Раквере
Ра́квере (эст. Rakvere), вырăс çулсырăвĕсенче Раковор, нимĕçле Везенберг — Эстонин çурçĕрĕнчи хули, Ляэне-Вирумаа уесĕн административлă тĕпĕ. Киюла шывĕ çинче вырнаçнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулана пĕрремĕш хут XIII ĕмĕрте феодал карманĕ çумĕнче никĕсленĕ. 1347-1558 çулсенче хулана Ливон орденĕ тытса тăнă. Кайран Раççей айне пулать, Речь Посполитая шутне кĕрет, Швеци территорине кĕрет. 1710 çулхи Çурçĕр вăрçи хыççăн Раççейе куçăть. 1991 çултанпа — ирĕклĕ Эстони шутĕнче.
Хуларан 7 çм 1268 çулхи нарăс, 18 вырăс çарĕсем нимĕç пĕрлешĕннĕ вăйĕсемпе дани хĕрес сыхлавçисемпе çапăçнă (Раковор çапăçăвĕ).
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăхĕ: апат-çимĕç тата çăмăлли. Çулçӳревлĕх аталаннă.
Чаплă куравĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Карман ишĕлчĕкĕсем
- Чиркӳ Ватă хулари
- Тӳре çурчĕн тата анпарăн çурт-йĕрĕ (XVIII ĕмĕр.).
Этеплĕх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара театр, сослови музейĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ, храм Рождества Пресвятой Богородицы (Мускав Патриархачĕ).
Раквере Викиампарта? |