Рысс Евгений Самойлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Евгений Рысс
Çуралнă чухнехи ят: Рысс Евгений Самойлович
Çуралнă вăхăт: 1908, çурла, 21
Çуралнă вырăн: Харьков, Харьков кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1973, çу, 5
Вилнĕ вырăн: Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, драматург
Жанр: детектив, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Рысс хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Рысс Евгений Самойлович (21.08.1908, Харьков, Харьков кĕпĕрни, Раççей империйĕ – 05.05.1973, Мускав) — совет саманинчи вырӑс ҫыравҫи тата драматургӗ, публицист, сценарҫӑ.

Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Харьковра Самуил Борисович Рысс инженерӑн ҫемьинче ҫуралнӑ; Софья Либкнехт ӳнер тӗпчевҫин, Илья Березарк ҫыравҫӑн, Я. Н. Шпильрейн математикӑн тӑванӗ. Ачалӑхне Дон ҫинчи Ростовра ирттернӗ, Ленинградра иккӗмӗш шайри шкула вӗренсе пӗтернӗ. 1924 ҫулта (16 ҫулта) Патшалӑх ӳнер историйӗн институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ патшалӑх ӳнер пӗлӗвӗн курсне вӗренме кӗнӗ. Виҫӗ курс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Владикавказ, Баку, Бухара, Самарканд, Ташкент хулисенчи хаҫатсенче ӗҫленӗ. Ленинграда таврӑнсан института ҫӗнӗрен вӗренме вырнаҫнӑ, анчах вӗренсе пӗтереймен, «Красная вечерняя газета» хаҫатра фельетонист пулса, 1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен Комсомол сатирин театрӗнче ӗҫленӗ. 30-мӗш ҫулсен варринчен пуҫласа прозӑлла ҫырма пуҫланӑ.

Ленинградра пурӑннӑ. «Звезда» журналпа ҫыхӑну тытнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Евгений Рысс ТАСС корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑнма тытӑннӑ.

Пултарулӑхӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литературӑри пӗрремӗш утӑмне 1928 ҫулта «Ҫирӗм пӗр хӑрушлӑх» (Всеволод Воеводинпа пӗрле) ятлӑ камит хайласа драматург пек тунӑ.

Евгений Рысс хайлавӗсенчи тӗп тема — ахаль ӗҫченсем, вӗсем хӑюллӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, вӑл следстви, прокуратура, суд, хӳтӗлев ҫинчен тата вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле хутшӑнни ҫинчен нумай ҫырнӑ. Историпе приключениллӗ тата детективлӑ кӗнекесен авторӗ.

Ҫемйи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Арӑмӗ — Елена Ивановна Отдельнова (1912—1988/1989), машинистка, унпа мӑшӑрланиччен маларах Михаил Светлов сӑвӑҫӑпа, Георгий Васильев режиссерпа ҫемье ҫавӑрса пӑхнӑ. Амаҫури ывӑлӗ — Александр Васильев.
  • Хӗрӗ — Наталья Евгеньевна Иорданская (1937—2004), хӗр чухне Рысс хушаматлӑ пулнӑ. Викторпа Эрнест Ивантерсен виҫӗ сыпӑкри аппӑшӗ. Ленинградра ҫуралнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Мускава эвакуациленӗ, 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Карлсруэне пурӑнма куҫнӑ, унта юлашки кунӗсемчченех пурӑннӑ.
  • Иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ — Симон Михайлович Рысс, гастроэнтеролог, СССР АМН корреспондент-пайташӗ.
  • Ашшӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем — Соломон Яковлевич Рысс философ тата Пётр Яковлевич Рысс журналист.

Суйласа илнӗ хайлавӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Суккӑр хӑна» (1938) (Вс. Воеводинпа пӗрле)
  • «Ҫи-тӑвӑл» («Буря», 1946) (Вс. Воеводинпа пӗрле)
  • «Хула хапхи умӗнче» (1945)
  • «Хӗрача ашшӗне шырать» (1946) (1959 ҫулта экранизациленӗ)
  • «Капитансем ӳстернӗ ывӑл» (1951)
  • «Колдун утрав» (1964 ҫулта экран ҫине кӑларнӑ)
  • «Ҫула улттӑн тухнӑ»
  • «Браконьерсемпе кӗрешекен» (1975)
  • «Пётрпа Пётр»
  • «Шурлӑхри пӳрт» (1959)
  • «Петька-йӗрлевҫӗ» (1960)
  • «Приключения во дворе» (1965)
  • «Следователь ҫырса пынисем» (И. Бодуновпа пӗрле) (1966)
  • «Хаҫат татӑкӗ» (И. Бодуновпа пӗрле)
  • «Вӑрланӑ кин» (пӗчӗк роман)» (1968)
  • «Вӑрттӑн ӳнерҫӗ»
  • «Завод-воин» (1941) (очерк)
  • «Фантастикӑпа ӑслӑлӑх» (публицистика)

Ҫыравҫӑ хайлавӗсене ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ «Мир приключений» фантастикӑлла тата приключениллӗ литература альманахӗсене (1957, 1962, 1968) кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех «Искатель» журналта вӗсем кун ҫути курнӑ.

Е. Рысс хайлавӗсене пӗрре мар ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларнӑ, ытти ҫӗршывсенче вӗсене куҫару пек тухнӑ.

Кинематографра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Евгений Рысс сценарийӗсем тӑрӑх чылай фильм ӳкернӗ, ҫав шутра:

1941 ҫулта сценарист пек «Боевой киносборник»-ӑн 2№ кӑларӑмне («Пӗрриншӗн ҫӗррӗн» новелла) хатӗрленӗ чухне пулӑшнӑ.

Театрта[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Ҫирӗм пӗр хӑрушлӑх»
  • «Хӗрача ашшӗне шырать»
  • «Ҫирӗп ыйтакан юлташсем» (пьеса)
  • «Тӗлӗнтермӗш арҫын ача» (пьеса)

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Славина А. Б. Рысс // Краткая литературная энциклопедия / Гл. ред. А. А. Сурков. — М.: Сов. энцикл., 1962—1978. — Т. 6: Присказка — «Советская Россия». — 1971. — С. 567—568.

Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Рысс, Евгений Самойлович статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.