Рушева Надежда Николаевна
Надя Рушева | |
Çуралнă чухнехи ят: | Найдан Николаевна Рушева[1][2] |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1952, кăрлач, 31 |
Çуралнă вырăн: | Улан-Батор, Монгол Халăх Республики |
Вилнĕ вăхăт: | 1969, пуш, 6 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Стиль: | графика |
Наде́жда Никола́евна (На́дя) Ру́шева (31.1.1952, Улан-Батор, Монголи — 6.3.1969, Мускав, ССРП) — совет ӳкерçи-графикĕ. Надя хăйĕн пурнăçĕнче питĕ нумай ӳнер еткерлĕхне — вуникĕ пине яхăн ӳкерчĕке — хăварнă. Вĕсен шутне тĕп-тĕрĕссĕн пĕлме те çук — чылайăшĕ çырусенче саланнă, çĕршер листана ӳкерçĕ тусĕсене, юлташĕсене парнеленĕ, нумай ĕçĕ тĕрлĕ сăлтава пула пĕрремĕш куравсенчен таврăнайман. Çапах та унăн нумай ӳкерчĕкĕ Мускаври Лев Толстой музейĕнче, Надя Рушева ячĕллĕ музейĕн Кызыл хулинчи филиалĕнче, Петербургри Ăслăхсен академин Пушкин килĕнче, Наци культура фондĕнче, Чулхула облаçĕнчи Саров хулин музейĕнче тата Мускаври А. С. Пушкин патшалăх музейĕнче упранать,
Пурĕпе 160 ытла курав тĕрлĕ çĕршывра — Японире, Германире, АПШ-ра, Индире, Монголире, Польшăра тата урăх çĕрте — иртнĕ. Арт-пасарĕнче Надя Рушева рейтингĕ, ПӲР версипе — 4А, «индивидуаллă стилĕпе ĕçлекен профессионал-ӳкерçĕ».
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Надежда Рушева 1952 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Улан-Баторта (Монгол Халăх Республики) Николай Рушев совет ӳкерçи (1918—1975) килйышĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ — пĕрремĕш тува балерини Наталья Дойдаловна Ажикмаа-Рушева (1926—2015). 1952 çулхи çулла вĕсем Мускава куçса кайнă.
Надя пиллĕк çул тултарсан ӳкерме тытăннă, ăна никам та ӳнер ĕçне вĕрентмен, çаплах шкула кайиччен çырма-вулама вĕрентмен. Çичĕ çула çитсен, пĕрремĕш класа кайсан, пĕрмаях ӳкерме пуçланă, кашни кун уроксем вĕçленсен, çур сехет те пулин ӳнер ĕçĕпе хăтланнă. Çапла вăл пĕр каçра Пушкинăн «Салтан патша пирки юмахне», ашшĕ вуланă чухне, вăтăр ултă ӳкерчĕкпе иллюстрациленĕ.
1964 çулта вундеркинд-ӳкерçĕн пĕрремĕш официаллă куравĕ иртнĕ.
1969 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче 17 çул тултарсан пуç миминчи юн тымарĕнче çуралнă чухнех пулнă аневризми татăлса пуç мимине юн кайнипе (геморра инсульчĕ пулнипе) пульницăра вилсе кайнă.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн ĕçĕсем хушшинче — Авалхи Эллада халапĕсене, А. С. Пушкинăн, Л. Н. Толстойăн, М. А. Булгаковăн хайлавĕсене капăрлатнисем. Пурĕпе аллăна яхăн автор хайланисене иллюстрациленĕ.
«Маçтăр тата Маргарита» романа капăрлатни Надьăн юлашки ĕçĕ пулнă. Çаплах, «Маçтăр тата Маргарита» хайлава Надя пĕрремĕш ӳнерленĕ. Титул страницинчи иллюстрацинче Берлиозпа Бездомный Патриарх пĕвисем патĕнче тĕлпулу иллюстрацийĕ çинче Елена Сергеевна Булгакова, Михаил Афанасьевич арăмĕ, «Как жаль, что я не знала это необыкновенное существо — Надю Рушеву», — автограф хăварнă.
Надя çырнисем хушшинче «Анна Каренина» балета ӳкернĕ темиçе ĕç пур. Балета чăннипе ӳнерçĕ вилнĕ хыççăн лартнă пулнă, тĕп партине унта Майя Плисецкая ташланă.
Ӳкерчĕксене эскиз тумасăрах, яланах тӳрех, çырнă, нихăçан та тӳрлетмешкĕн резинкăпа усă курман.
«Я их заранее вижу… Они проступают на бумаге, как водяные знаки, и мне остаётся их чем-нибудь обвести»,
— каланă Надя.
Критика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Люди нуждаются в таком искусстве, как в глотке свежего воздуха. Гениальная девочка обладала поразительным даром проникновения в область человеческого духа…
То, что это создала девочка гениальная, становится ясным с первого рисунка. Они не требуют доказательств своей первозданности.
