Чĕкеç йышшисем
Курӑнакан калӑплав
Чĕкеç йышшисем - шĕвĕр çунатлă аван вĕçекен кайăксем, кĕлетке тăршшĕ - 9-23 см., йывăрăшĕ - 10-60 грамм. Артикăпа Субартика, Антарктида, Çĕнĕ Зеланди, Окенани тăрăхĕсенче çеç пурăнмаççĕ. Пуçĕ кĕске, çăварĕ пысăк, çунаттисем вăрăм та шĕвĕр, хӳри сенĕк евĕрлĕ. Урисем имшеркке, çинçе пӳрнеллĕ, çĕр çинче çӳреме юратсах каймаççĕ. Кĕлетке айĕ çутă, çӳл енĕ тĕксĕм. Ытларах чухне колонипе пурăнма тăрăшаççĕ. Хурт-кăпшанкăпа çеç апатланаççĕ, апата сывлăшра тупаççĕ. Чĕкеçсен 79 тĕс шутланать. Пирĕн тăрăхра 3 тĕс ĕрчет.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Swallows Nest Live Feed 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. Live feed of a Swallows nest located in the Tipperary Institute, Tipperary Ireland.
- Swallow videos 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. on the Internet Bird Collection
- The evolution of nest construction in swallows (Hirundinidae) is associated with the decrease of clutch size(ĕçлемен каçă) paper in Linzer Biologische Beiträge