаççĕ. Вăл ертсе пынипе текĕрчĕ 1918 ç. çĕртме варринче Сызрань, Атăлçи Ставрополĕ хуласене илет, çаплах хĕрлисене Мелекес патĕнче хытă çапса аркатать, Чĕмпĕр еннелле хăваласа ярать, КОМУЧăн тĕп хулине — Самара — хăрушлăхран хăтарат.

Утă, 21 Г. Д. Гай çарпуçĕн чылай шутлă çарĕсене çĕмĕрсе, Каппель Чĕмпĕре илет, уншăн ăна КОМУЧ полковник хисепне куçарать, Халăх çарĕн çарпуçĕ пулма çирĕплетет.

1918 çулхи утă уйăхĕнче вырăс тата чехословак текĕрчисем Ӗпхӳне (утă, 5) çитеççĕ, чехсем, подполковник Войцеховский ертсе пынипе, утă, 25 Екатеринбург хулине кĕреççĕ. Самартан кăнтăралла Ф. Е. Махин подполковник Хвалынск хулине туртса илсе Вольск патне пыраççĕ. Большевиксене хирĕç Атăлçи вăйĕсем çумне Урал тата Оренбург касак çарĕсем хушăнаççĕ.

Çакна пула, 1918 çулхи çурла уйăх тĕлне «Учредитель пухăвĕн территорийĕ» анăçран тухăçалла 750 çухрăма (Сызраньрен Златоуста, çурçĕртен кăнтăралла — 500 çухрăма (Чĕмпĕртен Вольска) тăсăлнă. Самар, Сызрань, Чĕмпĕр тата Ставрополь-Атăлçи хулисемсĕр пуçне, Пухăва Çĕн Килĕ, Пĕкĕлме, Бугуруслан, Пелепей, Пуслук, Бирск, Ӗпхӳ хулисем пăхăнса тăнă[2].

Хусан çапăçăвĕ çурла, 1918

1918 çурла, 7 Каппель çарĕсем, Чулман Атăл вăрринче хирĕç тухнă хĕрлисен юханшыв флотилине аркатса, Хусана çĕнтерсе илеççĕ, вĕсен аллине Раççей империн ылтăн пурлăхĕ (650 млн вак укçа ылтăн тенкĕ, 100 млн кредит паллă тенкĕ, ылтăн, платина татăкĕ тата урăх хаклăх), çаплах хĕçпăшал, вăрçă хатĕрĕ, медикамент, амуници, лекет. Хусана илнипе хулари Тĕп штаб академийĕ аппарачĕпе тата А. И. Андогский генерал пуçлăхĕпе пĕрле большевиксене хирĕç лагере хутшăнать.

Чехословак корпусĕпе шурă Çĕпĕр çарĕсем Тухăç фронтĕнче тапăну тапратнă хыççăн большевиксем васкасах Екатеринбургра Микулай II Патша çемйине персе пăрахаççĕ.

Чехословаксемпе тата шурă гвардисене хирĕç кĕрешме совет çарпуçлăхĕ 1918 çĕртме, 13 Тухăç фронтне (çарпуçĕ сулахай эсер Муравьёв) йĕркелеççĕ, унăн шутне 6 çара кĕртеççĕ.

1918 çулхи утă, 6 Антанта Владивостока тĕнче ярăмĕ шутне хурать. Кунта яппун тата американ çарĕсем çитеççĕ. Çапах та вĕсем большевиксен влаçне пăрахăçлама хăтланман. Утă, 29 çеç большевиксене Дитерихс генерал ертсе пынă чехсем влаçран уйăраççĕ.

1918 пуш уйăхĕнче оренбург касакĕсен пăлхавĕ пуçланать, ăна çар старшини Д. М. Красноярцев ертсе пырать. 1918 çулхи çура Хĕрлĕ гварди ушкăнĕсене пусараççĕ. 1918 утă, 3 касаксем Оренбурга кĕреççĕ те большевиксен Оренбург облаçĕнчи влаçне пĕтереççĕ.

Урал облаçĕнче пуш уйăхĕнчех касаксем большевиксен вырăнти ревкомĕсене салатса яраççĕ те пăлхава путарма çитнĕ хĕрлĕ гварди ушкăнĕсене аркатса тăкаççĕ.