— писатель Ираклий Луарсабович Андроников о цикле «Пушкиниана»
Её рисунки далеко выходят за пределы детского творчества, но и среди взрослых художников едва ли многие могут поспорить с лёгкостью её техники, чувством композиции, с остротой её образов, с её творческим восприятием мира.
— скульптор Василий Алексеевич Ватагин
Беспощадная жестокость судьбы вырвала из жизни только что расцветший талант гениальной московской девочки Нади Рушевой. Да, гениальной, — теперь нечего бояться преждевременной оценки.
— из посмертной статьи академика В. А. Ватагина в журнале «Юность»
Куравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Циклсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Автопортретсем
- Балет
- Война и Мир
- Западная классика
- Маленький принц
- Мастер и Маргарита
- Мир животных
- Пушкиниана
- Русские сказки
- Современность
- Тува и Монголия
- Эллада
- Байрон. Абидосская невеста
- Анна Каренина
Документалистика фильмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тебя, как первую любовь… (1969)
- Надя Рушева (1972)
Надя Рушевăна асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мускавра, Пукрав çăвинче (1-мĕш участок) пытарнă. Вилтăпри çинче палăк пур, унта унăн «Кентаврёнок» ӳкерчĕкне çырнă.
- 29.9.2023, Тува тĕп хулинче — Кызылра — Надя Рушевăн палăкне уçнă (скульптор - Байза Ондар).
- 21.10.1982, совет астрономĕ Л. Г. Карачкина уçнă 3516 №-лĕ пĕчĕк планетăна Надя ятне — Rusheva — тивĕçтернĕ[3].
- Кавказра Надя Рушева ту каçи пур.
- Н. Н. Рушевăна халалланă «Девочка Надя» пьеса (1973 ç.). Авторĕ — драматург А. Родионова.
Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Альбом «Графика Нади Рушевой» — Изобразительное искусство, Москва, 1976. Составитель: Николай Константинович Рушев. Автор текста: Георгий Викторович Панфилов.
- Последний год Надежды. Воспоминания о моей дочери. Автор: Рушев Н. К. — М.: ТЕИС, 2007.
- Мама Нади Рушевой. Автор: Зоя Донгак — Кызыл: ОАО «Тываполиграф». 2014.
- Э. И. Пашнёв «Девочка и олень», Москва, Терра-Книжный клуб, 2001, 276 страниц. Иллюстрации Нади Рушевой.
- +Михаил Булгаков
−{{{2}}} Мастер и Маргарита с иллюстрациями Нади Рушевой. — АСТ, 2018. — 256 с. — 9000 экз. — ISBN 978-5-17-090446-4.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сайт Школы Москвы ГБОУ № 1466 им Надежды Рушевой
- Сайт школьного мемориального музея Нади Рушевой
- Пророчество в рисунках (фильм из серии «Как уходили кумиры»)
- Музей Нади Рушевой в школе № 1466.
- Лёгкость гения… Сообщество в livejournal.com
- «Мир Нади Рушевой» (наиболее полная интернет-галерея рисунков Нади на сайте «Нооген»).
- Надя Рушева. Неисправленная двойка 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Лев Кассиль. «Воображение Нади Рушевой». Журнал «Юность», 1964 год, № 6, стр. 110—113. (оригинал в формате GIF, стр. 110(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 111(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 112(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 113(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка — самая первая публикация о Наде).
- Академик В. Ватагин. «Аполлон и Дафна». Журнал «Юность», 1969 год, № 9, стр. 111—113. (оригинал в формате GIF, стр. 111(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 112(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 113(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка — статья на смерть Нади).
- «Это очень важно — быть человеком!». Журнал «Юность», 1977 год, № 1, стр. 96-101. (оригинал в формате GIF, стр. 96, стр. 97(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 98(ĕçлемен каçă)Шаблон:Недоступная ссылка, стр. 99, стр. 100, стр. 101 — письма Нади Рушевой к Алику Сафаралиеву, её другу по «Артеку»).
- «Это очень важно — быть человеком!»2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (письма Нади Рушевой к Алику Сафаралиеву, её другу по «Артеку», текстовая версия).
- В. Киселёв «Месяц в Артеке» 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. (книга об артековском периоде жизни Нади).
- Эдуард Пашнев. «Девочка и олень»2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. (роман-биография Нади Рушевой иллюстрированный её рисунками. 1974 г.)
- Николай Рушев. «Последний год Надежды»
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Улан-Баторе
- Мускавра вилнисем
- Википеди:Ӳкерçĕсем пирки Викиампарти капăрлатман статьясем
- Ӳкерçĕсем, алфавитпа
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- XX ĕмĕрти ӳкерçĕсем
- Раççейри ӳкерçĕсем
- ССРП ӳкерçисем
- Раççейри XX ĕмĕрти ӳкерçĕсем
- Мускаври ӳкерçĕсем
- ССРП графикĕсем
- Раççейри графиксем
- Ачасем-ӳкерçĕсем
- Ача чухнех вилнисем
- Пуç миминче юн тымарĕ татăлнипе вилнисем
- Пукрав çăвинче (Мускав) пытарнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем