Контент патне куҫ

Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи
Анисия Васильевна Княгинина
Çуралнă чухнехи ят: Анисия Васильевна Васильева
Суя ятсем: Ваççа Аниççи, Т.В.А., Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи
Çуралнă вăхăт: 1893 çул, кăрлачăн 6-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1975 çул, раштавăн 17-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Димитровград, Чĕмпĕр облаçĕ
Гражданлăх:

Раççей империйĕ РСФСР

ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи (паспортри ячĕ Княгинина Анисия Васильевна, çуралнă хыççăнхи хушаматВасильева, çавăн пекех Итэсь тата Максимова хушаматсемпе асăнни те пур; чылай вăхăт культура уçлăхĕнче Ваççа Аниççи ятпа паллă пулнă; 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕ, Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) — 1975 çул, раштавăн 17-мĕшĕ Димитровград х.), — чăваш сăвăçĕ[1]. Чăваш пичетĕнче, çавăн пекех чăваш литературинче те, палăрнă чи малтанхи хĕрарăм авторсенчен пĕри теме пулать.

Пурнăçĕ, килйышĕ, тăванĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районне кĕрекен Анатри Тимĕрçен ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Пурнăçĕ тăршшĕпех ачасене шкулта вĕрентнĕ. Вăл шутра пĕр вăхăт хушши Томск кĕпернинчи Терёхино ялĕнчи (ун чухне ăна ытларах Канаш тенĕ) чăваш ачисене[2]. Халь ку ял Кемĕр облаçĕнчи Топки районне кĕрет.

1975 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Димитровград хулинче вилнĕ.

Сăвăçăн ашшĕ — Итэсь Василий Максимович (Иттеç Ваççи), хутла пĕлекен, сĕрме купăс калама та пултаракан çын. Тăван шăллĕ Итэсь Виктор Васильевич (9.2.1907 - 11.2.1983) Свердловск (халĕ Екатеринбург) хулинче пурăннă, — геолог-инженер. Виктор Васильевичăн тăхăмĕсем халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнаçĕ, чылайăшĕн хушамачĕ Итэсь[3][4].

Упăшки — Княгинин Александр Семёнович, сăваплăхçă тата вĕрентевçĕ[5]. Мăшăрĕ пулса тăнă çынпа 1913-мĕш çулта Самар кĕпернинче Павловсен килцышĕнче тарçăра тата няньăра ĕçленĕ чухне паллашнă[6]. А.С.Княгинин хăй çав енчи Эрсел ялĕн çынни пулнă. 1916-1918-мĕш çулсенче çамрăк мăшăр Эврелти (халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелекес районне кĕрет) шкулта ĕçленĕ. Александр Семёнович 1929-мĕш çулта вилнĕ.

Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи пуçламăш шкулăн вулавăшĕнче те ĕçленĕ. Çакна эпир вăл 1920 çулта панă евитрен вуласа пĕлтĕмĕр. Унта çапла каланă: «Вулавăш шкул çуртĕнче вырнаçнă, унăн фондĕнче хытă хуплашкаллă 57 кĕнеке упранать». Фондра ытларах вырăс литературин классикĕсен тата чăваш литературине никĕслекен поэтăн Константин Ивановăн произведенийĕсем. 1905 çулта Ваççа Аниççи Константин Ивановпа пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Вулакансемпе пĕрле Ваççа Аниççи драмкружок йĕркелесе янă. Хăйĕн упăшкипе тата пĕртăван Ерменеевсемпе Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх спектакль лартнă. Ун пирки мана, тет Г.Улюкин[7][8], 1965 çулта хăй каласа панă – вĕсем патне анне кукăль леçсе пама ярсан.

Спектакльпе Эврел артисчĕсем кӳршĕ ялсене те çитнĕ. Куракансем вĕсене лайăх йышăннă. Репертуара анлăлатас тесе поэтесса Антон Чеховăн калавĕсем тăрăх пĕр курăмлă кулăшла пьесăсем çырнă. Манăн анне, тет çÿлерех асăннă Г.Улюкин, Евдокия Фёдоровна Ерменеева, Нарспи рольне вылянă. Вăл ун чух вунçиччĕре пулнă.

