Романья
Романья (Romagna) — Италин вăта çĕрĕнчи историлле облаç, хальхи Эмилия-Романья регионăн кăнтăр-тухăçĕнче, Маркерен çурçĕрелле, вырнаçнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анăç енчен Апенинсемпе, тухăçран — Адриатикăпа юнашар.
Романья облаç ячĕ («римсен») лангобардсен Айстульф патши Пипин Кĕски франк патшипе Равеннăна алла илесшĕн кĕрешнĕ чухне пулса тухнă. Лангобардсем 200 çул хушши Равеннăран кантăралла выртакан «тинĕсçумĕнчи пиллĕк çĕр-шыва» — вĕсен шутĕнче Римини, Анкона, Фано, Пезаро тата Сенигаллия хуласем — парăнтарасшăн тупăшнă. Пипин патша вара лангобардсене лăплантарать те 755 çулта пиллĕк çĕр-шыва рим папписене парать, вăл вара Папа облаçĕн çурçĕр çĕре пулса тăрать.
Вăтам ĕмĕрсенче Романья хулисем хăйсен тĕллĕн политика пурнăçне, гвельфсемпе гибеллинсем хушшинче курнăçлакаланса та папа сĕмне ытлах пăхăнмасăрах, тытса пынă. Кашни хуларах харпăр синьорсем пулнă, чи пысăк хăвата Римини тăрăмĕсем — Малатеста ăрачĕ — çитнĕ. Александр VI папа чухне унăн ывăлĕ Чезаре Борджа Романья хулана парăнтарса пĕтĕм облаçне хăйĕн ашшĕне пăхантарать, çакăншăн ăна Романья херцăкĕн титулне тивĕçет. Ирĕклĕхе Сан-Марино республика кăна хӳтĕлесе юлать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Другая Романья", вырăнти хăйтытăмлăхĕ
- Романья (итал.)
- Регион çĕн хыпарĕсем RomagnaOggi.it çинче (итал.)
- Romagna2020.it, 2020 Олимп вăййисене иттерес тесе тăрăшакан вырăнти комитет 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.(итал.)