Саваскей
Саваскей — чăвашсен XVIII ĕмĕрти паттăрĕ. Вăл хальхи Элĕк районĕнчи Урмай ялĕнче çуралса ӳснĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çитĕнсе çитсен, ăна вăйпа тĕне кĕртнĕ пулас, анчах халăха ирĕксĕрленипе килĕшмен, пусмăрçăсене хирĕç кĕрешме пăрахман. 1768 çулхи утă уйахĕн 13-мĕшĕнче Элĕк уесĕн хулинчен, Кăрмăшран, Еремей Иванов-Рожановский кĕлĕ вулама килсе çитнĕ. Хăйпе пĕрле вăл Н.Ушков ятлă салтака, Кăрмăш чиновникне В.Шуваева илсе килнĕ. Еремей Иванов-Рожановский вара Элĕкре ĕçлекен, чиркӳре тĕне кĕнĕ Янтуван ятлă чăваша тата Н.Ушаковпа тата В.Шуваевпа пĕрле Урмая ярать, ытти çынсене хăй патне кĕлĕ вулама илсе килме хушать.
Урмайсем уйра ĕçленĕ. Килнĕ çынсем вара вĕсене ĕç пăрахса Элĕкри чиркĕве кайма хушнă:
"С немалою трудностию соединяя их, объявили им, что приехали для забиранию их к слушанию надлежащего учения в селе Аликово".
Анчах та уйра ĕçлекенсем хресченсем чиркĕве кайма килĕшмен, тарма тытăннă. Чиркӳ çыннисем вунпилĕк çынна вăйпа тытса ирĕсĕрлесех, хĕне-хĕне Элĕк еннелле илсе кайнă. Çав хушăра ял çыннисене пулăшма Саваскейпа Торсай чупса çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле тата пилĕк хресчен чупса пынă. Вара вĕсем хуларан килнисене чышса сирпĕтеççĕ те ял çыннисене ирĕке кăлараççĕ. килнĕ. Çапăçу пуçланнине пĕлсе, çакăнта Еремей Иванов-Рожановский хăй те чупса килет. Унпа пĕрле Элĕкри икĕ пачăшкă, тиаккăн, тиачук, Хĕрлĕ Чутай тиаккăнĕпе ун майлă çынсем çăкăнта пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн çапăçу пуçланса каять.
Саваскейпа Торсай ертсе пынă пăлхану пысăк пулмасан та, çакна пĕлтерет: халăх хăйĕн йăла-йĕркине, хăйĕн чун-чĕрине упраса хăварасшăн кĕрешнĕ. Çак çапăçу çинчен В.Д. Дмитриев "История Чувашии XVIII века" кĕнекинче питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă.
Саваскейпа Торсай шăпи малалла мĕнле пулни паллă мар.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.