1918 çулхи ака çурринче Маньчжурирен Байкал лешьенне Семёнов атаманăн 1000 штыкпа хĕçлĕ (хĕрлисен 5,5 пин) çарĕ тапăнса пырать. Çав вăхăтрах Байкал лешьен касакĕсем пăлхава çĕкленеççĕ. Çу тĕлне Семёнов çарĕ Чита патне çитет, анчах та ăна çĕнтерсе илеймест те каялла чакать. Семёновăн касакĕсемпе хĕрлĕ текĕрчĕсем (политика енĕпе тĕрмере ларнисем тата тыткăнри австрисемпе венгрсем пулнă) хушшинче Байкал лешьенре утă уйăхĕчченех пынă, касаксем çурла, 28 Читана йышăнаççĕ. Часах амур касакĕсем большевиксене Благовещенскран, хăйсен тĕп хулинчен кăларса яраççĕ, уссури касакĕсем Хабаровск хулине йышăнаççĕ.

1918 çулхи авăн тĕлне большевиксен влаçне пур Урал, Çĕпĕр тата Инçет Тухăç çĕрĕсенче пĕтереççĕ.

Раççейĕн Варринчи, Çурçĕрĕнчи большевиксене хирĕç пăлхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Октябрь пăтăрмахĕ хыççăн сулахай эсерсем большевиксемпе пĕрлĕ пулса Хĕрлĕ Çара туса хураççĕ, Пур Раççейри ятарлă комисси (РЯК) йĕркеленĕ ĕçе хутшăнаççĕ. Çапах та хăш ыйтусемпе сулахай эсерсем, пуян çĕр ĕçченĕсемпе пĕчĕк пурлă буржуази кăсăклăхне хӳтĕленĕскерсем, чи малтанах большевиксемпе уйрăлса тăнă, пролетариатăн диктатури кирлĕлĕхпе пачах килĕшмеççĕ.

Вĕсен пĕрлешĕвĕ 1918 çулхи нарăсра, ВЦИК ларăвĕнче Брест лăпкăлăхне хирĕç, кайран, Канашсен IV Ятарлă съездĕнче — çавна ратификациленĕ чух хирĕç татăлса каять. Хăйсен шухăшĕвĕсене хӳтĕлеме пултарайманнипе, сулахай эсерсем Совнаркомран тухаççĕ те большевиксемпе килĕшӳ тунă хутне пĕтерни пирки пĕлтереççĕ.

Çав хушăрах Совет влаçĕ йышăннă Чухăнлăх комитечĕсен декречĕ сулахай эсерĕсен социаллă никĕсне — пурлă çĕр ĕçтĕшĕсене — пырса çапать. Çакна пула 1918 çулхи çĕртме уйăхĕнче сулахай эсер партин ТК тата III-мĕш съезчĕ «совет политикин йĕрне тӳрлетес шутпа» пур хатĕрпе те усă курма йышăнаççĕ.

Пур Раççейри Канашсен 1918 çулхи утăри Съездĕнче сулахай эсерсем, сахал йышлă пулсан та, хăйсен малтанхи тамăрĕсене — большевиксене хирĕç — тухаççĕ. Пулăшăва кĕтсе илейменнипе вĕсем «хастар» ĕç-пуçа хатĕрленеççĕ. Утă, 6 1918 сулахай эсер Яков Блюмкин Мускавра герман элчине Мирбаха персе пăрахать, çакăн хыççăн Мускавра, Ярославльте, Рыбинскра, Ковровра тата урăх хуласенче пăлхав сиксе тухать. Утă, 10 хăйĕн майлисене пулашас тесе Тухăç фрончĕн çарпуçĕ сулахай эсер Муравьёв большевиксене хирĕç пăлхав çĕклет.

Анчах та ăна пĕтĕм штабĕпе пĕрлех калаçу сăлтавĕпе астарса тытаççĕ те вĕлереççĕ. Утă, 21 пăлхавсене пусарнă пулсан та, лару-тăри кăткăс пулса юлнă.

Çурла, 2 большевиксене хирĕç пăлхав Архангельскра хăпса тухать, хулари 1-пинлĕ хĕрлĕ гарнизон пĕр пеиесĕр тарса сапаланать. Хулари тăрăм вырăнти хăй тытăмлăхне куçать. Çурçĕр çарне йĕркелеме тытăнаççĕ. Каярах Архангельск хулине акăлчан 2 пинлĕ десант анать.

1918 çулхи çурла, 7 Ижевск хĕçпăшал завочĕсенче ĕçлекенсен пăлхавĕ чĕрĕлсе каять, кайран — Воткинскра та. Пăлхавçă-ĕçтĕшсем хăйсен ертӳлĕхне йĕркелеççĕ, 35 пин хĕçлĕ çара пуçтараççĕ. Фронтовиксемпе вырăнти эсерсен пĕрлĕхĕ пуçарса янă Ижевск-Воткинскри большевиксене хирĕç пăлхавĕ 1918 çулхи чӳк уйăхĕччен тăсăлать.[3][4]

Çурла, 30 Ленина пăшалран пенĕ. Çакна тавăрса большевиксем хĕрлĕ террор — хăйсен политика тăшманĕсене хирĕç массăллă репрессисем тапратса яраççĕ. Мускавпа Петроградра кăна пĕр каçра 2200 çынна леш тĕнчене ăсатнă.

Кăнтăрта вăрçă тапранни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕртме, 8 Кавказ лешьен Демократи Федеративлă Республика 3 патшалăха: Грузи, Эрмени тата Азербайджан пайланать. Грузие герман çарĕсем кĕрсе вырнаçаççĕ; Эрмени, турккă тапăнăвĕпе чылай территорине çухатать те лăпкăлăхпа татăçать. Азербайджанри большевик-сулахайэсер Баку коммуни Баку хулине турккă-мăсават çарĕсенче хӳтĕлеме хатĕрсĕррине пула утă, 31 влаçа меньшевиксен Центрокаспине парса хăварать те хуларан тарать. Утă уйăхĕнче Тан çарĕ тухăç енче урал касакĕсемпе пĕрлешес тĕллевпе Царицына çĕнесшĕн тапăçать, анчах та авăн тĕлне çухату тӳсет.

1918 çулхи çу тапхăрĕнче Асхабадри (Каспи лешьен облаçĕ) чукун çул ĕçтĕшĕсем пăлханаççĕ. Вĕсем вырăнти хĕрлĕ гварди чаçĕсене çапса салатаççĕ, кайран Ташкентран янă карательсене, мадьяр-"интернационалистсене" çĕмĕрсе тăкаççĕ, вара пăлхав пĕтĕм облаçе саралать. Рабочисем çумне туркмен йăхĕсем хушăнаççĕ. Утă, 20 тĕлне пур Каспи лешьен облаçĕ,çав шутра Красноводск, Асхабад тата Мерв хулисем, пăлхавçăсен аллине лекеççĕ.

1918 çĕртме, 18 Бичехаров ертсе пынипе терек касакĕсем пăлханса каяççĕ. Касаксем хĕрлисене аркатаççĕ, юлашкисене Грозный тата Кизляр хулисене хупаççĕ.

Çĕртме уйăхĕнче 8-пинлĕ Ирĕк кăмăл çарĕ иккĕмĕш харçине (Иккĕмĕш Кубань харçи) большевиксене хирĕç çĕкленнĕ Кубань çĕрне кĕрет. Генерал А. И. Деникин Белая Глина тата Тихорецкая патĕнче Калнинăн 30-пинлĕ çарне, кайран Екатеринодар патĕнчи хаяр çапăçура —Сорокинăн 30-пинлĕ çарне, çĕмĕреççĕ. Утă, 21 шуррисем Ставрополь, çурла, 17Екатеринодар хулисене йышăнаççĕ. Тамань çурутравĕнче хупăрланă хĕрлисен 30-пинлĕ Ковтюх çарпуçĕн çар ушкăнĕ («Тамань çарĕ»), Хура тинĕс çыранĕпе çапăçусемпе Кубанĕн леш еннне çитет. Кунтах Калнинпа Сорокинăн арканнă çарĕсем тухаççĕ. Çурла уйăх вĕçнелле Кубань çарĕн территорине пĕтĕмпех большевиксенчен тасатать, Ирĕк кăмăл çарĕн йышĕ 40 пин штыкпа хĕçе çитет.

1918 кĕр çапăçăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918, авăнра совет Тухăç фрончĕ (авăнранпа çарпуçĕ — Сергей Каменев), Хусан патĕнче 11 пин штыкпа хĕç пуçтарса (тăшманăн 5 пин), тапăну пуçлаççĕ. Хаяр çапăçусем хыççăн вĕсем авăн, 10 Хусан çĕнтерсе илеççĕ, вара фронта çурса, авăн, 12Чĕмпĕре, юпа, 7Самара йышăнаççĕ, КОМУЧăн Халăх çарне çĕмĕреççĕ.

