Сан-Марино

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сан-Марино, ҫутăран та çутă Сан-Марино Республики (итал. Serenissima Repubblica di San Marino) — Çĕр çинчи пĕчĕк патшалăхсенчен пĕри, Кăнтăр Европăра выраçнă, йĕри-тавра Итали çĕрĕсемпе хупăрланнă.

301 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнчен пуçласа Сан-Марино ирĕклĕ патшалах. Унăн пуçлăхĕсем - икĕ капитан-регентсем (итал. Capitani Reggenti), вĕсене çур çуллăха суйлаççĕ. Республикăн Хĕçпăшаллă çарĕсем пур.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăхĕ 29 пинĕ çынран ытла (2005). 80% яхăн – санмаринецсем, 19% – итальянсем. 13 пинĕ ытла ют çĕршывсенче пурăнаççĕ, чылайăшĕ - Италире. Официаллă чĕлхе – итали чĕлхи; пурăнакан халăхĕ итали чĕлхин роман диалекчĕпе калаçать. 93% - католиксем.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Легенда тăрăх, Сан-Марино IV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурмалăхĕнче тĕн пирки хĕстернĕшĕн Далмацирен тарса тухнă таса Марин никĕсленĕ. Вăл Римини хулинче чул якатакан ĕçпе пурăннă. Вара вăл Титано ту çинче чул катмалли вырăн тупнă, кайран пĕчченлĕх шыраса, хăйне валли пĕчĕк кĕлту пӳрчĕ туса лартнă та çын тĕнчинчен уйрăлса ту çинче пурăнма тытăннă. Унăн чаплă пурнăçĕ турра ĕненекен çынсене хăйĕн патне илĕртнĕ, часах кунта пĕчĕк мăнастырь пулса тăрать. Çак мăнастырь, унăн ячĕпе хисепленекенскер, VI ĕмĕрĕн вĕçĕнче те, кӳршĕсене политика енĕпе пăхăнмасăрах хăйĕн тĕллĕнех пурăннă.

Малашни ĕмĕрсенче унăн ячĕ истори палăкĕсенче темиçе хут та тĕл пулать. 951 çулта герцог Беренгар II "Сан-Маринăра" император Оттонран пытаннă. Италине мадьярсемпе сарацинсем тапăнса кĕрсен, йĕри-тавра валсем стенасем тунă. Иккĕмĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче кунта халăх пухăвĕ ертсе пынă. Пуху шутне çемье пуçлăхĕсем кĕнĕ. XIII ĕмĕрте халăх пухăвĕ вырăнне Тĕп Канаш ертсе пырать. XI - XIII ĕмĕрсенче республика кӳршĕсенчен сутăн илнĕ май çĕрĕсем кăштах сарăлнă. XIII ĕмĕрте Сан-Леори Монтефельтро графсем (гибеллинсем майлăскер), Римини хулипе (гвельфсем майлă) хирĕçсе кайнă. Сан-Марино та çак хушша кĕнĕ. С.-Марино Монтефельтро графсемпе килĕшӳ тунă, уншăн вара вĕсене папа Иннокентий IV хытă ятланă. Папсем темиçе хут та Сан-Маринăна тытса илесшĕн тăрмашнă, çапах та ăнăçу тытайман. Малатеста Риминире пуçлăх пулсан республикăшăн пысăк хăрушăлăх пулса тухнă. Унран хӳтĕленес шутпа, Сан-Марино Альфонс V Арагонскипе, Неаполь патшипе килĕшӳллĕ пулнă, вăрçă пуçланса кайсан Малатестăн Фиорентино ятлă питĕ вăйлă замокне çĕнтерсе илнĕ;вăрçă хыççăн замокĕ республика шутĕнче юлнă. Папа Пий II та 1462 çулта, Малатеста хирĕçлĕ вăрçăра та республикăран пулăшу ыйтнă; пулăшу сумлă пулнă, Серравалле, Фаэтано тата Монтеджиардино ялĕсем республикăна кĕнĕ.

