Риони (юханшыв)
Риони | ||
---|---|---|
груз. რიონი | ||
![]() | ||
Характеристика | ||
Тăршшĕ | 327 км | |
Бассейн лаптăкĕ | 13 400 км² | |
Шыв системи | Хура тинĕс | |
Шыв тăкакĕ | 405 м³/ç | |
Шыв юххи | ||
Шыв пуçламăшĕ | Мăн Кавказ | |
• Координатсем | 42°53′09″ с. ш. 43°21′00″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/K | |
Шыв вăрри | Поти | |
• Координатсем | 42°11′03″ с. ш. 41°38′10″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/K | |
Вырнаçни | ||
Патшалăх | ![]() | |
Грузи
ещё не имеет [[Шаблон:ПозКартти Грузи |
позиционной карты]]. | |
![]() ![]() |
Рио́ни (груз. რიონი) — Кавказ лешьенĕн пысăк юханшывĕсенчен пĕри. Аваллăхра Фазис ятпа палăрнă.
Тавралăхĕ çинчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Грузире юхать. Тăсăлăвĕ — 327 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 13,4 тыс. км². Мăн Кавказ айăккисенче пуçланать; Кутаисирен анатарах Колхида айлăмĕпе юхать. Хура тинĕсе Поти патĕнче юхса кĕрет. Вăтамран 405 м3/ç турттарать. Они патĕнче шывпа кимĕ-караппа çӳреме пулать. Уй-хире шăварса усă кураççĕ. ГЭС-Риони каскадĕ (Гумат, Варцих, Ладжанур тата Риони ГЭС-ĕ) электро-хăват парать. Самтредиа хулинчен анатарах карапсем çӳреççĕ. Тури Риони юхăмĕнче Çар-Осетин çулĕ выртать.
Истори хыпарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Авалхи грексем юханшыва Фазис (е Фасис; грек Φάσις) тенĕ, çак палăртупа ăна пĕрмĕш Гесиод хăйĕн «Теогонии»[1] çырăвĕнче асăнать. Каярах Аполлоний Родосский [2], Вергилий [3] тата Элий Аристид [4] юханшыва тинĕс çулçӳревĕнче (навигацинче) чи тухăçри тесе пĕлтернĕ. Платонăн «Федонĕнче» Сократ хăйĕн пĕр калаçăвĕнче çак юханшыва ойкуменăн чикки тесе палăртать:
— Малалла каласан, эпĕ Çĕр çав тери мăннине курса ĕнентĕм, эпир вара, Фасисран Геракл Столпĕсем таран унăн пĕчĕк пайне кăна йышăнатпăр; эпир хамăр тинĕсĕм тавра, кăткă тĕмески çумĕнче е шапа шурлăххинче пекех хĕсĕнсе пурăнатпăр, çавăн пекех ытти халăхсем кунти пекех чылай çĕрсенче пурнăç йĕрне тытса пыраççĕ[5].
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Гесиод. Теогония. — l.340
- ^ Аполлоний Родосский. Аргонавтика. — 2.12.61
- ^ Публий Вергилий Марон. Георгики. — 4.367 Архивленĕ 4 Ҫу уйӑхӗн 2007 çулта.
- ^ Публий Элий Аристид. Ad Romam. — 82
- ^ Платон. «Федон».