Сăмах тытăмĕ
Сăмах тытăмĕ, — сăмахăн морфема тытăмĕ. Çавăн пекех сăмахăн дериваци тытăмĕ те. Сăмахсем пĕлтерĕшлĕ пайсенчен (морфемăсенчен) тăраççе. Сăмахра пĕр е ытларах морфема пулма пултарать. Сăмахри кашни морфемăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Купăсçăсем сăмахра купăс — кĕвĕ каламалли япалана, -çă — çав япалапа ĕçлекен, -сем — нумайлăха палăртать.
Морфемăсем икĕ терлĕ пулаççĕ: морфемăсем тата аффикс морфемăсем (сăмах тăвакан аффикс сăмаха улăштаракан аффикс, форма тăвакан аффикс). Тымар морфемăсăр сăмах пулма пултараймасть, вăл сăмахăн тĕп пайĕ. Тымар морфема хăй теллĕн те çӳреме пултарать (курăк, çил, çуре), аффикс морфемăсен ун пек май çук.
Тымар морфемăсем чĕлхере икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: ирĕклĕ тата çыхăнчăк морфемăсем. Ирĕклĕ морфемăн лексика пĕлтерĕшĕпе грамматика пелтерĕшĕ те пур, ытти морфемăсемпе пĕрлешмесĕрех вăл сăмах майлашăвне те, предложенире те иреккĕнех кĕме пултарать (пуç, пуçлăх, пуçсăр; пуç тай, пуççап). Çыхăнчăк морфема хальхи чĕлхере хăйне уйрăммăн çӳреймест (ирсĕр сăмахра -ир — çыхăнчăк тымар, вăл хăй теллен çӳремест, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленнĕ).
Аффикс хушăннипе пулнă сăмахсенче тымар морфема яланах малти вырăнта тăрать, аффикс ун çумне çак йĕркепе хушăнса пыраççĕ: сăмах тăвакан аффикс, форма тăваканнисем, сăмаха улăштараканнисем. Шухăшлаймăп глаголра шухăш— сăмах тымарĕ, -ла — сăмах тăвакан аффикс (вăл ытти япала ячĕпе паллă ячĕ çумне те хушăнать: парне - ле, сухăр - ла, тикĕс - ле), -ай — форма тăвакан аффикс, -ăп — сăмаха улăштаракан аффикс. Тепĕр чух çак йĕрке пăсăлать: форма тăвакан аффикс сăмах тăвакан аффикс умĕн те тăма пултарать: шăт-ас-лăх, пул-ас-лăх (-ас — форма тăвакан аффикс, -лăх — сăмах тăваканни) кĕт-ме-н-лĕх, çит-мен-лĕх (-ме, -н — форма тăваканнисем). Е сăмаха улăштаракан аффикс хыççăн форма тăваканни тăрать: çур çĕр-те-рех-ре (-те — сăмаха улăштаракан аффикс, -рех — танлаштару формин аффиксĕ, -ре — сăмаха улăштараканни).
Аффикс морфемăсен варианчĕсем пулаççĕ. Вĕсене пуплевре пер-пĕринпе ылмаштарма май пур, уншăн сăмах формин пĕлтерĕшĕ улшăнмасть. Сăмахран, пĕрлелĕх падежĕн -па(-пе), -пала(-пеле), палан (-пелен) аффикссем вариантсем пулаççĕ.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Павлов И.П. Хальхи чаваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1964;
- Сергеев В.И. Морфемика. Лекцисен тексчĕ. Ш., 1978;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.