Россошь
Россошь | |||
---|---|---|---|
хула | |||
|
Россошь — Раҫҫей Федерацийӗн Воронеж облаҫӗнчи хула (1923 ҫултанпа). Россошь районӗн административлӑ центрӗ. Россошь хули ун йышне пӗртен пӗр хулапа муниципаллӑ хула тӑрӑхне йӗркелет. Ҫар хастарлӑхӗн ял-хули. Россошь чукун ҫул станцийӗ (1871).
Халӑх йышӗ — 62 625 ҫын (2020).
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хура Калитва (Дон юханшывӗн бассейнӗ) юханшывӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, Типӗ Россошь юхса кӗнӗ вырӑнта ларать. Пысӑк ҫыхӑну станцийӗ шутланакан Кӑнтӑр-тухӑҫ чукун ҫулӗн Россошь чукун ҫул станцийӗ Воронеж–Ростов чукун ҫултан 214 ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫнӑ, кунта Ольховатка станцине чукун ҫул пӑрӑнса каять.
Ҫанталӑк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫанталӑк кунта виҫеллӗ континентлӑ шутланать, хӗлӗсем ытла сивӗ мар, ҫулла шӑрах тӑрать.
- Сывлӑшӑн вӑтам температури — 7,0 °C
- Сывлӑшӑн танлаштаруллӑ нӳрӗклӗхӗ — 66,9 %
- Ҫилӗн вӑтам хӑвӑртлӑхӗ — 3,9 м/с
Чӗрчунсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула таврашӗнче никам тӗкӗнмен вӑрмансем пуррине пула паянхи кун та хир сыснипе хир качаки пек тискер кайӑксене курма пулать. Шултра вӗҫен кайӑксенчен аистсене, хурчкасене сӑнама пулать. Хулара кӑвакарчӑнсем, чӗкеҫсем тата вӗршӗнсем тӗл пулаҫҫӗ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Россоше XVII ӗмӗр варринчи слобода пек никӗсленнӗ. XVIII ӗмӗрте вӑл Тевяшовсен, унтан Чертковсен пулнӑ. Хула статусне 1923 ҫулта РСФСР-та административлӑ-территориллӗ реформа пынӑ чухне панӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Россошь станцийӗ урлӑ итальянсен альп корпусне тата нимӗҫсен 24-мӗш танк корпусне таварсемпе тивӗҫтернӗ. Кунтах альп корпусӗн штабӗпе резервӗн пӗр пайӗ пулнӑ, унӑн дивизийӗсем Донӑн сылтӑм ҫыранне хӳтӗленӗ: Ҫӗнӗ Калитвӑран пуҫласа Тури Карабута ҫити. Россоше ҫухатни тӑшманшӑн 250 пин ытла салтакпа офицер шутланакан нимӗҫ, венгр тата итальян ҫарӗсен ушкӑнӗн сылтӑм флангне ҫӗмӗрнипе тан пулнӑ. Станципе хулашӑн пынӑ ҫапӑҫусем стратеги тӗлӗшчен пӗлтерӗшлӗ пулнӑ; 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хулана Острогожск-Россошь операци вӑхӑтӗнче совет ҫарӗсем ирӗке кӑларнӑ.
1954 ҫулта хула шутне Евстратовски ятлӑ хула евӗр посёлока кӗртнӗ.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулари тӗп промышленность предприятийӗсем:
- Хими савучӗ («Минудобрения» АО)
- «Придонхимстрой — известь» ТМЯП
- «Росэкопласт» ТМЯП
- «Росагропром» ТМЯП
- Пресс пайӗсен савучӗ (ӗҫлемест)
- Унчченхи электроаппарутара савучӗ (нумай ҫул ӗҫлемест)
- Технохатӗрсен савучӗ
- Кирпӗч савучӗ (ӗҫлемест)
- Аш-какай комбиначӗ (хупнӑ/консервицилесе лартнӑ)
- Сӗт-ҫу комбиначӗ
- Апат-ҫимӗҫ комбиначӗ
- Ҫу шӑрантаракан савут
- «Коттедж-Индустрия» АО (хӑпартас тапхӑр пырать)
- Кӑнтӑр-Тухӑҫ чукун ҫулӑн «Россошь» локомотив деповӗ
- Чӑх-чӗп хапрӑкӗ нумай ҫук ӗҫлемест
2007 хушшинче кунта вырнаҫнӑ производствӑра туса кӑларнӑ таварсен, тирпейлекен производствӑра хӑйсен вӑйӗпе тунӑ ӗҫсемпе кӳнӗ пулӑшу калӑпӑшӗ 12,7 млрд тенкӗпе танлашать.
Архитектура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллӑрах кивӗ архитектура ҫурчӗсен хушшинче чукун ҫул вокзалне (1871 ҫулта туса лартнӑ) тата Александр Невский чиркӗвне (1876 ҫулта сӑвапланӑ; патшалӑх сыхлакан XIX ӗмӗрти архитектура палӑкӗ) палӑртма пулать.
2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче прихут ҫыннисем валли кивӗ чиркӳ ҫумӗнче ҫӗнӗ Сӑваплӑ Ильински храма уҫнӑ. Унӑн никӗсӗ 42х30 метр, ҫӳллӗшӗ — 30 метр ытла. Храма пысӑках мар тӑватӑ куполпа звонница ҫинчи тепӗр купол илемлетеҫҫӗ. Храмӑн кашни 9 чанӗ 4 килограммран пуҫласа тонна ҫурӑ таран таяҫҫӗ. Храма П. В. Дудинпа В. М. Захаров паллӑ архитекторсем проектласа туса лартнӑ.
2008 ҫулта ҫӗнӗ Сӑваплӑ Ильински храма кивӗ Александр Невский храмӗпе пӗрлештерсе пӗрлехи храм комплексне йӗркеленӗ.
Вӗренӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1931 ҫулта кайӑк-кӗшӗк техникумне йӗркеленӗ, 1950 ҫулта вӑл ашпа сӗт техникумӗ пулса тӑнӑ, хальхи вӑхӑтра вӑл «Россошьри аш-какайпа сӗт промышленноҫӗн колледжӗ» ятлӑ.
Хальхи вӑхӑтра хулара вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан ҫак вӗренӳ учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ:
- «Россошьри аш-какайпа сӗт промышленноҫӗн колледжӗ»;
- «Россошьри ял хуҫалӑхпа строительство транспорчӗн техникумӗ» (унчченхи 29-мӗш професси училищи);
- «Россошьри строительство техникумӗ» (унчченхи 56-мӗш професси лицейӗ);
- «Россошьри химипе механика техникумӗ» (унчченхи 55-мӗш професси лицейӗ);
- «Россошьри медицина колледжӗ»;
- «Кӗперне педагогика колледжӑн» Россошьри филиалӗ.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Россошьре темиҫе профессиллӗ театр пур: «РАМС» камера театрӗ, Морозовкӑри халӑх театрӗ. Ҫавӑн пекех театр ӗҫне кӑмӑллакансен темиҫе театр пур, театр фестивалӗсем иртеҫҫӗ.
Вырӑнти музейсен хушшинче таврапӗлӳ музейӗн ялан ӗҫлекен экспозицийӗ тата вырӑнти художниксем курав залӗнче тӑтӑш ирттерекен куравсем кӑсӑклӑ.