Пилĕк ача çуратса ÿстерни паллă. Ывăлĕ вăрçăран таврăнман. Тепĕр ывăлĕ вăрçăран инвалид пулса таврăннă. Анисия Васильевнна 1947-мĕш çултанпа Димитровоград хулинче хĕрĕ (Валентина Александровна) патĕнче пурăннă.

Вилсен упăшкипе юнашар (Эрсел ялĕнче тесе ăнланмалла пуль) пытарнă.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901-1904 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Унтан пĕр çулталăк — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче. Вара каялла таврăнса каллех ялти шкулта вĕренĕве тăснă. Çакă вĕсен килйышĕ Çĕпĕре куçса кайма шут тытнипе çыхăннă (чăннипе каяйман). 1908-1911 çулсенче вĕрентӳçĕсене хатĕрлекен Сăмаравккари (Хусан кĕперни, Теччĕ уесĕ) икĕ класслă шкулта[9] вĕреннĕ. Çав шкул пирки ак çапларах хыпар пур:

<Куçару: 19-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнчи улпут çурчĕпе юнашар хĕрачасен шкулĕн йывăç çурчĕ пулнă. 1902-мĕш çулта унта пушар сиксе тухнă, 14 хĕрача вилнĕ. Чиркÿ картинчи вилнсене асăнса лартнă палăк 1960-мĕш çулсемччен сыхланнă. Çак вырăнта 1907-мĕш çулта икĕ хутлă чул çурт туса лартнă. Чухăн мар хресченсен хĕресем вĕреннĕ. Революци хыççăн гимназие хупнă. Асăннă çуртра тăлăх ачасен усравĕ вырнаçнă.>

1916-мĕш çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн программипе экзамен тытать, çапла вара вĕрентевçĕ пулса тăрать.

Литературăри пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăçăн литературăри пултарулăхне икĕ тапхăрпа палăртса кăтартма пулать.

Çак икĕ тапхăр хушшинчи вăхăта ку тĕлĕшпе чат пуш-пушă тесе шутлама кирлĕ мар. Литература ĕçĕпе кăсăкланма пăрахман Анисия Васильевна. Анчах та вăл хушăри еткерлĕх сыхланса юлман теес пулать. Псевдонима епле йышăнни пирки çапла çырса хăварни пур:

"Камран пулăшу ыйтас?" сăвва çырсан, мана Караççăм пичче: "эс "Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи" тесе ларт", — терĕ. Эпĕ ун сăмахне итлерĕм. Ку сăвва "Хыпар" хаçатан 12-мĕш номерне кĕртнĕ. Аяла "Т.В.А." тесе лартнă".[11]

Анатолий Юман сăвăç каярахпа кун пирки çапла çырнă:

«Т.» – Тимĕрçенсем-мĕн пулнă.
«В.А.» – Ваççа Аниççи.
Хăй çаплах ыр-сывă юлнă,
Вăрттăнлăх çăрин уççи.[12]

Асăннă малтанхи тапхăрта çамрăк Аниççине ашшĕ (Иттеç Ваççи), ялти шкулта ĕçлекен Тăваньялсем Сергей (1886-1956), Чĕмпĕрте вĕрентнĕ Василий Иванович Иванов (кайран "Хыпар" редакторĕ те пулнă) пулăшса, хавхалантарса пынă. Пĕр вăхăт ялта "Хайхи" ятпа алăпа çырнă журнал та кăларса тăнă. Анчах ун номерĕсем упранса юлман. Калас пулать, асăннă тепĕр тапхăрĕнче те сăвăçа хавхалантарса пулашакансем пулнă. Чăн малтанах кунта Константин Петров тата Стихван Шавлы çыравçăсене асăнмалла.

Dimitrovgrad MauriceThorezStreet. Çак урамри Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи пурăннă пĕр çурт çинче ун ячĕпе вырнаçтарнă асăну хăми пур

Пичетленсе тухнă сăвăсен пуххисем:

Асăну хăмисем:

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ямпак шкулĕнче ĕçленĕ чухне Ваççа Аниççин вĕрнекенĕсенчен пĕри кайран Совет Союзĕн Паттăрĕ пулса тăнă Чернов Матвей Степанович пулнă[13]. Матвей Чернов паттăр пирки Анисия Васильевна поэма та çырнă.

