Кăрмăш
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кăрмăш, — Сăр юханшывĕ çинче вырнаçнă сала. Летописьсенче пĕрремеш хут 1372 çулта асăннă. Вал вăхăтра Борис Константинович кнеç ку вырăнта Кармăш ятлă хула лартма хушнă. Чулхуларан 100 çухрăмра вырнаçнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулана никĕсленĕ хыççăн ку хӳтлĕх Русь патшалăхĕн хĕвелтухăç енчи чикĕ пулнă. Çавăнпа та вăл хĕвеланăç енчи кӳршĕсенчен сыхланмалли вырăн шутланнă. XIV—XVI ĕмĕрсенче хӳтлĕхри çарсем Ылтăн Урта çарĕсемпе нумай çапăçăвсем иртернĕ. Çав çапăçăвсем халăх халапĕсенче упранса юлнă, каярах вара хула гербне ӳкернĕ чухне усă курнă. Хула гербĕ çинче çăвăнпала тахире хирĕç икĕ ухă ӳкернĕ.
Хула хӳтлĕхĕ çинчен калакан XIV—XVI ĕмĕрхи çырăвсем упранса юлман. Чи малтан каласа паракан çырăвсем XVII ĕмĕре килеççĕ. 1623—1626 çулсенче çырнă ăнлавсем тăрăх хӳтлĕх Сăр юханшывĕн сулахай енче, Сăр юханшывне Кăрмăш юханшывĕ юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Стенисемпе хуралтисем икĕ енчен чăнкă çырансемпе хӳтĕленнĕ, ытти енчен пилĕк çурă метр тарăнăш канав пулнă. Канав тĕпĕнче çивĕч частокол пулнă. 1623-1626 çулсенче хӳтлĕхĕн çичĕ хуралтă пулнă. Вĕсенчен улттăшĕ тӳрĕ кĕтеслĕскерсем пулнă. Пĕри вара ултă кĕтеслĕскер, "Хĕрлĕ" ятлăскер пулнă. 1626 çул патнелле пĕри вĕсенчен çунса кайнă. Икĕ хапхаллă хуралтă пулнă. Вĕсемсĕр пуçсăр стенасенче тата тăватă пытарса хунă хапха пулнă.
Хӳтлĕх ăшĕнче çар пуçлăхĕн карти, боеприпас склачĕ, тĕрме, 17 ампар, 28 пурăнмалли çурт, Турă çӳратакан Успени соборĕ тата чиркӳ вырăнĕ пулнă. Хĕç-пăшал хушшинче 2 пушка, 20 пăшал, 20 пăт порох, пушкăсем валли 355 ядро, пăшалсем валли 2584 ядро, тата серăпа селитра пулнă.
Кăрмăш аталанăвĕ Хусана илнĕ хыççăн чаранса ларнă. 1552 çулта Улатăр хӳтлĕхне тунă хыççăн, Кармăш пелтерĕшĕ татах чака пуçланă. Кăнтарти тата хĕвелтухăç чикисем самаях куçнă пирки хула пĕлтерĕшĕ чаксах пынă
1745 çулта Кăрмăш хӳтлĕхĕ çунса кайнă. Халĕ унăн йĕрри те юлман.
1774 çулхи утă уйăхĕн 20 Кăрмăша хăйĕн çарĕпе Емельян Пугачёв çитнĕ. Ăна кунта пурăнакан çынсем хаваспах кĕтсе илнĕ.
1780 çултанпа Кăрмăш уесĕн тĕп хули шутланнă.
Кăрмăш гербĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула гербне 1780 çулхи раштавăн 22 йышăннă. Герба ăнлантарнинчен: "Гербăн çӳлти пайĕнче Чĕмпĕр гербĕ вырнаçнă. Айăнче симĕс уйра вырнаçтарнă икĕ хĕреçле хунă ылтăн ухăсем. Ухăсем ку вырăнти малтан ухăпа лайăх пеме пĕлнине халалласа хунă."
Паллă янташсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Рожанский Ермей Иванович, кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕри
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |