Контент патне куҫ

Хир сысни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сысна (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хир сысни (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хир сысни

Хир сысни (лат. Sus scrofa),— кавлеменнисен ушкăнне кĕрекен чĕрчун. Унăн çывăх тăванĕсем - пекарьсем тата бегемотсем. Хир сыснисем пирĕн тăрăхра 12 пин çул каялла пурăнма пуçланă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче вĕсем пирĕн тăрăхра пачах курăнма пăрахнă - çынсемпе кашкăрсен тăрăшнăран паллах. Хир сыснисене тепĕр хут 1960 çулсем хыççăн асăрханнă. Хальхи вăхăтра хир сыснисен йышĕ 1000 ытла шутланса тăрать. Хир сыснин кĕлетки 175 см таран пулать, йывăрăшĕ вара 200 килограма çитме пултарать. Пуçĕ савăл пекрех, вĕçĕнче сисĕмлĕ нахра пур. Ун ăшĕнчен икĕ сăмса шăтăкĕ тухать. Хупах пек хăлхи питĕ лайăх илтет. Пĕчĕк куçĕ вара начартарах курать. Хир сысни ытларах вăрманти шыв тăрăхĕсенче пурăнма кăмăллать. Йĕкел, мăйăр, курăк тымарĕсем, тĕрлĕ вак чĕрчунпа хурт-кăпшанкă унăн тĕп апачĕ. Хир сыснисем чӳкпе раштав уйăхĕсенче чупаççĕ. Ку вăхăта аçисен тирĕ хулăнланать, ăна калкан е тукан теççĕ. Вăл аçасене çапăçнă чухне шалти органсене сыхлама кирлĕ. Ами 4 уйăхран чăтлăх вырăнта 4-6 çура тăвать. Çурасем 1 кг яхăн пулаççĕ. Хир сысни 10-12 çул пурăнма пултарать, анчах та 8 çултан ватăрах сыснасене питĕ сайра тĕл пулатăн. Чи хаяр тăшманĕ хир сыснисен - кашкăр. Хăш чухне хир сыснине упа та тапăнма пултарать.

  • Вавилов, «Охота в России во всех её видах» (М., 1874)
  • А. Черкасов, «Записки охотника Восточной Сибири» (СПб., 1884)
  • кн. А. Урусов, «Облавные охоты на копытчатых зверей» («Природа и Охота», 1883 IV), Верненский Гражданин (Б. Карпов), «Мантык — истребитель тигров» (там же, 1880 X)