Юпа, 7 хĕрлисен из матроссенчен, латышсенчен тата мадьярсенчен тăракан Уйрăм тата 2-мĕш Сводной дивизисем аллине пăлхавлă Ижевск, чӳк, 13 — Воткинск куçать.

Эсерсем большевиксене хирĕç кĕрешĕве латлă йĕркелеме пултарайманни шурă гвардисене хытă тарăхтарнă. Чӳк, 18 вара Омскра офицерсем пăтăрмах туса эсерсен ертӳлĕхне салатса яраççĕ, влаçа офицерсен кăмăлĕнчи Александр Васильевич Колчак адмирала параççĕ, ăна Раçсейĕн Аслă тарăмĕ вырăнне лартаççĕ. Вăл вăрçă диктатура режимне туса хурать, çара çĕнетсе тепĕр хут йĕркелет. Колчак влаçне Раççейĕн Антанта тамăрĕсем тата ытти шурă ертӳлĕхсем йышăнаççĕ.

Эсерсем пăтăрмах хыççăн Колчака тата Шурă юхăма Ленинран уса тăшман вырăнне хунă, большевиксемпе кĕрешме пăрахнă та Шуррисене хирĕç тăма пуçланă: забастовкăсем, пăлхавсем, террор ĕçĕсене тата саботаж хатĕрленĕ. Колчакăн тата урăх шурă ертӳлĕхсен аппартĕнче нумай социалист (меньшевиксемпе эсерсем) тата вĕсем майлисем ĕçленĕ, вĕсен сĕмĕ Раççейре, чи малтанах çĕр ĕçченĕсен хушшинче, питĕ хисеплĕ пулнă, çакă Шурă юхăма пĕтĕме çитерет.

1918 çулти çурлаавăн уйăхĕсенче Тан çарĕ виçĕ тĕле тапăнма тытăнать: Царицын, Поворино тата Воронеж çине. Ирĕк кăмăл çарĕ Çурçĕр Кавказалла тапăнать.

Авăн, 11 совет çарпуçлăхĕ çар вăйĕсене Кăнтăр фронтне (çарпуçĕ Император çарĕн генералĕ Павел Павлович Сытин) 8-мĕш, 9-мĕш, 10-мĕш, 11-мĕш тата 12-мĕш çарсемпе . Юпа, 24 тĕлне совет çарĕсем касаксене воронеж-поворино тĕлĕнче чарса лартаççĕ, царицын тĕлĕнче Краснова Тан леш енне çапса ывăтаççĕ. Çурçĕр совет çарпуçлăхĕ Çурçĕр фронтне (çарпуçĕ Император çар генералĕ Дмитрий Павлович Парский) — 6-мĕш тата 7-мĕш çарсем —туса хурать.

Герман çарĕсем тухса кайни. Хĕрлĕ Çар Анăçалла тапăнса пыни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çӳлхи чӳкре тĕнчери лару-тăру сисĕмле хăвăрт улшăнать.

Ноябрь революцийĕпулса тухсан Германипе тамăрĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчен çухату тӳссе тухаççĕ, большевиксем Брест мир татăçăвĕпе панă çĕрсене тавăраççĕ. Çак территорисенче ирĕклĕ патшалăхсем: Эстони, Латви, Литва, Белоруси, Польша, Галици, Украина çуралаççĕ, вĕсем, нимĕç пулăшу никĕсне çухатсан, Антанта еннелле çаврăнаççĕ те хăрпăр çар йĕркелеме тытăнаççĕ.

Совет ертӳлĕхĕ хăйсен çарĕсене Украина, Белоруси тата Балтиçум территорине йышăнма хушать. Çакна пурнăçа кĕртме 1919 çулта 7-мĕш, Латви, Анăç çарĕсемлĕ Анăç фронтпа (çарпуçĕ Дмитрий Надёжный) Украина фронтне (çарпуçĕ Владимир Антонов-Овсеенко) туса хураççĕ. Çав вăхăтрах поляк çарĕсем Литвапа Белорусине ярса илме хирĕç тухаççĕ. Балтиçум тата поляк çарĕсене аркатса, Хĕрлĕ Çар 1919 çулхи кăрлачăн варринелле Балтиçумĕпе Белоруси чылай пайĕсенче çĕнтерсе илет, унта совет тытăмлăхĕ йĕркеленет.