XVI ĕмĕрте папăсем темиçе хутчен Сан-Маринăна ют çынсен тыткăна парнеленĕ, анчах та никам та хăй аллине илеймен. 1543 çулта 500 çынлă папа çарĕ, хулана тапăнса кĕрес шутпа çĕрле Титано ту хĕсĕкĕсенче çĕтсе çӳресе ним тăваймасăр каялла таврăннă. Çак юнсăр çĕнтерӳ кунне республикăра паянкун та уявлаççĕ. 1631 çулта кӳршĕ герцогство Урбино папа çĕрĕсем шутне кĕнĕ; çакăнтанпа Сан-Марино йĕри-тавра папа çĕрĕсем çавăрса илнĕ. Папа Урбан VIII республикăн ирĕклĕхĕпе килĕшнĕ, таможня енĕпе çăмăллăх панă (1631). Каярахпа татах хĕрӳçисем тухнă, мĕншĕн тесен С.-Марино Чиркӳ облаçĕнчен таркăнсене пытанса пурăнма вырăн панă. 1739 çулта П. Лолли тата М. Белзоппи санмаринецсем республикăна хирĕç пăлхав çĕклесе халăх пухуне патшалăхăн тĕп ертĕвĕ тума шутланă, анчах та весене вăхăтра аресленĕ. Романьери папăн легачĕ, Альберони кардиналĕ, вĕсене тĕрмерен кăларма хушнă. Республика хушнине каялла тавăрнă. Кун хыççăн Альберони ют çĕршыври санмарин патрициĕсене ареслене, республикăн чиккисене хупнă, çар çыннисемпе Сан-Марино çине кайнă та халăх пулăшнипе ярса илнĕ. Чылай халăхĕ хирĕç пулнă: çынсене собора папăна тупа тума пуçтарнă, килĕшмен пирки темиçе кун хупса лартса выçăпа асапланă хыççăн тупа тунă. Çапах та папа Климент XII кардиналăн ĕçĕсене пăрахăçланă та республикăна ирĕклĕх парнеленĕ.

Сан-Марино революци вăрçисем вăхăтĕнче сыхланса юлнă; Наполеон I те ăна туслах сĕннĕ. Вена конгресĕ республикана пачах тĕкĕнмен. 1831 çулта Сан-Марино политика эмигранчĕсемшĕн пытану вырăнĕ пулать. 1849 çулта австриецсем хăваланă май Гарибальди хăйĕн юлташĕсемпе Сан-Марино чиккисем патнелле çитнĕ. Патшалăх Ертĕвĕ республика çĕрне кĕме ирĕк паман, апат-çимĕçсемпе çеç пулăшнă. Гарибальди çавах хăй тĕллĕнех республика витĕр хăйĕн ушкăнĕпе (250 çын) каç хӳттипе австри çарĕ çумĕнчен вăрттăн иртсе кайнă. Ыттисене республика хĕçпăшалсăрлантарнă та ирĕке кăларса янă. Çакăн хыççăн республика çĕрĕнче темиçе рим парламенчĕн депутачĕсем пытаннă; республика малтан пама килĕшмен, анчах та папа генералĕ Марциани 4000 çар çыннисемпе хула патне пырсан, вĕсене хулана кĕрсе 32 эмигранта ареслеме кансĕрлемен. Тĕплĕнех каласан, С.-Маринăра вăл вăхăтра тĕрлĕ политика партисем хунанă : ирĕклĕх парти, клерикал парти тата Итали çумне пĕрлешесшĕн демократи партийĕ. Çак кĕрешӳре статс-секретарь Бонеллине урамра вĕлернĕ (1853); кайран тата политика енĕпе вĕлернисем пулнă. Папа Пийăн IX, С.-Маринăна хăйĕн çĕрĕ çумне çыпăçтарасшăн шухăш çуралнă; республика хăйĕн ирĕклĕхне Наполеон III хута кĕнипе сыхласа юлнă. 1859—1860 кĕрешӳ театăрĕнчен аякра тăрса, вăл Итали пĕрлешнĕ тапхăрта сыхланнă, 1862 çулта унпа Ырă кӳршĕлĕх Килĕшӳ хучĕ тата сутă-илӳ трактатне алă пусса çирĕплетнĕ.

Статьяна çырнă чух Брокгауз тата Ефрон Энциклопеди сăмахсарĕпе усă (1890—1907) курнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.