ССКП ТК Тĕп секретарĕ
ССКП ТК Тĕп секретарĕ ĕç вырăнне 1922 çулхи ака, 3 РКП (б) XI съездĕнчĕ суйланă РКП(б) ТК Пленумĕнче йышăннă, ун чухнех çак вырăна И. В. Сталина çирĕплетнĕ.
МалтанахТК тĕп секретарĕн техника пахалăхĕ кăна пулнă, анчах 1920-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Сталин хăйĕн аллине çав тери пайăр влаç илет те çак ĕç вырăнĕ, ПКП(б) Уставĕпе килĕшӳсĕрех, парти ертӳçлĕхĕнче çӳлти поста çити ӳсет. 1934 çулта иртнĕ ПКП (б) XVII съездĕнче «тĕп секретарь» ĕç вырăнне пăрахăçланă, ПКП(б) ТК ПКП (б) ТК Секретариачĕ йышне А. А. Жданова, Л. М. Кагановича, С. М. Кирова тата Сталина суйлаççĕ. Хормăпа «тĕп секретарь» ĕç вырăнне суйлав ирттермен, Сталин официаллă документсенче çак сăмах çаврăнăшĕпе усă курма пăрахнă, «ТК секретарĕ» тесе алпуснă. ПКП(б) ТК Секретариатне 1939 тата 1946 çç. çаплах пĕр тан праваллă ТК секкретарĕсене суйланă. 1952 çула иртнĕ ССКП XIX съездĕнче Сталин хăйех секретарь ĕç вырăнĕнчен хăтарма ыйтнă, анчах та делегатсем килĕшмен, ăна каллех 1952 çулхи юпан 16-мĕшĕнчи Пленумра секретарь пулма суйланă. ССКП XIX съездĕнче йышăннă Уставĕпе «тĕп секретарь» ĕç вырăнĕ пирки пĕр сăмах та пулман.
1953 çулхи авăнĕнче ССКП ТК Пленумĕ ССКП ТК Пĕрремĕш секретарь постне ĕçе кĕртет, çав вырăна Н. С. Хрущёва суйлаççĕ. Брежнев вăхăтĕнче, 1996 çулта иртнĕ ССКП XXIII съездĕнче ССКП Уставне улшăнусем кĕртнипе «тĕп секретарь» ĕç вырăнĕ официаллă пулса тăрать. Çав вăхăтрах 1952 çултанпа пулнă «ССКП ТК Президиумĕ» «ССКП ТК Политбюровĕ» ята куçать.
- Брежнев çĕре кĕрсен ССКП Тĕп секретарĕ пулма Юрий Андропова суйлаççĕ.
- Ю. В. Андропов çĕре кĕрсен ССКП Тĕп секретарĕ пулма Константин Черненкăна суйлаççĕ.
- К. У. Черненко çĕре кĕрсен ССКП Тĕп секретарĕ пулма Михаил Горбачёва сулаççĕ.
ССКП Тĕп секретарĕн ĕç вырăнĕ 1991 çулчен пулнă, Горбачев хăйне ССКП Тĕп секретарĕн полномочисенчен 1991 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче хăтарма ыйтнипе пĕтет.
Иккĕмĕш çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ТК 2-мĕш секретарĕн ĕç вырăнĕ хормăпа нихçан та пулман, анчах парти иерархин çырман йĕркипе 1980-мĕш çулсечченех Политбюро пайташĕсене алфавитпа мар, паллăлăх йĕркипе палăртнă. Çак йăлапа, 1932 çулченех «иккĕмĕшĕ» Каганович, 1932—1952 çç. — Молотов (ТК Секретариатне кĕмен), 1961—1964 çç — Брежнев, 1960-мĕш çулсен варринчен 1982 çула çити — Суслов (унăн статусĕ пирки пытару масштабĕ кăтартать — ăна Кремль хӳтлĕхĕнче мар, партипе патшалăхăн пĕрремĕш çынĕсемпе юнашар çĕре пытарнă).
1990—1991 çулсенче ССКП Тĕп секретарĕн çумĕ ĕç вырăнĕ пулнă. Çак вырăнта пĕртен-пĕр çын, В. А. Ивашко пулнă, вăлах Тĕп секретарь ĕçĕсене тытса пынă. 1991 çулхи çурла пăтармах тапхăрĕнче ССКП Тĕп секретарĕн çумĕ килти арест айĕнче ларакан Горбачёв хăйĕн тивĕçне тума пултарайман чухне, нимле ĕç-пуç та тăваймасть.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей тата Совет Союзĕн ертӳçĕсем, биографи-хронологи хыпар кĕнеки 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ССКП ТК тĕп секретарĕсем | ||
---|---|---|