Украинăра совет çарĕсем раштав — кăрлачра Харькова, Полтавăна, Екатеринослава, нарăс, 5 Кейӳне йышăнаççĕ. Петлюра çарпуçĕн украин юлашки çарĕсем Каменец-Подол тĕлне куçаççĕ.

1918—1919 хĕл çапăçăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

.

1918 раштавра колчак çарĕсем тапăнса раштав, 24 Пермь хулине алла илеççĕ, анчах та Ӗпху патĕнче çухату тӳссе чарăнаççĕ. Тухăçри пур шур гварди çарĕсене — Анăç, Çĕпĕр, Оренбург тата УралКолчак ертсе пынă Анăç фронтне пуçтараççĕ. Çурçĕрте хĕрлисем Шенкурск йышăнаççĕ те Архангельска çитеççĕ.

1919

1919 кăрлачра Краснов виççĕмĕш хут Царицына çĕнтерсе илесшĕн пулать, анчах та каллех çухату тӳссе каялла чакать. Нимĕçсем тухса кайна хыççăн Украинăран Хĕрлĕ çар хупăрласа пынă çем, анкăл-франци тамăрĕсен, Деникин салтакĕсен пулăшăвне кĕтсе илеймесĕр, большевиксен вăрçа хирĕç агитацине пула Тан çарĕ сапаланма тытăнать. Касаксем çартан тухса тарма, Хĕрлĕ çар енне куçма тытăнаççĕ — фронт çурăлса каять. Большевиксем Тана вĕркĕнсе кĕреççĕ. Касаксене хĕсĕрлеме тытăнаççĕ, «касакран кăларассине» ĕçе кĕртеççĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче большевиксен пĕтерекен террорне хирĕç Тури Тан тăрăхĕ пăлхава çĕкленет, историре вăл Вёшня пăлхавĕ ятпа юлать. Пăлхава кĕнĕ касаксем 40 пин штыкпа хĕç çара (мучисемпе çамрăк ачасене пухса) йĕркелеççĕ, хупăрласа илнĕ çарсене хирĕç çапăçаççĕ, 1919 çулхи çĕртме, 8 вĕсем патне пулăшма Ирĕк кăмăл çарĕн пайĕсем çитеççĕ.

1919 кăрлачра Деникин çарĕсем болтшевиксен 90-пинлĕ 11-мĕш çарне çапса аркатаççĕ те пĕтĕм Çурçĕр Кавказа ярса илеççĕ. Нарăсра ирĕк кăмăл çарĕсене çурçĕрелле, Донбасс тата Тан çине, чакакан Тан çарне пулăшма куçараççĕ.

Кăнтăрти çапăçусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех Кăнтăрти çапăçусем, Тан çинчи граждан вăрçи статьясене пăхăр.

Шур гвардисен кăнтăрти пур çарĕсене Раççей Кăнтăр Хĕçпăшаллă Вăйĕсем (çарпуçĕ — Деникин генерал) шутне кĕртеççĕ, вĕсем: Ирĕк кăмăл, Тан, Кавказ çарĕпе Хура тинĕс флочĕ пайĕсенчен тытăнса тăраççĕ. Кăрлач, 31 франци-грек çарĕсем Украинăн кăнтăр çĕрне пырса кĕреççĕ те Одессăна, Херсона тата Николаева йышăнаççĕ. Грексен батальонĕ Одесса патĕнче Григорьев атамана текĕрчисен хирĕç çапăçса илет, Антантăн урăх хĕçпăшаллă ушкăнĕсем, çапăçăва кĕмесĕрех, 1919 çулăн ака уйăхĕнче Одессăран тата Крымран тухса каяççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Чехословацкий корпус на востоке России в 1918—1920 гг. 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Каппель и каппелевцы. 2-е изд., испр. и доп. М.: НП «Посев», 2007 ISBN 978-5-85824-174-4
  3. ^ ИЖЕВСКОЕ ВОССТАНИЕ
  4. ^ КАМСКО-ВОТКИНСКИЙ ЗАВОД И ЕГО РАБОЧИЕ