  • Наумова, Татьяна. Шурăм пуçпа çуталнă çăлтăр. — "Хыпар" хаçат, 23 Jul, 2018 | Чăваш хĕрарăмĕ | Культура | Пăлхарпи - ачаш хăват
  • Артемьев, Ю. М. Ваççа Аниççи // Артемьев, Ю. Ĕмĕр пуçламăшĕ / Ю. Артемьев. – Шупашкар, 1996. – С. 290-291
  • Ваççа Аниççи : малтанхи чăваш хĕрарăм-сăвăçăн пултарулăхĕ / пухса хатĕрлекенĕсем Г. Юмарт, В. Акăшпи ; тĕп ред. А. Леонтьев ; худож. И. Владимиров // Хыпар. – 1993. – 26 кăрлач. – 16 с. – («Хыпар» кĕнеки).
  • Ваҫҫа Аниҫҫи, Элпи, Сарпи... : [чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-сӑвӑҫи Ваҫҫа Аниҫҫи ҫинчен] // Хыпар. – 2010. – 27 нарӑс. – С. 4.
  • Элиме, В. Пӗрремӗш хӗрарӑм сӑвӑҫ ячӗпе / В. Элиме // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2013. – 16-22 нарӑс (№ 6). – С. 2.
  • Юман, А. Е. Ваҫҫа Аниҫҫи ҫырӑвӗсем / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 1. – С. 125-132.
  • Юмарт, Г. Хурлăхлă пурнăç шухăшĕ : Ваççа Аниççи çуралнăранпа – 115 çул / Г. Юмарт // Çамрăксен хаçачĕ. – 2008. – 8 нарăс (№ 5). – С. 14.
  • Афанасьев, П. Васся Анисси (Васильева-Княгинина Анисия Васильевна) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 66-67.
  • Курайкин, Н. Н. Васся Анисси / Н. Н. Курайкин // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. 1 : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. – 2009. – С. 84-85.
  • Покровская, В. Долгий путь к признанию / В. Покровская // Республика. – 2013. – 23 янв. (№ 2). – С. 11 : фот.
  • Юмарт, Г. Ф. Васся Анисси (Васильева-Княгинина) / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 289.
  • Рогачёв, Яков. Пĕр хуларах пурăнсаттăмăр. // Ялав журнал, 1989, çĕртме, 6. — С.30.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Васся Анисси (Васильева-Княгинина Анисия Васильевна)
  2. ^ Смирнова, Надежда. Првайхи чĕкеç. — Хыпар. 2003. кăрлач, 19. — 8-9 С.
  3. ^ Анна Итэсь.
  4. ^ только ИТЭСЬ!!!!! и кто раньше был Итэсь!
  5. ^ Новомалыклинская средняя школа. 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Мономах. № 1 (85) 2015 Краеведческий журнал. — С.48.
  7. ^ Геннадий УЛЮКИН, облаçри чăвашсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин Димитровградри уйрăмĕн председателĕ. ЭПĔ ВАÇÇА АНИÇÇИНЕ КУРНĂ. 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1190-МĔШ (2012.11.15) КĂЛАРĂМ
  8. ^ Çак хаçатри тепĕр материалтах ("ВАÇÇА АНИÇÇИ ЮБИЛЕЙĔ ТĔЛНЕ" ятлă) ăна Геннадий Петрович Улюкин (Тăхтаман) тесе асăннă.
  9. ^ Чувашская энциклопедия.(ĕçлемен каçă)
  10. ^ Мышев Юрий Владимирович / Сайт учителя истории. — 22.06.2015 - 18:18
  11. ^ Ваççа Аниççи. Иртсе кайнă кунçулăм. // Хыпар, 1993, кăрлач, 26.
  12. ^ Анатолий Юман. Ваççа Аниççине. 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (Автор чăн (тулли) псевдонима ăнлантарать те çапах хăй Ваççа Аниççи тет).
  13. ^ Еграшкина, Нина. Матвей Чернов – Упамсар мухтавĕ!(ĕçлемен каçă)