Сăрă хир чăххи
Хир чăххи пысăках мар кайăк. Çур килограмма яхăн тайма пултарать. Чăх йышне кĕрет. Вĕтлĕхсенче, çӳллĕ курăк ăшĕнче пурăнать. Çăмартисем (15-20) хăмăртарах сарă тĕслĕ. Хир чăххи вĕсене 3 эрне хушши пуса ларать. Чĕпписем çуллахи кунсем пуçланнă вăхăтра тухаççĕ. Амăшĕ вĕсене тӳрех йăваран илсе тухса каять. Ашшĕ чĕпсене хастар сыхлать. Апачĕ ытларах ӳсентăрантан тăрать. Хĕллехи вăхăтра утă-улăм капанĕсем патне çӳрет. Хĕллехи вăхăтри чи юратнă апачĕ - ырашпа тулă калчи. Ун пек апата шыраса вăл çур метр тарăнăш юр чавма пултарать. Апат сăхнă тата каннă вăхăтра пĕр-икĕ хир чăххи яланах хуралта тăрать. Инкек тухсан тĕрлĕ еннелле чăл-пар саланса пĕтеççĕ. Ăсансем пек юр айĕнче те çĕр каçма пултараççĕ.
Пирĕн патăртан вĕçсе каймаççĕ. Пирĕн республикăра вĕсен йышĕ пĕчĕк, нихăш çул та 500 пуçран иртмест. Ку тăшманĕсем нумай пулнăран, çынсем тĕрлĕ ядохимикатсемпе усă курнăран килет.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Madge S., McGowan P., Kirwan G. M. Pheasants, Partridges, and Grouse: A Guide to the Pheasants, Partridges, Quails, Grouse, Guineafowl, Buttonquails, and Sandgrouse of the World. — Princeton, NJ: Princeton University Press, 2002. — 488 p. — ISBN 0-7136-3966-0.(акăлч.)
- Курочкин Е. Н. Птицы центральной Азии в плиоцене // Тр. совм. Сов.-Монг. палеонт. экспед. 1985. Вып. 26. С. 1-119.
- Зеленков Н. В., Курочкин Е. Н. Неогеновые фазановые Центральной Азии. 2. Роды Perdix, Plioperdix и Bantamyx // Палеонтологический журнал, 2009, № 3, с. 79-86. 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Козлова Е. В. Птицы зональных степей и пустынь Центральной Азии. Труды ЗИН. Т. 59. Л., 1975.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Серая куропатка 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку орнитологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |