Сăмаравккари хăрарăмсен икĕ класлă шкулĕ
Сăмаравккари хăрарăмсен икĕ класлă шкулĕ — XIX ĕмĕр вĕçĕнче, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Хусан кĕпернин Теччĕ уесен Кивĕ Сăмаравкка ялĕнче ĕçленĕ ятарлă шкул. Унта хĕрачасем çеç вĕреннĕ. Шкула пĕтерсен, малалла вĕренме кăмăл çук пулсан, вĕрентевçĕре ĕçлеме май пулнă.
Çак хĕрачасене вĕрентмелли ятарлă вăтам шкул пирки таврапĕлÿçĕ калани[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)По соседству с барской усадьбой в конце 19 века стояло деревянное здание школы для девочек. В 1902 году в ней случился пожар, в котором погибли 14 девочек. Памятники погибшим сохранялись в ограде церкви до 1960-х годов. В 1907 году на этом месте было построено двухэтажное каменное здание. После открытия в ней обучались дети зажиточных крестьян. В революционное время гимназия была закрыта, в здании размещался детский дом для сирот.<Куçару: 19-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче улпут çурчĕпе юнашар хĕрачасен шкулĕн йывăç çурчĕ пулнă. 1902-мĕш çулта унта пушар сиксе тухнă, 14 хĕрача вилнĕ. Чиркÿ картинчи вилнсене асăнса лартнă палăк 1960-мĕш çулсемччен сыхланнă. Çак вырăнта 1907-мĕш çулта икĕ хутлă чул çурт туса лартнă. Чухăн мар хресченсен хĕрĕсем вĕреннĕ. Революци хыççăн гимназие хупнă. Асăннă çуртра вара тăлăх ачасен усравĕ вырнаçнă.>
Хальхи вăхăтра кунта шкул çеç мар, ялĕ те çук. Пурнакансем 1960-мĕш çулсенче Шӳккев ялне куçса кайнă.
Çак шкулта вĕреннĕ чăвашсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халлĕхе, Интернет пулăшнипе, çаксене тупса палăртнă:
- Спинова Ирина Егоровна (1884-1918), Григорий Афанасьевич Кокелĕн, кайран Герман епископ пулса тăнăскерĕн, арăмĕ.
- Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи (1893-1976), чăваш литературин паллă ĕçлевçи; асăннă шкулта 1908-1911-мĕш çулсенче вĕреннĕ.
- КУЦЫПИНА ИУСТИНА ГЕОРГИЕВНА (14.11.1895-1984)[2].
- Бахтина Анна Фёдоровна (1900-1959), вырăс килйышĕнчен, Пăчăрлă Пашьелтен, шкула 1917-мĕш çулта пĕтернĕ[3]
- Бахтина Олимпиада Фёдоровна (1898-1957), Бахтина А.Ф. аппăшĕ, шкула 1914-мĕш çулта пĕтернĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ (1949)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Мышев Юрий Владимирович / Сайт учителя истории. — 22.06.2015 - 18:18
- ^ КУЦЫПИНА ИУСТИНА ГЕОРГИЕВНА — АЛМАНЧИКОВСКОЕ СЕЛЬСКОЕ ПОСЕЛЕНИЕ БАТЫРЕВСКОГО РАЙОНА ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
- ^ История села Бичурга-Баишево Шемуршинского района Чувашской Республики (с 1635г до наших дней) (стр. 6 )